Юрă-ташăпа илемлĕ чăваш туйĕ
Ĕлĕкхи туй йăли-йĕрки ялсенче манăçа тухса пырать. Халĕ уява кафере ирттерме тăрăшатпăр, тамада ертсе пырать. Çамрăк арăмсен туй çи-пуçĕ, ума çакмалли тенкĕ мĕнешкел хитре курăнатчĕ! Туй юррисене те асра тытасчĕ.
Малтан авланакан каччă валли тупкăчă хĕр шыранă, вăлах качча кайма вăхăт çитнĕ хĕр валли яш тупса панă. Тепĕр чухне, хĕрĕ майлă пулмасан, тупкăча çупкă та леккеленĕ.
Авланас кăмăллă каччă хĕр çураçма кайнă. Тĕллевĕ — хĕрĕн ашшĕ-амăшĕпе туй пирки калаçса татăласси. Каччăпа пĕрле ашшĕпе çывăх тăванĕсем пынă. Вĕсем четвĕрт кĕленче эрех, çавра çăкăрпа чăкăт илнĕ. Çăкăр çине каччă укçа хунă — ăна хулăн укçи тенĕ. Хĕр качча килĕштерсен хăçан туй тăвасси пирки калаçса татăлнă, пике пулас упăшкине кĕпе тăхăнтартнă. Çураçма пынă ытти тăвана та парне панă. Качча кайма хатĕрленекенни пулас хуняма валли тутăр, кĕпе таврашĕ парса янă. Йăла-йĕрке тăрăх, каччă амăшĕ хĕр çураçма кайман, тупкăча вара каччă тупса панăшăн кĕпе парнеленĕ.
Шыв çулĕ
Ыран туй пулас кун каччă çумĕнчи кĕçĕн кĕрÿсем кил картине шилĕк лартнă. Виçĕ енне вăрăм саксем вырнаçтарнă, шилĕк варрине пилеш /çăка е хурăн/ туратти çине алшăлли çакнă, сĕтел çине витрепе сăра, четвĕрт кĕленче эрех лартнă тата пуçламан çăкăр хунă. Качча каякан хĕр килĕнче те шилĕк лартнă. Туя хатĕрленме хĕр çумĕсем пулăшнă.
Палăртнă кун хĕр килне никамран малтан туй пуçĕ çитнĕ. Сăра пички, четвĕрт кĕленче эрех, çÿхÿ-чăкăт илнĕ туй пуçĕ, каччăн ашшĕн çывăх тăванĕсенчен пĕр хĕрарăм лаша кÿлнĕ тăрантас çине ларса кайсан туй халăхĕ те тапраннă. Хăйматлăхсем туя йĕркелесе пынă. Каччă амăшĕ ывăлпа кине хирĕç тухса çăкăрпа кĕтсе илнĕ. Çамрăк мăшăра хăйматлăхсем шур пир тăрăх кĕртнĕ.
Тепĕр кун ирхине çĕнĕ мăшăр çăл патне шыв ăсма кайнă, халăхра ăна «шыв çулĕ пуçлани» тенĕ. Хăйматлăхсем те, кĕçĕн кĕрÿсем те çак йăлана хутшăннă. Çăмахпа сĕт ярса шурă яшка пĕçернĕ. Çĕнĕ мăшăра ăна тутанма сĕтел хушшине вырнаçтарнă. Апат çиме ларакансем çĕнĕ мăшăра парнесем панă. Кĕçĕн кĕрÿсем пурне те сĕтел хушшине лартма тăрăшнă.
Пике енчи çамрăксем хĕр арчи леçме килнĕ. Çав кунах хăта-тăхлачпа паллашма хĕр енчи тăвансемпе хăта халăх та çитнĕ. Вĕсем каччă тăванĕсем патне килĕрен кĕрсе юрласа-ташласа çÿренĕ.
Виççĕмĕш кунне каччă енчи тăвансем, çĕнĕ мăшăр тавăрнана кайнă. Тавăрна халăхĕ хĕрĕн тăванĕсем патне килĕрен кĕрсе юрласа-ташласа çÿренĕ. Хĕрсем качча кайччăр тесе шилĕк çаппине хуралтă урлă вăркăнтарнă.
Юрлар-ха...
Çапла вара ялта чăваш туйĕ виçĕ куна пыратчĕ, питĕ савнăçлă иртетчĕ. Каччă енчи юрăсене аса илсе пĕрле юрлар-ха кĕрекере.
Нина АНТОНОВА.
Шупашкар районĕ.
Комментировать