Атăльялсен телейĕ

7 Июн, 2016

Паян «Хыпар» вулаканĕсене паллаштаракан çынпа темиçе çул каяллах курнăçса калаçма ĕмĕтленнĕ. Вăл ял çыннисемшĕн пурнăçлакан ыркăмăллăх ĕçĕсем чăннипех вышкайсăр пысăк. Анчах та хăй пирки мухтаса каланине килĕштермест, çавăнпа пирĕн тĕлпулу çак вăхăта çити тăсăлса пычĕ. Пĕрремĕш хут тăватă çул каяллах курнăçма ĕмĕтленнĕччĕ: ун чухне вăл Шупашкар районĕнчи Атăльялта клуб туса лартнăччĕ. Кайран тата ытти объект та çĕклерĕ. Ун шухăшĕпе — ыркăмăллăх ĕçĕ нимĕнле паттăрлăх та, мухтанмалли сăлтав та мар, йĕркеллĕ пулăм. Тинех мехел çитрĕ пулмалла: Сергей Сорокин меценатпа — Шупашкарти «Бытовки» ООО директорĕпе, Атăльялта пурăнаканпа — тĕл пултăмăр.

Ял илемĕ тыткăнланă

Сергей Лазаревич Атăльялта кун çути курман, унăн çуралнă кĕтесĕ — Сĕнтĕрвăрри. Ашшĕ Лазарь Сорокин, Муркаш районĕнчи Вăрманкасра ÿссе çитĕннĕскер, инженер-строитель пулса çар об±екчĕсем çĕкленĕ, пĕр хуларан тепĕрне куçса çÿреме тивнĕ унăн. Ачисем те тĕрлĕ вырăнта çуралнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан лăпкă пурăнас ĕмĕтпе чуна килĕшекен кĕтес тупма ĕмĕтленнĕ. Ун шухăшне кĕçĕн ывăлĕ пурнăçа кĕртнĕ. «Илемлĕ вырăнта çурт туянатăп», — тесе вырăнти хаçата пĕлтерÿ панă. Хурав нумай кĕттермен. Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ шăнкăравланă, Атăльяла пырса курма сĕннĕ. Йăнăшман.

Атăлăн сылтăм çыранĕнче тĕпленнĕ çак ял кун-çулĕ аслă юханшывпа çыхăнни ятĕнченех курăнать. Шупашкартан та аслăрах теççĕ ун пирки. 800 çул каялла авалхи чăваш йăхĕсем çырмаллă-çатраллă, вăрманлă вырăна суйласа илнĕ. Çĕр-çĕр çул тарăн варсемпе пысăк шыв хÿтĕленĕ чăтлăхри чăваша.

Çапла майпа вунă çул каялла Атăльял çыннисем пулса тăнă Сорокинсем. Пĕрремĕш хут килнĕ чух çанталăк уяр тăнă. Каярах, çумăр лÿшкесе çума пуçласан, ялти шăтăк-путăк çулпа çĕнĕ çурт лартмалли стройматериалсене турттарма йывăрланса çитнĕ. Ыркăмăллăхпа çыхăннă пĕрремĕш ĕç çул тăвасси пулнă. Ăна Сергей Лазаревич йăлтах хăйĕн укçи-тенкипе пурнăçланă.

Икĕ уйăхра — хăтлă клуб

Ял çыннисем каласа панă тăрăх — Атăльялти клуба 1977 çулта сÿтсе пăрахнă. Ял малашлăхсăррисен ретне тăнă-ши е унта çÿрекенсем пулман-ши? Тĕрĕсне калама пултараймастăп. Ял çамрăкĕсем кÿршĕллĕ Шомикри культура çуртне çÿреме пуçланă, аслă ăрурисене те унти пултарулăх коллективĕсем йышăннă. Çапла вун-вун çул иртнĕ.

