«Лидер» тата «Шанхай» пĕр чĕлхе тупĕç-ши?
2012 çулта Шупашкарти Мясокомбинат тăкăрлăкĕн 7-мĕш лини урамĕнче пурăнакансем пулăшу ыйтса «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата çыру янăччĕ. Вĕсен çĕрĕ те, çурчĕ те харпăрлăхра мар. Çынсене нумай хутлă çуртсене куçарма е укçан компенсаци пама тĕллев тытнă. Унтанпа çакăнти лару-тăрупа паллаштарсах тăтăмăр. Правительствăра та, хула администраци шайĕнче те çĕклерĕç ку ыйтăва. Хальлĕхе никам та çĕнĕ хваттере куçман-ха. Çынсем, паллах, лайăххинех шанаççĕ.
«Кувшинка» микрорайона хăпартакан «Лидер» организацин кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен пуринпе те килĕшÿ тумаллаччĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула ку ĕçе вĕçне çитереймен. Çынсем пăшăрханаççĕ. Шаннă кайăк йăвара пулĕ-ши?
«Шанхайра» пурăнакансем ĕç-пуçа уçăмлатас тĕллевпе кăçалхи ака уйăхĕн вĕçĕнче каллех Шупашкар хула администрацине кайнă. Хула пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çак тăрăхри 282 çурта пăсма йышăннă. Хальлĕхе 194 çынпа килĕшÿ тунă. Ыттисене «Лидер» организаци утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен документ хатĕрлесе çитерме шантарнă. Ĕлкĕрĕç-ши?
Хальхинче те Мясокомбинат тăкăрлăкĕн 7-мĕш урамĕнче пурăнакансемпе пĕрле «Лидер» организацине тепĕр хут кĕрсе тухма палăртрăмăр. Килен-каяна куçран мар, компьютер экранĕ çине пĕр вĕçĕм пăхакан специалист документсем хатĕрлени, çитес вăхăтрах алă пусма чĕнсе илесси тавра калаçу пуçарчĕ. Çавăн пекех «Кувшинка» микрорайонта 20 хутлă çуртсем хăпартасса пĕлтĕмĕр. Тивĕçлĕ канурисем вара çулти хутри хваттерсене йышăнасшăн мар.
Строительство организацийĕпе халăх пĕр чĕлхе тупĕ-и? Ку ыйту патне татах таврăнăпăр-ха.
Мария РОМАНСКАЯ.
Хушса çырни. Статьяна пичете хатĕрленĕ май редакцие хыпар çитрĕ — «Шанхай» тăрăхĕнче пурăнакансем вăрах тăсăлакан ыйту хуравне шыраса лару-тăрăва уçăмлатма черетлĕ хут Мускава çула тухасшăн...
Комментировать