Çул çинче пуçлăх та, пуçлăх ывăлĕ те çук

7 Июн, 2016

Пурте правилăсене пăхăнсан кăна инкексенчен сыхланма май пур

ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕ юнкун йĕркеленĕ пресс-конференцие пилĕк уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетме пухнă пулин те журналистсене, паллах, чи малтанах тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн ывăлĕ тунă авари кăсăклантарчĕ. Управлени пуçлăхĕ Владимир Романов, унăн ĕçтешĕсем МИХсен представителĕсем кĕтнине тÿрре кăларчĕç — çав аварипе çыхăннă чылай саманта уçăмлатрĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен кăрлач-çу уйăхĕсенчи кăтартусемпе Владимир Романов кăмăллă. Аварисен шучĕ 11,5% чакнă. Вĕсенче вилнисен йышĕ те палăрмаллах, 11,3%, сахалланнă. Ÿсĕр водительсем тунă аварисенче 10 çын пурнăçĕ татăлнă — ку цифра та иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен чылай пĕчĕкрех. Çапах эрех ĕçсе руль умне ларакансемпе çыхăннă ĕç-пуçа управлени пуçлăхĕ çивĕч тесе хаклать. Ÿсĕрле куллен 10-15 водителе тытса чараççĕ. Ятарласа йĕркелекен рейдсен вăхăтĕнче — 30-40 таранах. Ÿсĕрле тепĕр хут руль умне ларнă май тытса чарнисем — 200 çын ытла. Çавна май 161 çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Çуран çынсене таптанă тĕслĕхсем те сахалланнă. Хăрушă аварисем тĕпрен илсен çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнипе сăлтавланнă. Транспорт хатĕрĕсем тÿнсе-çаврăнса ÿкнĕ тĕслĕхсем темиçе çын пурнăçне татнă. Унашкалли кăçал Етĕрне районĕнче пулнă. Çамрăксем малтан пĕрле эрех ĕçнĕ, ушкăнри çынсенчен пĕрин уççине кăларса илнĕ те унăн машинипе ларса кайнă. Çаврăнса ÿкнĕ. Кăтартăвĕ — вилĕм. Тепĕр тĕслĕх Пăрачкав районĕнче пулнă. Трактор тÿннĕ те — тивсе кайнă, вутра çынсен пурнăçĕ татăлнă.

Районсенче акатуйсем иртессине, çимĕк çывхарнине кура çулсем çинче транспорт юхăмĕ пысăк пуласси куçкĕрет. Çавна май ПАИн ĕç нумай пуласси халех паллă. Пакунлисем тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç-ха, çапах управлени ертÿçи водительсенчен те асăрхануллă, тимлĕ пулма ыйтать.

Ладыков ывăлĕпе çыхăннă ĕç-пуç тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ. Çĕрле умри транспорт хатĕрĕнчен иртме тăнă май вăл авари тунă, хăй те, тепĕр машина водителĕ те аманнă. Урă е ÿсĕр пулнине çирĕплетмешкĕн медицина тĕрĕслевне кайма килĕшмен.

ПАИ çул-йĕр правилисене пăсни пирки çийĕнчех темиçе протокол çырнă. Анчах темиçе кун кăна иртнĕ — 17 çулти каччă тĕлĕшпе водитель прависĕр руль умне ларнăшăн айăплаканни /30 пин тенкĕ штраф/ кăна юлнă. Журналистсем çак самантпа кăсăкланнă май Владимир Геннадьевич апла-капла турткалашмарĕ. Татăклăн каларĕ: «Адмпротокол çын айăпне çирĕплетмест-ха. Айăпа суд çирĕплетет. Анчах пирĕн енчен çак пăтăрмаха пытарас тени пулман. Пачах тепĕр майлă — пĕтĕмпех çийĕнчех пĕлтернĕ».

Ладыков-кĕçĕннин хÿтĕлевçисем-адвокачĕсем, паллах, ĕçлеççĕ. Айăплав ансăрланни çакăнпа та çыхăннă ĕнтĕ. «Фольксваген Поло» автомобиль хăйĕн мар. Машинăна ÿсĕрскере панăшăн унăн хуçи тĕлĕшпе яваплăх пулмалла пек. Анчах вăл калать: «Эпĕ ăна машина панă чухне вăл ÿсĕр пулман...» Паллах, аварире çын суранланнă май унăн сывлăхне йывăр мар сиен кÿнĕшĕн те яваплăх пулĕ.

Çак йĕркесен авторĕ хайхи çамрăк çын тĕлĕшпе икĕ çул каялла та чылай калаçу пулнине аса илтерчĕ. Ун чухне хĕрлĕ «Ауди» айăпĕпе авари пулнăччĕ. Салонра пулнă çынсем вырăнтан пăрахса тарнă. Руль умĕнче вара шăпах Ладыков-кĕçĕнни пулнă текен сас-хура тухнăччĕ. Çав ĕç-пуç мĕнпе вĕçленнĕ? Водитель вырăнĕнче вăл пулнине ĕнентерсе парайман-мĕн. Çавна май машина хуçи явап тытнă. Çапах иккĕленмелли самантсем юлнă. Çакăнта оперативлă следстви ушкăнĕ ĕçлесе çитерейменни те палăрать. Ун чухне руль çинчи пÿрне йĕрĕсене илмен. Илнĕ-тĕк, тен, водитель вырăнĕнче пачах урăх çын ларни çирĕпленетчĕ пуль. Ку хутĕнче унашкал йăнăш туман — пÿрне йĕрĕсене илнĕ, Ладыков-кĕçĕнни хăйĕн айăпне тунаймĕ.

