Пирвайхи туйăмсем чĕререх

4 Июн, 2016

Елчĕк районĕнчи Патреккелте пурăнакан Валера Вершков шкулта вĕреннĕ чухне ытти мĕнпур ача пекех уй-хир ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Çуллахи вăхăтра иртен пуçласа каçчен тантăшĕсемпе колхоза пулăшнă, вырма вăхăтĕнче йĕтем çине васканă. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ çав. Çара кайма ят тухнă вунсакăр çулти яш çав кун та хирте комбайнпа выльăх апачĕ валли курăк вĕтетнĕ. Асăрханса ĕлкĕреймен-и, хурçă карап кĕтмен çĕртен сылтăм урине çавăрттарса илнĕ. Ешĕл курăка çийĕнчех юн тĕсĕ çапнă. Шел те, пĕччен пулнă çав самантра, комбайн вара чарăнмасăрах курăкпа пĕрле ÿте туранă та туранă. Шала кĕрсе кайнă сылтăм урана ниепле те сĕтĕрсе кăларма май килмен...

Елчĕке илсе çитернĕ çĕре каччă тăнне çухатнă. Сывлăх сыхлавçисем ун çывăхĕнчен пĕр самант та кайман. «Вера Лапшина тата Александра Сайкина медсестрасем çуршар литр юн пачĕç. Ывăл пурнăçĕшĕн куç хупмасăр кĕрешрĕç тухтăрсем. Вĕсем вăхăтра пулăшу кÿнипе паянхи кун та çĕр çинчех утса çÿрет Валера. Ун чухне маншăн тĕнче пĕтсе килнĕпе пĕрехчĕ. Мĕнех, шăпаран тараймăн çав. Хăрах ури çухалсан та пуçĕ сывă юлчĕ ачан», — иртнĕ кунсене куçĕ умне кăларать амăшĕ. Тепĕр кунах Валера Вершков патне больницăна районти çар комиссариатĕнчен çитнĕ, салтака кайма повестка тыттарнă. Уншăн тем пекех хĕпĕртенĕ каччă. Вăл та ытти яш-кĕрĕм пекех хĕсмете каяс ĕмĕтпе пурăннă-çке. Шел, çивĕч тимĕрпе вăйлах вакланнă урана ниепле те хăтарса хăварма май килмен, пĕçĕ тĕпĕнченех татнă.

«Пурнăçра яланах япăх пулмасть, çут çанталăкри пекех, ăмăр кун хыççăн хĕвел те йăл кулать. Йывăр çав самантсенче Турăран мĕн ыйтни йăлтах пурнăçланчĕ. Сусăр пулин те, ывăл çемье çавăрса ача-пăчаллă, çурт-йĕрлĕ пулчĕ. Кин хам çуратса ÿстернĕ хĕр тейĕн, пур енчен те лайăх. Сăпайлă та, ĕçчен те, кăмăлĕ те ырă. Пĕр çуртра ултă-çичĕ çул пурăнма тиврĕ пирĕн, вăрçăнса, тарăхса курман халĕччен. Вĕсен телейĕшĕн хĕпĕртетĕп. Ачасем лайăх пурăнни мĕнешкел аван!» — хăпартланса калаçать ăш пиллĕ амăшĕ Зинаида Ивановна. Сăмах май, вăл та ывăлĕпе Валерăпа юнашарах тĕпленнĕ. Тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кĕлленнĕ хыççăн ял вĕçĕнче çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнă. Мĕнпур тăванĕ, ачи-пăчи тăрăшнипе пÿрте хăвăртах хăпартса çулталăк хушшинчех куçнă.

Инкек тÿснĕ хыççăн тепĕр ултă çултан çемье çавăрнă Валера. Хĕрлĕ Чутайĕнчен хĕр çумми пулса килнĕ чиперккене пĕрре курсах куç хывнă каччă. Хитре те кăмăллă сăн-питлĕ яштака яш Розăна та килĕшнĕ. Чипер пикене вĕçертмен çав каç Патреккел каччи. Килне илсе кĕрсе ашшĕ-амăшне пулас кинпе паллаштарнă.

«Эпĕ вăл сусăррине çитменлĕх вырăнне хумарăм. Хăрах ури çукки пĕлтерĕшлĕ марччĕ маншăн, кăмăлĕшĕн саврăм. Чунтан юратсах пĕрлешрĕмĕр. Ывăлпа хĕр çитĕнтертĕмĕр. 27 çул пĕрле эпир, çулсем иртеççĕ пулин те пирвайхи туйăмсем чĕререх. Çак çут тĕнчене иксĕмĕр те Питрав уявĕнче килнĕ. Çав кун Патреккеле Хĕрлĕ Чутайĕнчен эпĕ те ахальтен килмен пуль, пĕр вăхăтра çуралнăскерсене Турă пĕрлештернĕн туйăнать. Çамрăклăха çĕнĕрен тавăрсан никама та мар, урине колхоз уй-хирĕнче тар тăкса çухатнă Валерăнах суйланă пулăттăм. Тăлăх хĕрача эпĕ, тăван анне пур çинчех кукамайпа çитĕннĕ. Валерăна пĕрре курсах килĕштерчĕ ватăскер, мана пĕрре те ÿпкелешмерĕ, пил пачĕ пире», — ăшшăн калаçать ялти лавккара сутуçăра тăрăшакан Роза.

Чăх-чĕп вĕçсе каçайми çурт-йĕр çавăрнă Вершковсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Килен-каяна сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр кăларса ямаççĕ. Хăнана хисеп туни темрен хаклине лайăх пĕлеççĕ. Тарават та ăшă чунлă амăшĕ Зинаида Ивановна ачаран çапла хăнăхтарнă ывăл-хĕрне.

Хăрах ури çуккине Валера хăй те тахçанах туйма пăрахнă. Ялта ĕç сахал-им, утă та çулать, вутă та çурать. Кил-тĕрĕшри пăтана та хăех çапать. Пушă вăхăтра пулла çÿреме кăмăллать. Ку çемьере арçын, хĕрарăм ĕçĕ тесе нихăçан та тиркешмен. Мăшăрĕн ĕçне çăмăллатас тесе арçын йăран çумлать, шăварать, кил-çурта тирпейлет…

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.