Культура шайĕ чакрĕ-ши?
— Пурнăçри çитменлĕхсем пирки калаçнипе кăна, паллах, лару-тăрăва улăштарма çук. Ыррине курас тесен пурин те тăрăшмалла.
Паллах, çынсене «эрех ан ĕçĕр», «ан çапăçăр», «туслă пурăнăр» тесе вĕрентме пулать. Анчах та мĕн усси? Çыннăн хăйĕн туртăмĕ пулмалла. Эпĕ хам та сыпман мар. Халĕ 2 çул ĕçместĕп ĕнтĕ. Хăть те мĕн чухлĕ кала, сĕн, вĕрент — хăйĕн кăмăлĕ пулмасан çын улшăнмасть. Паллах, пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалла, кунпа та килĕшетĕп.
Пĕтĕм тĕнче, пĕтĕм халăх улшăнчĕ юлашки вăхăтра. 15-20 çул каялла пурнăç пачах урăхчĕ. 10 çул каялла та паянхинчен расначчĕ. Ун чухне халăх та концерта çÿретчĕ...
Мĕншĕн-ши? Кризис-ши çакă е хыткукарлăх-и? Калама та хĕн. Автомашина туянассипе Шупашкар Раççейре ытти хула хушшинче малтисен йышĕнче. Эппин, халăх чухăнах мар.
Ялсенчи культура çурчĕсенче тивĕçлĕ çынсем ĕçленине курас килет тата. Тепĕр çĕрте тирпейлÿçĕ кĕтсе илет, чей ĕçтерет. Директорĕ концерт вĕçне укçа илме тин çитет. «Концертпа пыратпăр» тесен те чылайăшĕ йышăнасшăн мар. Акă нумаях пулмасть Муркаш районĕнче пултăмăр. Пĕр ялтах хапăлласах калаçрĕ ертÿçĕ, 7 çухрăмри тепĕр клубри пыртарасшăн пулмарĕ.
Çук, пурне те япăх тесе калас килмест. Лайăххисем те пур. Анчах мĕншĕн-ха хăшĕ-пĕри культура çурчĕн алăкне уçса-хупнипе çеç пурăнасшăн? Унта ĕçлес, тăрăшас, халăха пуçтарса савăнтарас пулать! Чылайăшĕ çамрăксене каçхине ташлама та йĕркеллĕ май туса параймасть.
Чăваш Ене урлă-пирлĕ 7-8 хут та тухнă пуль. Çитмен ял та юлнă-тăр та, хăрамасăрах калатăп — клубсен директорĕсен 10 проценчĕ çеç тивĕçлĕ шайра ĕçлет. 90 проценчĕ мĕн туса пурăнать? Çĕнĕ Çул тăваççĕ те пушăн 8-мĕшне уявлаççĕ. Халăха илĕртме пĕлсен, интерес туса парсан, тен, эрех ĕçекен те сахалланĕччĕ...
Клубĕсем те пĕтеççĕ ĕнтĕ. Ишĕлеççĕ. Çакă чуна ыраттарать. Анчах каллех калаçнинчен мĕн усси? «Евруков çапла каларĕ» тенипе çĕнелмест вĕт.
Хăш-пĕр çĕрте укçалла мар, тÿлевсĕр концертсене те пухăнмаççĕ. Пысăк ялта та «çын çук» теççĕ. Культура шайĕ чакрĕ-ши? Хĕвел пăхнă чухне пахчара вĕсем, çумăрта килтен тухмаççĕ, çил-тăманран хăраççĕ, шартламара — шăнаççĕ. Хăть те хăçан та тÿрре тухма сăлтав шыраççĕ.
Константин ЕВРУКОВ, юрăç
Комментировать