Çирĕпрех явап тыттарас тесен, паллах, кашни вак-тĕвеке шута илме пулать. Мĕншĕн, калăпăр, авари пулнă хыççăнах правилăсемпе килĕшÿллĕн авари паллине лартман? Владимир Романовăн кун пирки те хурав пур. Çав çĕр аваричченех унта ПАИ нарячĕ ĕçленĕ — йĕркелĕхе тивĕçтернĕ. Шăпах авари пулас умĕн кăшт маларах пакунлисем шыраври темиçе çынна тытса чарнă, вĕсене полици уйрăмне леçнĕ. Авари шăп çав самантра пулнă. Çапах наряд васкавлăн килсе çитнĕ, çутă маячокĕ пулнă — ку енĕпе ÿпкелеме сăлтав çук. Инкек вырăнĕнче çынсем татах пулнă — хÿтĕлекенсем те, ахаль кăсăкланакансем те. Журналистсем «тытăçу пулман-и?» тесе ыйтнине хуравланă май Владимир Геннадьевич çапла каларĕ: «Çынсем çул çине тухни чылай авари хыççăн пулать. Ку хутĕнче те çаплах — инспекторсене чăрмантаракансем пулнă, анчах пирĕн инспекторсем хирĕçни-тытăçни пирки рапортсем çырман».

ПАИ аваришĕн айăплăскерĕн айăпне çăмăллатас тĕллевпе хăшпĕр саманта пытарма пултарасси пирки те татăклăн каларĕ: «Паян пирĕн нарядсен кашни машининчех видеокамерăсем пур — пĕтĕмпех ÿкереççĕ. Мĕн пулса иртнине уçăмлатма пулать. Çавăнпа та инспекторсем хăйсем çине яваплăх илмеççех. Правилăсене пăснă водительсене явап тыттармасăр ярсан хăйсенех лекет. Эпир видеорегистраторсене тĕрĕсленĕ хыççăн кăçал кăна унашкаллишĕн 23 сотруднике явап тыттарнă». Çийĕнчен хула администрацийĕн пуçлăхĕн ывăлĕпе çыхăннă ĕçе мĕнле тĕпченине шалти ĕçсен министрĕ хăй тĕрĕслесе тăрать-мĕн — тивĕçлĕ тата тĕрĕс яваплăх пуласси иккĕлентермелле мар.

Меллĕ самантпа усă курса журналистсем юлашки вăхăтра калаçтарнă ытти темăна та çĕклерĕç. Калăпăр, Шупашкарти Карл Маркс тата Воробьев композиторсен урамĕсем хĕресленекен вырăнти видеокамерăпа çыхăннă пăтăрмах. Унта çул ансăр, анчах çул проекчĕпе килĕшÿллĕн тăватă йĕр иккен, çавна май камера пĕр йĕр çинчен теприн çине каçакан водительсене штрафланă кăна! Ирĕксĕртен саккуна пăснисем шăв-шав çĕкленĕ хыççăн кăна тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. «Тÿрлетÿ» кĕртнĕ — виçĕ йĕр тунă. Анчах 435 адмматериал çырма ĕлкĕрнĕ. Сăлтавсăр айăпланисем пурте суда кайман. Вунă çын кăна тавăç тăратнă, анчах вĕсем тĕлĕшпе те суд яваплăх мерине çаплипех хăварнă. Яваплăха çулăн тăваттăмĕш «çук» йĕрĕпе мар, çуран çынсем каçмалли вырăнтан правилăсене пăсса иртнипе сăлтавланă. Прокуратура 15 адмматериала пăрахăçланă.

«Чăвашупрдор» пуçлăхĕ пирки те ыйту пулчĕ. Ăна, республикăн çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн комиссийĕн членне Игорь Прусакова, Кÿкеçре руль умĕнче ÿсĕрле тытса чарнă текен сас-хура пур. Ку ыйтăва вара Владимир Романов татăклăн хуравлама тăхтарĕ, суд йышăнăвĕ пуличчен кĕтме сĕнчĕ: «Халь апла е капла çирĕплетсе калăп та — йăнăшма пултарăп...» Анчах ун тĕлĕшпе материалсем пуррине пытармарĕ. Енчен те ÿсĕр пулни çирĕпленчĕ-тĕк — вăл служба машинипе пулнине кура ÿсĕр çынна автомобиль управленине шанса панăшăн та предприяти тĕлĕшпе яваплăх пулĕ. Кун пек чухне штраф виçи те пысăк — çĕр-çĕр пин тенкĕ. Çул çинче пуçлăхсем те, пуçлăхсен ывăлĕсем те çук — пурте пĕр тан, пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.