Йĕпреç тÿпинчен - вилĕмсĕрлĕхе

27 Мая, 2016

Хăй пурăннă чухнех легендăна кĕрсе юлнă мухтавлă вĕçевçĕ, Совет Союзĕн Геройĕ, çĕршыври паллă çыравçăн Борис Полевойăн "Чăн-чăн этем çинчен çырнă повеçĕн" тĕп сăнарĕ Алексей Петрович Маресьев çуралнăранпа çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче 100 çул çитнĕ май Йĕпреç тăрăхĕнче савăнăçлă мероприятисем иртрĕç.

...1941 çулхи кĕркунне фашистсем Мускав патнех çитсе тухсан Тула облаçĕнчи Сталиногорск /халĕ — Новомосковск/ хулинчи çар вĕçевçисем хатĕрлекен авиашкула фронтран чылай аяккарах куçарса каяссипе çыхăннă ыйту канăçсăрлантарнă патшалăх пуçлăхĕсене. Акă мĕнлерех аса илнĕ çав вăхăт пирки вĕçев шкулĕн ертÿçисенчен пĕри пулнă Михаил Тимофеевич Литвинов: "Тĕрлĕ çĕрте пултăм. Юлашкинчен Чăваш тăрăхĕнчи Йĕпреçре чарăнтăм. Канашран пуйăспа килнĕ чухне сылтăм енче юлакан нефтебаза пурри питĕ килĕшрĕ. Шăпах çакă пулăшрĕ те шкула Йĕпреçе куçарса килес шухăша пурнăçа кĕртме. Темиçе кунран сывлăша çĕкленнĕ самолетсем тухăçалла çул тытнă. Ытти хатĕр-хĕтĕре чукун çулпа ăсатнă. Самолетсене вырăна çитсен тÿрех тикĕс мар анасем çине антарса лартнă...

Çав самантран пуçласа шкулта заняти ирттерме тытăнтăмăр. 1942 çулхи çуркуннеччен самолетсене антарнă чухне йĕлтĕрсемпе усă курнăччĕ. Юр ирĕлсен вĕсем вĕçсе хăпарнă тата анса ларнă чухне уй тикĕс пулманни курсантсене чăрмантарнă. Вырăнти халăх пултарнă таран çакăнти лаптăка тикĕслеме пулăшнă: тăпра турттарнă, сийĕн-сийĕн сарса тухнă, аэродрома хатĕрлесе çитернĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕ тĕлне курсантсене вĕçме хăнăху илмешкĕн тăватă лапам йĕркеленĕ.

Раштав сивви хуçаланнă вăхăтра килсе çитнĕ Йĕпреçри вĕçев шкулне Мускаври госпитальте сипленнĕ паттăр летчик. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕчченех Алексей Маресьев Чăваш çĕршывĕнче "иккĕмĕш çунат" туяннине никам та пĕлмен. Кун пирки халăха пĕлтерме пултарнăшăн паян эпир Шупашкарта пурăнакан Зинаида Сютруковăпа Йĕпреçри Нарспи Васильевăна тав тăватпăр. Шăпах вĕсем — Маресьев Йĕпреçре вĕçме хăнăху илнине, виçĕ уйăхран унти шкулпа сывпуллашса фронта ăсаннине тупса палăртакансем. Нарспи Корниловна Алексей Петровичпа пĕрре кăна мар тĕл пулнă, çыру çÿретнĕ. Халĕ çав хутсем Йĕпреçри этнографи музейĕнче упранаççĕ. Алексей Петрович район центрĕнче пурăннă çурт çине вунă çул каялла Асăну хăми çапнăччĕ. Маресьев авиашкула вĕренме çÿренĕ тĕп урам та паян паттăр вĕçевçĕ ячĕпе хисепленет. Районти культура çурчĕ çывăхĕнчи Астăвăмпа Мухтав скверĕнчи Маресьев барельефĕ умĕнче хальхи вăхăтра чĕрĕ чечек хĕмленет.

"Йĕпреçре тĕлĕнмелле ырă та уçă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ, — çырнă Алексей Маресьев Йĕпреçри интернат шкулта вĕренекенсем патне. — Эпĕ кунта вĕçме хăнăхнă вăхăтра кил хуçи хĕрарăмĕсем кашни кун тенĕ пекех кăпăклă сĕт пырса ĕçтеретчĕç, чăваш кăмăлĕ, унăн тараватлăхĕ сĕтпе пĕрле ăш-чикĕме сăрхăннине туйса тăраттăм".

Алексей Петрович пурнăçран уйрăлса кайичченех асăннă шкулти Маресьев ячĕллĕ пионер отрячĕпе çыхăну тытма вăхăт епле çитернĕ-ши?..

Атăл хĕрринче вырнаçнă Камышинран — Алексей Маресьев çуралнă хуларан — вăл çуралнăранпа 100 çул çитнине савăнăçлă лару-тăрура паллă тумашкăн /сăмах май, Йĕпреç районĕпе Камышин хули темиçе çул ĕнтĕ туслă çыхăну тытаççĕ/ сумлă делегаци килмеллеччĕ. Тивĕçлĕ сăлтав тупăннăран /ара, вĕсем хăйсем патĕнче те чаплă ентешне сума суса тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă/ эпир ăна кĕтсе илейменни Йĕпреç çĕрĕ çинчи уяв хаваслăхĕпе çĕкленĕвне чакараймарĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕ — эрнекунпа шăматкун тата вырсарникун — вăрманлă-юханшывлă тăрăх Маресьев сывлăшĕпе сывларĕ, вăл кăтартнă тĕлĕнмелле паттăрлăх çинчен хайланă сăвă-юрăпа янăраса тăчĕ. Районти шкулсенче, ача-пăча учрежденийĕсенче, клубсемпе библиотекăсенче "Маресьев вулавĕсем" иртрĕç. Уява республикăн тĕп хулинчен килнĕ делегаци йышĕнче Раççейри ветерансен союзĕн регионти уйрăмĕн членĕсем кăна вăтăрăн ытла пулчĕç.

Хăнасем Алексей Маресьевпа çыхăннă вырăнсене çитсе курчĕç, этнографи музейĕнчи "Çунатсем çапла çирĕпленнĕ" экспозицие хакларĕç. Астăвăмпа Мухтав скверĕнче Алексей Маресьев уйрăмах кăмăлланă сирень тĕммисене лартма хутшăнчĕç.

Уяв тăсăмĕ Пучинке сали çывăхĕнчи аэродромра малалла вăй илчĕ. Кунта авиаци тусĕсен йăлана кĕнĕ слечĕ иртрĕ, икĕ куна пынă мероприяти вăхăтĕнче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ вĕçевçĕсем спорт самолечĕсемпе кăткăс çаврăнусем туса тĕлĕнтерчĕç.

Йĕпреçе вĕçев шкулĕ куçса килнĕренпе те кĕçех 75 çул çитет. Çак пулăма чаплăн паллă тăвасшăн таврапĕлÿçĕсем. Паллă куна халалласа ятарлă буклет кăларнă та ĕнтĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ.

Йĕпреç районĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.