КИЛТЕ - ПĔЧЧЕН
Ачана килте пĕччен хăварма тивсен ăна хăш-пĕр йĕркене çирĕп пăхăнма хăнăхтармалла. Мĕншĕн тесен уншăн хăрушă лару-тăру сиксе тухма пултарать.
1. Никама та алăк уçмалла мар, килтисен пурин те уçă пур. Енчен те ачана çывăх çынсенчен кама та пулин уçса кĕртме хушнă пулсан малтан кам шăнкăравланине ыйтма вĕрентмелле. “Эпĕ”, — тесе хуравлани çителĕксĕр. Ача ăна сассинчен палласан та ятне калама ыйттăр.
2. Ашшĕ-амăшĕ хăйсем çук чухне никама та кĕртме хушман пулсан ача шăнкăравланине илтсен те алăк патне ан пытăр. Усал шухăшлă çын ача уттине илтме, ăна калаçтарма пултарать. Çапла майпа ултава уйăрмалăх çитĕнеймен ачана илĕртсе алăка та уçтарĕ.
3. Телефон шăнкăртатсан та ăна тытмалла мар. Телефона килтен кайнă чухне сÿнтерме пултаратăр е ачана амăшĕ хальлĕхе ерçмест, каярахпа хăй шăнкăравлĕ тесе хуравлама вĕрентĕр. Вăл килте пĕччен пулнине, ашшĕ-амăшĕ хăçан таврăнассине, адреса пĕлтерме юраманнине ăнлантарса парăр.
Комментировать