«Артекра» эпĕ, «Артекра»!
«Артека» кайса курасси — Таньăн чи пысăк ĕмĕчĕсенчен пĕри. Инкĕшĕ тепĕр чухне вĕсем патне пырсан шкул вăхăтĕнчи пурнăçне аса илме юратать. Эх, мĕн тери хавхалануллăн калаçать вăл ун чухне!
— Çапах та маншăн чи асра юлнă самант «Артекра» канни пулĕ. Унта юлташсем тупни, тĕрлĕ экскурсие çÿрени, конкурссене хутшăнса çĕнтерни пурнăçра хавхалантарĕ. Пĕлетĕп, лагерьте канас тесен хăвна лайăх енчен çеç кăтартмалла. Ку енĕпе питех те тăрăшатăп ĕнтĕ. Вĕренÿре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыратăп, шкулти обществăлла ĕçсене хастар хутшăнатăп, — тет хĕрача хавхаланса.
Таня Головачева Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи пиллĕкмĕш класран вĕренсе тухрĕ. Унра тĕрлĕ енлĕ пултарулăх тапса тăни юлташĕсене, педагогсене хавхалантарать. Эх, сцена çине тухсан чикан ташшине епле илемлĕ ташлать вăл! Куракан ăна хавхалантарас тесе: «Маттур, Таня, пултаратăн!» — тесе тăвăллăн алă çупать.
Сăвва илемлĕ вулакансен конкурсне миçе хутчен хутшăнман-ши? Кашнинчех çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет Таня. Е тата ÿкерме ларать те, ÿкерчĕкĕ мĕн тери хитре пулать!
— Ÿкерчĕксенче çутçанталăка е мĕне те пулин сăнланă чухне те шухăшăмпа «Артекра» эпĕ. Ĕмĕте пурнăçа кĕртессишĕн тем пекех тăрăшăп. Вара... Ун чухне лагерьтен таврăнсан... савăннипе ирхи улăхра чĕркуççи таран курăк ашса çÿрĕп. Мана саламласа йĕри-тавралла шăрчăксем сике-сике пырĕç, вĕлле хурчĕсемпе тĕкĕлтурасем нăрлатни кăмăла килентерĕ. Куç умĕнче тем тĕрлĕ чечек ялкăшĕ: сарри, шурри, кĕренни, кăн-кăвакки. Вăрман енчен кайăксен хитре юррисем савăнтарĕç. «Ĕмĕтÿ пурнăçланчĕ, ĕмĕтÿ пурнăçланчĕ», — тенĕ евĕрех илтĕнĕ. Тÿпе илемлĕ, янкăр. Чĕвĕлти кайăксен ушкăнĕ асамлă сывлăша çивĕч çуначĕсемпе вăр-вар касса вĕçе-вĕçе иртĕ. Таçтан хура пĕлĕтсем е çил-тăвăл килсе тухасса та, шăпăр-шăпăр çумăр çăвасса та кĕтмĕп. Эп çав улăхпа утса мар, çĕкленсе вĕçе-вĕçе пырăп. Таврара илемлĕ, кăмăллă... Çакăн евĕр ĕмĕт пĕрре те канăç памасть те мана, — тет хаваслансах Таня.
Малашне хĕрÿ ĕç пулассине пĕлет хĕрача. Аслисене кирек ăçта та пулăшма ÿркенменскер çырла-кăмпана та хаваспах çÿрĕ.
— Вăрман кучченеçне эпир хамăра валли çеç хатĕрлеместпĕр. Тулли савăтсемпе час-часах Улатăра васкатпăр. Сĕтеклĕ çырлана хула çынни хапăлласах туянни те кăмăла çĕклет. Ара, хамăра валли укçа ĕçлесе илни атте-аннене савăнтарать-çке, — тет хастар хĕрача.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Улатăр районĕ,
Кивĕ Эйпеç.
АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче: Таня Головачевăпа Петя Лубашкин.
Комментировать