Тĕрĕссипе, Сергей Лазаревича, хулара ĕçлекен çынна, ялти клуб кирлех те мар пек. Анчах та пĕррехинче, Атăльялти Фадеевсем патне хăнана кĕрсен, çемье пуçĕ ăна ял çыннисен чун тĕпĕнчи ĕмĕтне пĕлтернĕ. «Хутпа кăранташ парăр-ха», — тенĕ вăл Лидия Андреевнăна, çавăнтах клуб эскизне ÿкерме пуçланă. Кăшт вăхăт иртсен: «Тăррине мĕн тĕслĕ тăвасшăн?» — тесе кăсăкланнă. Эрнерен проект та хатĕр пулнă.

Фадеевсем те, ял çыннисем те, район администрацийĕн ĕçченĕсем те ĕненесшĕн пулман çак «юмаха». Юмах вара чăнласах пурнăçа кĕнĕ. 2012 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче ĕçе пуçăннă, авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче клуба савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Паллах, асамлă патака сулнипе мар, ял халăхĕ нимелле ĕçленипе. Стройматериалпа пĕтĕмпех Сергей Сорокин тивĕçтернĕ. Кайран та çĕнĕ çурта «тумлантарма» пулăшнă вăл. Клуб çумĕнче Тăван Çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисене асăнса палăк лартни те Сергей Лазаревичăн пулăшăвĕпе çыхăннă.

Халĕ ялти клуба Кристина Семенова ертсе пырать. Лидия Фадеева пуçарăвĕпе «Атăл хумĕсем» пултарулăх коллективĕ йĕркеленнĕ. Авалхи кĕвĕ-çемме кăна мар, вырăнти Леонид Фадеев поэтăн сăмахĕсемпе çырнă чуна пырса тивекен юрăсене те шăрантараççĕ ансамбльте. Çакă та хавхалантарать унти пикесене: паян «Атăл хумĕнче» юрлас текенсен хушшинче кÿршĕ ялсем те пур.

Этнокультура паркĕ

Атăльялта Ял кунне ирттереси унччен те йăлара пулнă. Утă уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче илемлĕ уçланкăра паллă тунă ăна. Виçĕ сак та пĕр хуран — чи кирлĕ хатĕр шутланнă. Пуçаруллă та хастар Сергей Сорокина çакă тивĕçтермен. Авалхи йăла-йĕркене чĕртсе тăратас тĕллевпе Чăваш наци конгресне çул тытнă. Унти хастарсемпе паллашса Етĕрне районĕнчи Пупăлькассинче ирттернĕ Ял кунне çитсе курнă. Эдуард Бахмисов витĕмĕпе Атăльялта та этнокультура паркĕ тума пикеннĕ. Хальхинче те ниме мелĕпе ĕçленĕ, унччен ик айкки те тăвайкки тесе пурăннисем икĕ эрне уявпа «чирленĕ». Стройматериалпа малтанхи пекех Сергей Лазаревич тивĕçтернĕ, хăй те, мăшăрĕ те ĕçленĕ. Çапла 2014 çулхи утă уйăхĕнче пĕтĕм ял-йышпа театрти пек курав хатĕрленĕ. Республикăн сумлă çыннисем хутшăннă унта.

Эпир те çитсе куртăмăр Атăльял çырмин тепĕр енчи тÿремрех вырăнта çĕкленнĕ çĕнĕ «яла». Пĕр кунлăха туман ăна. Ял кунĕсенче кăна мар, паллă ытти пулăмпа та килсе çÿреççĕ унта. Йăх пÿрчĕсене /пурĕ 12/ хăмаран çапса хатĕрленĕ. Сергей Лазаревич çак ялти çынсене ачаранпах пĕлет тейĕн, Матюшкинсен, Романовсен, Бажайкинсен, Калегинсен, Семеновсен, ыттисен йăхĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Пĕрисем платниксем пулнă, теприсем утар тытнă, виççĕмĕшсем — арман. Çавна кура çуртне те вĕсемпе çыхăнтарса ăсталанă. Кунтах — ваттисене асăнмалли вырăн. Уяв вĕçленичченех унти чул çинче çурта çуннă, апат-çимĕç хунă.

