Чи лайăххисене – патшалăх наградисем

27 Мая, 2016

Ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсене савăнăçлă лару-тăрура чыслама хутшăннă.

Михаил Игнатьев право хуралĕн тата влаç органĕсем, граждан обществи тачă çыхăну тытса ĕçленĕ май республикăра юлашки çулсенче наркоманипе чирлесси Атăлçи округĕнчи тата Раççейри вăтам шайран пĕчĕкреххине палăртнă. Анчах çакă — лăпланмалли сăлтав мар, малашне те çине тăрса ĕçлемелле.

Управлени пуçлăхĕ Евгений Барсуков служба ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Ăна йĕркеленĕренпе иртнĕ 13 çул хушшинче Чăваш Енре наркотиксемпе çыхăннă преступленисемшĕн 3 пин ытла çынна уголовлă майпа явап тыттарнă, 5 пин наркопреступление уçса панă.

Службăн чи лайăх сотрудникĕсене наградăсемпе чысланă. Çав шутра управлени пуçлăхĕ Евгений Барсуков "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне тивĕçнĕ, унăн заместительне Валерий Самаркина ЧР Хисеп грамотипе наградăланă. Вĕсене, наградăна тивĕçнĕ ытти сотруднике саламланă май Михаил Игнатьев "патшалăх награди пакунлă çынсен профессионализмне, вĕсем ĕçе парăннине çирĕплетни" çинчен каланă.

Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин ФСКН управленийĕн коллективне пурнăçланă ĕçшĕн тав тунă, çак ведомство республика ШĔМĕн тытăмне куçнă май унăн опычĕ малашнехи ĕçре пулăшасса шаннине палăртнă.

Пухăннисене çавăн пекех федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров саламланă, службăра палăрнисене наградăсем парса хавхалантарнă.

К.ВОЛКОВ.

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.