Фермерсем кунĕпех уй-хирте!..
Хорнсор ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Ильич ПЛОТНИКОВА Шупашкар районĕнче лайăх пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче СССР 50 çул ячĕллĕ совхозпа «Атăл» ЯХПК агрономĕ, управляющийĕ, директор çумĕ, ертÿçи пулнă. Иртнĕ 9 çул вăл тата унăн ывăлĕ Константин хресчен-фермер хуçалăхне аталантарнă.
Вĕсен уйĕнче пултăм. Хорнсорпа Кипечкасси ялĕсен хушшинче Финляндире туса кăларнă агрегатпа купăста калчи лартрĕç. Иккĕшĕ те — ырă кăмăллă, вашават. «Хыпар» журналистне хапăл тусах кĕтсе илчĕç, ХФХ ĕç-хĕлĕ çинчен каласа пама ÿркенмерĕç.
— Çу уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне кишĕр — 2,5, ир пулакан хĕрлĕ кăшман 0,5 гектар акрăмăр, çĕрулми — 17, купăста 5 гектар лартрăмăр, — пĕлтерчĕ Константин Юрьевич. — Купăста тата 5 гектар лартатпăр. Донник çавăн чухлех акрăмăр. Вăл çитĕнсенех сухаласа тăпрана варăнтаратпăр — ăна азотпа, ытти пулăхлă япалапа пуянлататпăр, тăпра тытăмне улăштаратпăр, çумкурăка пĕтеретпĕр.
Плотниковсем пахчаçимĕç лартас-акас, пухса кĕртес, упрас ĕçе механизациленĕ. Купăста калчине теплицăра хăйсемех кассетăсенче çитĕнтереççĕ. Хальхи вăхăтра ку — вăрлăхран шăтарса ÿстермелли чи ăнăçлă меслет. Акă кассетăсене автомашинăпа уя илсе килсе пушатрĕç. Калчасене шăварнă, хурт-кăпшанкăран им-çамланă, çитĕнме кирлĕ элементсемпе апатлантарнă. Тымарĕсем çирĕп, çулçисем парка та ешĕл. Типĕ тăпрана варăнтарсан та калчасем аптрамаççĕ. Çумăр çусан тымарĕсем хăвăрт аталанаççĕ. Вунă тĕрлĕ сорт лартаççĕ.
Ю.Плотников пахчаçимĕç çитĕнтерме совхозра вăй хунă чухнех вĕреннĕ, вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлет. Çавăнпа асăннă культурăсене туса илме тĕллев лартнă. Вĕсене халиччен ашшĕ — Шупашкар районĕнчи шкулсене, ача сачĕсене, хăшпĕр больницăна, ывăлĕ Чулхула облаçне вырнаçтарнă.
— Кăçал урăх çĕре те сутма пултаратпăр, — терĕ Юрий Ильич. — Мĕншĕн тесен социаллă учрежденисем хаклашу ирттерсе туянаççĕ. Паха продукци суйлаççĕ. Пахчаçимĕç тивĕçтермесен — йышăнмаççĕ. Çакна шута илсе пахине çеç сутатпăр. Гербицидсемпе питĕ асăрханса усă куратпăр.
Константин Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕ, ашшĕ пекех — агроном.
— Культурăсен хăйнеевĕрлĕхĕ, çĕнĕ техника, сутлăх хаксен улшăнăвĕ енĕпе вăл манран ытларах пĕлет, — терĕ ашшĕ. — Интернетра çĕннине нумай тупать. Кунсăр пуçне район, республика, çĕршыв шайĕнче ял хуçалăх темисемпе йĕркелекен семинар-канашлусене хутшăнса информаци пухать.
Пахчаçимĕç вăрлăхне чикĕ леш енчен илсе килнине туянаççĕ. Доллар хакланнăран продукци хăйхаклăхĕ самаях ÿсет. Тăкакне саплаштарса таса тупăш ытларах илессишĕн сутлăх хака та ÿстерме тивнĕ.
— Унсăрăн малалла каяймастпăр, — ăнлантарчĕ Ю.Плотников. — Çĕр ĕçне пурнăçламалли пĕтĕм техникăна туянассишĕн 6-7 çул таран тар кăларса ĕçлерĕмĕр. Механизмсемпе туллин усă курма тытăнтăмăр та фермер тата пирĕн патра вăй хуракансен ĕçĕ самаях çăмăлланчĕ.
— Пахчаçимĕç кĕркунне çуркуннехинчен чылай йÿнĕрех хакпа сутăннине пурте пĕлеççĕ. Кун çинчен хăçан шухăшлама тытăнтăр? — ыйтрăм унран.
— Вăл ХФХ йĕркелесенех пуçа ыраттарнă, — хуравларĕ фермер. — Анчах пирĕн 2013 çулччен пахчаçимĕç управĕ пулман, çавăнпа ăна уйранах суту-илĕве ăсатнă. Асăннă çул пĕрремĕш управ, пĕлтĕр иккĕмĕшне ĕçе кĕртрĕмĕр. Иртнĕ çул продукцие контейнерсенче упрама тытăнтăмăр. Ĕçе çапла йĕркелесе сутлăх пахчаçимĕç пахалăхне лайăхлатрăмăр тата продукцирен тупăш ытларах илтĕмĕр.
Плотниковсен умĕнче чăрмав пайтах. Вĕсене пĕтерсе малаллах талпăнаççĕ. Укçа çаврăнăшне пысăклатассишĕн, производство никĕсне тĕреклетессишĕн тăрăшаççĕ. Сăмахран, управсенче пахчаçимĕçе тивĕçтерекен сивĕ температура тытса тăмалли хатĕрсем вырнаçтарма палăртнă. Халĕ унта-кунта кунĕпех чупаççĕ. Юрий Ильич мăшăрĕ — Зоя Поликарповна, Муркаш районĕнчи Шомик шкулĕн директорĕнче нумай çул вăй хунăскер — упăшкипе ывăлне каçхине çеç кĕтсе илет, тутлă апатпа савăнтарать, ăшă сăмахпа хавхалантарать. Фермер лавĕ йывăррине лайăх пĕлекенскер тепĕр чухне хĕрарăм куçĕпе пăхса усăллă сĕнÿсем парать. Мăнукĕсен вăййи-кулли кун каçиччен лăш курман Юрий Ильичăн вĕресе тăракан чĕрине лăплантарма пулăшать.
— Кин те ырă кăмăллă пирĕн, — палăртрĕ çемье пуçĕ. — Пушă вăхăт тупсанах пирĕн пата çитсе пулăшать.
Çапла ĕçлесе пурăнаççĕ Плотниковсем. Вĕсен пуласлăхĕ шанчăклă: Константин ХФХ тилхепине çирĕп тытать, унăн ачисем те çĕрпе çыхăнса çитĕнеççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ. Автор сăнÿкерчĕкĕсем
Комментировать