«Ял» варринче — йăхсен юписем. Вĕсене йăхри чи патвар арçынсем лартнă. Юпа çине чыса тивĕçнĕ ятсене те çырнă. Кашни юпа тĕлĕнче арча вырнаçтарнă. Унта мĕн пурри вăл е ку йăхăн алĕç пуянлăхне уçса панă. Чи лайăххи çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Йăх юписем тавра 200-300 çын вăйă картине тăрса авалхи юрăсене шăрантарни камăн чунне хускатмĕ? Кăçал та çапла пуласса шантараççĕ.

Станьялта — чаплă крепоç

Вăрман Çĕктер ял тăрăхне кĕрекен Станьял та этнокультура комплексĕпе мухтанма тивĕçлĕ. Ăна та Эдуард Бахмисов проекчĕпе пурнăçланă, укçа-тенкине Атăльял çынни Сергей Сорокин хывнă. Унччен унта почта станцийĕ пулнă, ку тăрăхри ватă юмансем кама кăна кĕтсе илмен-ши хăй вăхăтĕнче?

Пĕрремĕш юпана Эдуард Константинович пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче хăй лартнă та унтан ял çыннисем хăтлă та илемлĕ чăваш «Кремлĕ» туса хунă. Кунтах — чăвашсен историйĕ, йăли-йĕрки çинчен каласа паракан панносем, ĕç хатĕрĕсем тата ытти те.

Крепоç варринче пысăк сцена туса хатĕрленĕ, юнашар тапса тăракан çăлкуçа çĕнĕ пура ярса ăсталанă, йĕри-тавралăха илем кÿрсе хăтлăлатнă. Кунта пĕлтĕр ирттернĕ пĕрремĕш пысăк мероприяти — Шупашкар районĕн Акатуйĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Кăçал та хăнасене кĕтсе илме хатĕрленет чăваш «Кремлĕ», Республика кунне республика тулашĕнче тĕпленсе пурăнакан йăхташсене, чăваш пултарулăх ушкăнĕсене йышăнĕ. Çавна май эпир унта çитсе курнă кун крепоçа Сергей Сорокинăн строителĕсем, ял çыннисем татах хăтлăх кÿретчĕç.

Сергей Лазаревичпа унăн ыркăмăллăх ĕçĕ çинчен калаçса илес терĕм, анчах ун пирки ытлашши сăмахлама юратманни тÿрех сисĕнчĕ.

— Ку ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ нумай каять пулĕ?

— Пулăшас кăмăл пулсан укçа тупăнатех, — пулчĕ унăн хуравĕ.

— Хăвна телейлĕ туяс тесен мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?

— Нумаях та мар. Пур енĕпе те тивĕçтерекен шая çĕклентĕн-тĕк — çитрĕ те, ыттине ырă ĕçсем тума, çынсене пулăшма яратăп. Мана Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн ертÿçине суйларĕç. Ку енĕпе те тĕллевлĕ ĕçсем пурнăçламаллисем пур.

— Ялта, сирĕн шухăшăрпа, тата мĕн çитмест?

— Çынсен яваплăхĕ. Шел те, хальлĕхе эрех-сăрапа туслисем те, кахаллисем те çук мар-ха.

Лайăх пурăнатпăр

Çапла çирĕплетсе калать Атăльялти Лидия Фадеева. Çак ялта çур ĕмĕре яхăн пурăнать вăл. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн фельдшер пунктĕнче тăрăшнă, электроаппарат завочĕн профилакторийĕнче ĕçленĕ. Çынсене сипленипе пĕрлех общество ĕçĕнчен те пăрăнман. Килти ĕçсене пурнăçлать те хĕрарăмсен канашне, «Атăл хумĕн» пикисене пуçтарать, çитес вăхăтра мĕн-мĕн тумаллине сÿтсе яваççĕ. Пултарулăх ушкăнĕ Акатуя хутшăнма хатĕрленет, ансамбль ĕçĕпе тухса кĕмелле пулсан — Сергей Лазаревич транспортпа пулăшатех. «Атăльялсен телейĕ», — тет ун пирки Лидия Андреевна.

Надежда СМИРНОВА.

Роза ВЛАСОВА сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.