Шкул хыççăн ăçта каймалла?

2 Июн, 2016

Пурнăçра кирлĕ, чун туртнă профессие суйласа илме çăмăл мар. Çавăнпа та вун пĕрмĕш классенче вĕренекенсене ăнланма пулатех. Патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытасси çеç мар, малашне мĕнле çул суйласа илесси те шухăшлаттарать вĕсене.

Психологи наукисен кандидачĕ Н.В.Григорьева вара чи малтанах XXI ĕмĕрти чи кирлĕ профессисен рейтингĕпе паллашма сĕнет. Акă вăл:

1. строительство ĕçĕпе çыхăннă инженерсем, технолог-инженерсем тата электрик-инженерсем;

2. информаци технологийĕн специалисчĕсем:

копирайтер — ыйтнипе тĕрлĕрен текст /реклама, сценари, слоган/ çыракан;

контент-менеджер — сайта материалсем /статьясем, хыпарсем, сăнÿкерчĕксем/ вырнаçтаракан;

веб-дизайнер — сайт дизайнне шухăшласа кăларакан;

веб-мастер — анлă сулăмлă специалист, унăн тивĕçĕсем: администрировани, сайта тытса пырасси тата информаципе çĕнетсе тăрасси;

интернет-коуч — онлайн вĕрентекен тата консультаци паракан;

3. медиксем, тĕпрен илсен пайăр профильлĕ специалистсем: офтальмолог, отоларинголог, логопед тата дефектолог, эндокринолог, диетолог, аллерголог тата ыттисем те, çавăн пекех хирургсем те;

4. логистиксем — производительтен потребителе çитме кĕскерех çул тупакансем /вăхăт иртнĕ май вĕсем ытларах кирлĕ пулĕç/;

5. маркетинг, реклама тата PR специалисчĕсем:

PR менеджер — организаци имиджне шухăшласа кăларакан специалист;

бэк-офис специалисчĕ — компанири ĕç хучĕсене йĕркелекен;

промоутер — тавар сутаслăха е пĕр-пĕр ĕç кирлĕлĕхне ÿстерекен специалист;

мерчендайзер — продукци сутăнассине вăйлатакан;

маркетолог — ĕçсемпе таварсен кирлĕлĕхне тĕпчекен, тепĕр вăхăтран хăш тавар лайăхрах сутăнасса палăртакан;

6. экономика профилĕпе аслă пĕлÿ илнĕ, çав тĕлĕшрен ĕçлесе курнă специалистсем;

7. психологипе çыхăннă специалистсем: психолог, харпăр консультант, тренер;

8. эколог;

9. сервис специалисчĕсем:

event-менеджер — уйрăмшар çын е ушкăн валли тĕрлĕрен уяв, корпоратив йĕркелекен специалист;

илем салонĕн специалисчĕсем;

поварсем;

10. риэтер — куçман пурлăхпа ĕçлекен специалист;

11. декларант — таможня ĕçĕн специалисчĕ;

12. интервьюер — социологи ыйтăмĕсем тата тĕпчевĕсем ирттерекен;

13. андеррайтер — страхлав специалисчĕ;

14. интеллектуаллă харпăрлăха хÿтĕлессипе тата халăхсем хушшинчи правосем тĕлĕшпе ĕçлекен специалистсем;

15. ĕçлев специальноçĕсем /строитель, электрик тата ытти те/.

«Аслă классенче вĕренекенсене професси суйлама пулăшмалли» кĕнекепе усă курса хатĕрленĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.