Пулăхлă çĕре - пусă çаврăнăшне

26 Мая, 2016

Çĕрпÿ районĕнче республикăри агропромышленноç комплексне аталантарассипе анлă канашлу иртнĕ. Унта аграрисем, АПК ветеранĕсем, влаç органĕнче ĕçлекенсем хутшăннă.

Çĕрпÿ район пуçлăхĕ Александр Казаков хăнасене саламланă май ку тăрăхри социаллă пурнăçпа экономика аталăнăвĕпе, ака-суха ĕçĕсемпе паллаштарнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне акмалли плана - 90, çĕрулмипе 100 процент тултарнă. Пахчаçимĕç 22 гектар йышăннă. Хăмла тымарне 11,33 гектар çинче каснă.

Республикăри агропромышленноç комплексĕнчи лару-тăру пирки ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа панă. 2016 çулхи кăрлач тĕлне республикăри ялсенче 478,5 пин çын пурăннă е Чăваш Енри халăхăн 38,7 проценчĕ ?Атăлçи федераци округĕпе - 28,6, Раççейĕпе - 26%. Иртнĕ çул АПК отраслĕнче 73,4 млрд тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, çав шутра ял хуçалăхĕнче - 42,5 млрд, апат-çимĕç промышленноçĕнче - 30,9 млрд. Республикăри аграри секторĕнче 22,8 пин çын вăй хурать. Пĕлтĕр ял хуçалăх производствин индексĕ 107,9 процент пулнă. Пĕр çыннăн ĕç тухăçлăхĕ 1,35 млн тенкĕпе танлашнă е малтанхи çулхинчен 20,5 процент ÿснĕ.

Кăçалхи 1-мĕш кварталта республика Атăлçи федераци округĕнче усă куракан 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илессипе - 2, аш-какайпа 3-мĕш вырăн йышăннă.

2015 çулта Чăваш Енри АПК-на 2805,3 млн тенкĕ уйăрнă. Çав шутра ял хуçалăх производствине аталантарма - 2646,2 млн тенкĕ. Кăçалхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне аграрисене 2 337,5 млн тенкĕ куçарнă, çав шутра федерацирен - 1 599,2 млн, республика хыснинчен 738,3 млн тенкĕ. 2015 çултанпа Чăваш Ен Правительстви сĕт-çу фермисене, теплица комплексĕсене, пахчаçимĕç, çĕрулми хранилищисене юсанăшăн, çĕнĕрен тунăшăн тăкаксене саплаштарма субсиди уйăрать. Кăçалтан ял хуçалăх потребитель кооперативĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме те патшалăх енчен пулăшаççĕ.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнăранпа республикăри агропромышленноç комплексне 48 млрд тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит явăçтарнă, çав шутра пĕлтĕр - 6,3 млрд тенкĕ ?2014 çулхин 80,3 проценчĕ%. 2016 çулта АПК-ри организацисенче 100 инвестици проектне хута яма палăртнă ?6,4 млрд тенкĕлĕх%. Çакă 400 ĕç вырăнĕ йĕркелеме пулăшать.

Пĕлтĕр усă курмасăр выртнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни ял хуçалăх культурисен тухăçлăхне, акакан лаптăксене ÿстернĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне инвестици явăçтарни продукци илессине 7,8 процент лайăхлатнă, çав шутра аш-какайпа - 15,8, сĕтпе - 0,8.

Аграрисене тивĕçлĕ шалу тÿлесси те тĕп вырăнта. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ял, вăрман, сунар хуçалăхĕсенче вăй хуракансен уйăхри ĕç укçи 14751,8 тенкĕпе танлашнă е республикăри вăтам шалăвăн 71,4 проценчĕ.

Ялта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассипе те курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ.

Хальхи вăхăтри çивĕч ыйту - усă курмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси. Кăçал республикăра 22 пин гектар пулăхлă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле.

- Паян çĕрпе ĕçлеме хатĕр инвесторсем пур, анчах эпир вĕсене пушă лаптăксем параймастпăр, мĕншĕн тесен унăн правине çирĕплетекен документсене йĕркелемен, - палăртнă министр. - Тепĕр чăрмав - пулăхлă çĕр хуçи хăй те унпа усă курмасть, ыттисене те памасть.

«Мана мар пулсан ыттисене те ан лектĕр», - теççĕ-тăр. Кун пек уйсене вăхăт иртнĕ май çумкурăк, йывăç-тĕм пусать, ытти лаптăка варалать. Кунашкал хуçасем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллах.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем çителĕксĕррипе, аслă пĕлÿ илекен çамрăксен практика çуккипе çыхăннă тата ытти ыйтăва та хускатнă ларăва пухăннисем.

Лариса Никитина.

РЕСПУБЛИКА УЙ-ХИРĔНЧЕ /çу уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне/

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.