Вăрмана çÿреме юратакан Катя

26 Мая, 2016

Унччен юратнă пуканисене çĕнĕ тумпа «савăнтаратчĕ» Катя. Пальто, юбка, кĕпе, тутăр тавраш арча туллиехчĕ. Кашни кун улăштаратчĕ хитре япалисене.

Паян та хĕрача аллинче йĕп выляса çеç тăрать. Кофта çыхать вăл. Ку хутĕнче хăйĕн валли. Çакăн евĕр пысăкрах япаласем çыхма ăна амăшĕ вĕрентрĕ. Халĕ вара лавккана кайсан тÿрех çип туянма васкать.

Тарăн шухăша путса ĕçлет Катя Храмова. Ĕмĕтĕнче авă вăл вăрмана та çитсе килчĕ. Унти илемпе киленсе кăмпа-çырла пуçтарчĕ, пысăк тунката çине ларса канчĕ.

— Пĕлтĕр çĕлен те курнăччĕ каç енне. Вăшт çеç тарса çухалчĕ хайхискер. Çурăм тăрăх сивĕ тар чупса иртрĕ çав самантра. Ун хыççăн пĕр вăхăт вăрманалла каяс темерĕм. Туссем кашни кун вăрмантан тулли савăтсемпе таврăннине курсан чун ыратма тытăнчĕ. Эпĕ те хама алла илсе каллех çырла-кăмпана çÿреме тытăнтăм. Ара, ваттисем каларăшне, упаран хăрасан вăрмана та ан кай. Хамăр асăрхануллă пулсан çĕлен тени çын патне пымасть. Вăрăм кунчаллă атă тăхăнма çеç манмалла мар. Эпĕ ĕçсĕр ларма пултараймастăп. Çитменнине вăрман кучченеçне хуларисем хапăлласах туянаççĕ. Хам валли шкула кайма çĕнĕ тум-юм илсен килтисене те çăмăлрах-çке, — калаçрĕ вăл чĕрçи çинчен урайне ÿкнĕ çăмхине алла илнĕ май.

— Аппа, ку кофтăна çыхса пĕтерсен мана валли те пуçлăн-и? Санăн парнÿне питĕ тăхăнас килет. Атту хитре тумлантарнă пуканесене кашни кунах пăхса ăмсанатăп. Маначчĕ çавăн чухлĕ илемлĕ тум, — шăппăн çеç ун çумне пырса ларчĕ Таня йăмăкĕ.

Йăл кулчĕ Катя. Килĕшнине пĕлтерсе пуçне сĕлтрĕ. Унтан инçех мар пурăнакан кукамăшне пулăшма каймаллине аса илчĕ те ура çине ваштах сиксе тăчĕ.

— Йăмăкăм, пирĕн каймалла. Атя, çулпа утнă чухне сăмах çăмхине малалла сÿтĕпĕр, — терĕ.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕн çиччĕмĕш класĕнче вĕренекен Катя Храмова лара-тăра пĕлмен хĕрача иккенне пурте пĕлеççĕ. Яланах унăн кама та пулин пулăшмалла, ырă сĕнÿ-канаш памалла. Шкулта та çавах, пĕрле вĕренекенсене нихăçан та йывăрлăхра пăрахмасть.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Улатăр районĕ,

Кивĕ Эйпеç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.