Хворост — минераллă шывпа

2 Июн, 2016

Хворост пĕçерме кирлĕ: газлă минераллă шыв — 1 стакан, çăнăх — 350-400 г, 1 апат кашăкĕ песук, 400 г тип çу, 2-3 чĕптĕм сахăр çăнăхĕ /пудра/.

Минераллă шыва чашăка яратпăр, унта алланă çăнăх, сахăр песукĕ, пĕчĕккĕн хушса чуста тăватпăр. Вăл йĕтĕрлеме лайăх пултăр. Чустана çÿхен сарса тăрăхла тăваткалсем /3х10 см/ туса касатпăр. Кашнинех варрине кăштах çуратпăр та тăваткалăн пĕр вĕçне çав шăтăкран чиксе тавăратпăр.

Хвороста тип çура вăйлах мар çулăм çинче ăшалатпăр, ылтăн тĕслĕленнĕ çимĕçе шумовкăпа тип çăва юхтарса илсе кăларатпăр. Турилкке çине хурса сахăр çăнăхĕпе çиелтен сапатпăр.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.