Шурă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр
Çăкăр пахалăхĕ мĕнле çăнăхран пĕçернинчен нумай килет. Лавккара сутакан тулă çăнăхĕн хутаçĕ çине час-часах çапла çырнине вулатăн: тулă çăнăхĕ, чи пысăк сорт, паха тулăран, 100 грамра белок - 10,5 г, çу - 1,1 г, углевод - 70 г, калори - 334 ккал. Анчах çăнăха хăçан авăртнине кăтартмаççĕ. Ку вара çăкăр пахалăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Тулă пĕрчи пилĕк сийрен тăрать, унсăр пуçне зародыш тата углеводпа пуян варри пур. Пĕтĕм витамин ?А, В, Е тата ытти те% тата микроэлементсем ?магни, пăхăр, цинк, кобальт, селен, натри, кали, хлор, сера, фтор, кремни, марганец, йод, мышьяк тата ытти те% сийсенче тата зародышра упранаççĕ. Авăртнă хыççăн тулăран мĕн юлать-ха? Шап-шурă таса çăнăх, анчах унра тулă пĕрчипе танлаштарсан витаминсемпе микроэлементсем питĕ сахал. Авăртса алланă хыççăн тĕп сийпе зародыш хывăха каяççĕ, çăнăхра, тĕпрен илсен, углевод кăна юлать. Специалистсем шутланă тăрăх - авăртнă чух паха япаласен 70 проценчĕ çухалать. Хывăхпа пĕрле вĕсем выльăх апатне каяççĕ, çын валли крахмал юлать. Ку çеç те мар: çăнăхри витаминсемпе микроэлементсен 30 проценчĕ вăрах "пурăнаймасть". Вĕсем хăйсен активлăхне 8-14 кун хушши упрама пултараççĕ, ун хыççăн шап-шурă çăнăха "чĕрĕ" çимĕç тееймĕн. Анчах вăл вăрах хушă пăсăлмасть, складра темиçе çул выртма пултарать. Тен, çакăнпа тулă çăнăхĕн хутаçĕ çине хăçан авăртнине палăртмаççĕ, часах арканакан паха витаминсемпе микроэлементсен виçине те кăтартмаççĕ. Тин çеç авăртнă çăнăх кĕске вăхăтрах çăкăр пĕçерекенсем, туянакансем патне çитсе ĕлкĕреймест.
Самай упраннă çăнăхран çăрнă чустана заводра тĕрлĕ хутăшпа "лайăхлатсан" та çухалнă витаминсене каялла тавăраймăн. Çăкăр пĕçернĕ чух шурă çăнăхпа анлăн усă курни, хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе, кулленхи апат рационĕнче организма кирлĕ витаминсемпе микроэлементсен виçине чакарать.
Тĕслĕхрен, шурă çăнăхран пĕçернĕ çăкăрта тин кăна авăртнинчен пĕçернипе танлаштарсан витаминсемпе микроэлементсем виçĕ хут сахалрах. Организмшăн паха магни вара - 5-6 хут. Апатра пахчаçимĕçпе, улма-çырлапа ытларах усă курни çак çитменлĕхе саплаштарать, анчах каллех туллин мар. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх культурисене хими удобренийĕпе усă курса çитĕнтерни çапла тума памасть.
Тулă çăнăхĕ, ку шутра шурă çăкăр та, калориллĕ пулни сывлăхшăн ?уйрăмах самăр çынсемшĕн% усса каймасть. Чĕре, юн тымарĕсем, сахăр диабечĕ тата ытти чир аптăратма тытăнать.
Сывлăха упрама тата ĕмĕре вăрăмлатма апатлану тытăмĕнчи специалистсем ахальтен мар технологи машини айне лекмен çут çанталăкри "чĕрĕ" апат патне таврăнма сĕнеççĕ. Шурă çăкăра тин кăна авăртнă çăнăхран е килте пĕçернипе улăштарма пулать. Апата кăшт ÿстерсе "сăмсалантарнă" тулăна кĕртме юрать, пĕрчĕллĕ культурăсенчен кунсерен пăтă пĕçерсе çини усăллă.
Петр МИРОНОВ.
Комментировать