Банан хуппи

26 Мая, 2016

Банан çиме пурте юрататпăр: ватти те, вĕтти те. Унра этем организмне кирлĕ япала нумай. Кали, кальци, магни, фосфор, тĕрлĕ витаминсем... Вăл çемçе, тутлă, усăллă.

Анчах çинĕ хыççăн хуппине чылайăшĕ ахалех кăларса пăрахать. Кăлăхах. Банан хуппи те ăшĕнчен кая мар усăллă. Паллах — ÿсен-тăраншăн. Ăна пахчара çитĕнекеннисем валли те, пÿлĕмри курăк-чечек валли те усă курма меллĕ.

Туяннă банана лайăх çумалла. Мĕншĕн тесен ăна çитĕнтернĕ чухне тĕрлĕ пестицидсемпе усă курнах ĕнтĕ, лайăх тухăç илмешкĕн те хими им-çамĕпе усă курма пултарнă. Татса пуçтарнă хыççăн ытларах упрамашкăн та «хими» пулăшăвĕпе усă кураççĕ.

Банан хуппине тĕрлĕ мелпе усă курма пулать. Çуркунне-çулла тин çинĕ банан хуппине тураса пахчаçимĕç е тĕм айĕнчи тăпрана кăшт çеç хупламалла сапмалла та — ÿсен-тăраншăн паха апатлану хатĕр те. Банан хуппи 10 кунранах хăйĕнчи «пурлăха» тăпрана хывать.

Хĕлле банан хуппине типĕтмелле /морозильника шăнтса хума та юрать/. Ăшă батарейисем çинче е духовкăра ытлашши вĕрилентермесĕр типĕтмелле. Пÿлĕмри чечексене хĕлле тутлăхлă япаласемпе питех шăварма юрамасть. Хĕлле чечекленекеннисене шăпах çав вăхăтра банан хуппи шывĕпе 2 эрнере пĕр хутчен шăвармалла. Чĕрĕ 2 банан хуппине тураса е типĕтнине тĕпретсе 1 литрлă банкăна ямалла, вĕри шыв /70о/ ярса 5-6 сехет тытмалла. Паха шыв хатĕр те. Ăна ахаль шывпа çурмалла хутăштарса шăвармалла. Банан хуппине пÿлĕмри температурăллă шыва ярсан 1-2 талăк лартмалла.

Килти чечексенчен банан «апатне» фиалка, папоротник, бегони, цикламен, роза уйрăмах юратаççĕ.

Типĕтсе çăнăх пек авăртнă хуппа чечек куршакĕсене тăпрана хутăштарса сапма юрать. Вăтам пĕр чечек валли пĕр чей кашăкĕ порошок çителĕклĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.