Пĕри - суха пуçĕпе, çиччĕшĕ - кашăкпа

26 Мая, 2016

Выльăх-чĕрлĕх симĕс курăк çинче. Ял çынни пуш уйăхĕн вĕçĕнчех ăна улăха кăларать. Ешĕл апат ĕнешĕн уйрăмах усăллă, сăвăм та ÿсет. Анчах юлашки вăхăтра кĕтÿ сайралансах пырать. Утă-улăм сахаллипе çыхăнман ку. Ĕлĕкхипе танлаштарсан вăл çителĕклех. Ял ватăлни, сутакан сĕт хакĕ чакни витесене пушатать. Хĕллеренпе 19 тенкĕрен 14-ăна анса ларчĕ. Малашне мĕн пулĕ? Мĕншĕн долларпа евро вĕçĕмсĕр хакланать, хресчен туса илнĕ чĕр тавар йÿнелет? Кăçал хĕлле те унчченхи хака, 20 тенке /литрĕ/ çитеймерĕ.

Республикăри районсенче хушма хуçалăхран сĕт тĕрлĕ хакпа пуçтараççĕ. Литрне 13-рен пуçласа 17 тенкĕ сĕнекенсем те пур. Чыс-намăса çухатманнисем хаклăрахпа илеççĕ. Çапах пĕтĕмĕшле пăхсан кăтарту савăнтармасть. Çав хушăрах лавккасенче сĕт юр-варĕ иртнĕ çулхинчен самай хакланчĕ. Çутă, газ, топливо тата ытти хак ÿссех пырать. Вĕсемшĕн пурин те пĕр пек тÿлемелле.

Хальхи вăхăтра суту-илÿ çурчĕсенче пĕр литр сĕт вăтамран 42 тенкĕ тăрать. Çимĕçри çу хисепĕ 2,5 процент кăна. Ял çыннин вăл 3,4 процентпа танлашать. Унран илнĕ чĕр тавара 3 хут хаклатса сутаççĕ. Ку хресченрен кулни мар-им? Тупăшăн пысăк пайĕ усламçăсен - халăхран сĕт пуçтаракансен, тирпейлекенсен, сутакансен - кĕсйине кĕрет. Пĕри - суха пуçĕпе, çиччĕшĕ - кашăкпа тенĕ ваттисем. Шăпах çапла. Пурте хăйсемшĕн, услам ытларах сăптăрассишĕн хыпăнаççĕ. Анчах продукци туса илекен пирки шултакан çук. Ял çынни çĕтĕк-çатăк çÿресен те, выçăллă-тутăллă пурăнсан та чăтать теççĕ-ши? Хресченĕн те тăкаклă ĕçлес килмест.

3-4 çул каялла сĕт хакĕ хăпарма тытăнсан хушма хуçалăхсенче 2-3-шер ĕне усрама тытăнчĕç. Хăшĕсем ытларах та. Ун чухне ялта пысăк сăвăмлă ĕне шыратчĕç. Çавна май вăл палăрмаллах хакланчĕ. Халĕ çине тăрсах унран хăпма тăрăшаççĕ. Ăна усрама çăмăл-им? Çăвĕпе, иртен пуçласа каçченех пахчаран, уйран кĕме пĕлместĕн: выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх апат хатĕрлетĕн. Сăмах май, утă-улăм, тырă, комбикорм та палăрмаллах хакланчĕç. Ĕнен сĕчĕ чĕлхе çинче тенĕ. Йĕркеллĕ çитермесен сăвăмĕ те сахал. Ирĕксĕрех витаминсем, хушма апат памалла. Искусственнăй майпа пĕтĕлентернĕшĕн 1200 тенкĕ ыйтаççĕ.

Çулла выльăх апачĕ ура айĕнчех теççĕ-тĕр хăшĕсем. Ку вăхăтра та тăкакĕ пур. Ялти ватăсем, пĕччен пурăнакансем кĕтÿ черечĕ çитсен çын тара тытаççĕ. Ăна укçа памалла, тутлă çитермелле, эрехпе сăйламалла. Пĕр кĕтÿç кунне 1 пин тенке кайса ларать. Ытларах чухне иккĕ кирлĕ - пĕччен пăхма кансĕр. Кĕтÿ сахалланса пынипе черечĕ хăвăрт çаврăнса çитет. Ку пек чухне уйăхри пенси укçи те çăлаймасть. Унччен сĕт сутса тăкака саплаштарнă, тупăш илнĕ. Халĕ кун пирки ĕмĕтленмелли çеç. Çавăнпах çамрăксем ĕне усрама пăрахрĕç. Акă 20 çул каялла пирĕн урамран кĕтÿре 56 пуç çÿренĕ. Халĕ - 26 ĕне.

