Калча вырăнне коттеджсем çĕкленеççĕ

31 Мая, 2016

Росреестрăн республикăри управленийĕ тĕпчев ирттернĕ те — Шупашкар районĕнче ял хуçалăх çĕрĕсемпе пачах урăх тĕллевпе усă курнине тупса палăртнă.

Якутар ялĕнчи лаптăксенче паян тĕрлĕ ял хуçалăх культури ешермелле ĕнтĕ, анчах унта темиçе коттедж ÿсе-ÿсе ларнă. Саккуна пăснине ял тăрăхĕн администрацийĕ Росреестра евитленĕ май космосран тунă ÿкерчĕксене тишкерсе тупса палăртнă. Малтанах патшалăх çĕр инспекторĕсем 9 çĕр лаптăкне тĕпченĕ, вырăна тухса тĕрĕслев ирттернĕ май 5 лаптăкра çуртсем туни çирĕпленнĕ.

— Саккуна сĕмсĕррĕн пăсни куçкĕрет, — пĕлтерчĕ хаçат корреспондентне Росреестрăн республикăри управленийĕн çĕрпе усă курассин тата ăна сыхлассин патшалăх инспекторĕ Анатолий Тарасов. — Çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевсĕр усă кураççĕ. Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсем çинче пурăнмалли çуртсем, ял хуçалăх производствипе çыхăнман ытти çурт-хуралтă тума юрамасть.

Асăннă лаптăксем пурте уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче. Вĕсене çав çĕр пайĕсемпе хуçаланнă колхозниксенчен туяннă-тăр. Лаптăксене чикĕлесе уйăрнă та — сутнă. Анчах çав çĕрсемпе усă курмалли тĕллеве никам та улăштарман. Ял хуçалăх çĕрĕсем пулнă — уйăрнине, хуçисем улшăннине пăхмасăр çаплипех юлнă.

Халĕ Росреестр планпа пăхман тĕрĕслев ирттермелли документсем хатĕрлет. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх хуçисене штрафлаççĕ-тĕр. Тÿлев виçи пĕчĕк мар — кашни лаптăкшăн 10 пин тенкĕрен пуçласа. Çуртсене пăстарас ыйтăва вара ял тăрăхĕн администрацийĕ татса парĕ. Çакнашкал ыйтупа суда тавăç тăратасси — шăпах унăн полномочийĕ.

Росреестрăн республикăри управленийĕ вара асăрхаттарать: çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕн усă курассине Чăваш Ен Правительстви тимлĕ сăнаса тăрать.

Н.ДМИТРИЕВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.