Чкалов ячĕллĕ хуçалăха çитме тÿр килчĕ. Ĕçченсем уй-хирте, ака-сухара. Территоринче пĕр трактористпа выльăх пăхакансем кăна. Ĕнесене сенаж сенĕкпе салатса параççĕ. Кунĕпе миçе тонна çĕклеме тивет-ши вĕсен? Ытти техника уй-хирте, ĕççире. Ирĕксĕрех алă вĕççĕн тумалла. Павел Ефимов ертÿçĕ хирте вăй хуракансем патне те хăех апат турттарать. Чапаев ячĕллĕ /вăл çак хуçалăх ертÿçи те/, Чкалов ячĕллĕ хуçалăхсенче пурĕ 125 ĕне. 20 çул каялла вара 3 хут ытларах пулнă. 2015 çулта сĕт сутса 4 млн та 989 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Продукци хăйхаклăхĕ 4 млн та 774 пин тенкĕпе танлашнă. Çапла вара кассăна таса тупăш 124 пин тенкĕ çеç кĕнĕ. Тупăшлăхĕ пурĕ те 2,5 процент. Ку çав тери сахал. Сĕт туса илни тăкака саплаштарма кăна çитет. Çавăнпа ĕнтĕ пирĕн районта кăна мар, республикăри чылай хуçалăхра ĕне йышне чакарчĕç е усрама пăрахрĕç. Ытларах тырă акаççĕ. Унăн хакĕ пур, ют çĕршыва сутма та пулать, вăрах вăхăт упранать. Чкалов ячĕллĕ хуçалăх «Вега» пĕрлешĕве 1 литр сĕте 17 тенкĕпе сутать-мĕн. Паллах, халăхран пуçтарнинчен 3 тенкĕ ытларах. Мĕншĕн тесен сивĕтнипе чĕр тавар пысăк сортпа каять. Витере сĕт пăрăхĕ вырнаçтарни те пахалăха лайăхлатать. 2015 çулта 1 литр сĕт хăйхаклăхĕ 16 тенкĕ те 51 пуса ларнă. Мĕн тупăшĕ пирки калаçмалли кунта? Хăйхаклăхра выльăх апачĕ - 68, ĕç укçи - 20, ытти тăкак 12 процентпа танлашнă.

АПК-на патшалăх пулăшнине час-часах илтетĕн. Пулăшать паллах. Хуçалăх та иртнĕ çул субсиди 1 млн та 516 тенкĕ илнĕ. Организаци вара тĕрлĕ тÿлевпе налук урлă бюджета 2 млн та 150 пин тенкĕ хывнă. Апла кам ытларах пайта курнă? Çÿлерех асăннă тупăшпа /124 пин тенкĕ/ унăн мĕн тумалла: шалу тÿлемелле, техникăна, вăрлăха çĕнетмелле е?..

Ман шутпа малашне те ĕне выльăх йышне упраса хăварма, халăха вырăнта туса илнĕ çимĕçпе тивĕçтерме çуллахи виçĕ уйăхра халăхран пуçтаракан сĕте литрне 20 тенкĕпе йышăнмалла. Ытти вăхăтра 30 тенкĕрен кая мар. Хальхи хакпа, 2,5 процент тупăш илнипе малалла каяймастпăр. Ĕнесене те кĕçех Гиннес кĕнекине кĕртмелли кăна юлать. Тĕслĕх юнашарах. Чулхула облаçĕнчи ялсенче 2-3-шер ĕне çеç юлнă. Ăна усракансем 3 литрлă банка сĕте тахçанах 150-200 тенкĕпе сутаççĕ. Тутарстанра вара хушма хуçалăхран та литр сĕте 20-21 тенкĕпе йышăнаççĕ.

Сĕте хаклатнă хыççăн нумайăшĕ тепĕр хут ĕне выльăх усрама тытăнĕ. Çамрăксем те аякра ĕç шыраса çÿремĕç, ял аталанĕ. Ĕçлекенсем пулсан бюджет та пуянланĕ. Ĕлĕкрех Аркадий Айдак аграрисен партине йĕркеленĕччĕ. Вăл чылай хушă ялшăн тăрăшрĕ. Халĕ çĕршывĕпе паллă ертÿçĕ пирĕн хушăра çук. Парти те таçта çухалчĕ. Çапах сĕт рынокĕнче кам йĕрке тăвĕ?

Александр Макаров.

Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.