Такăнсан - тăратĕç, чун нишлĕленсен - таптĕç

26 Мая, 2016

«Чирлĕ çынна пăхма пулăшатăп» тесе Оля Петрова Интернетра пĕлтерÿ панă. Пĕр кунхине ун патне хитре саслă арçын шăнкăравланă. «Эсир миçе çулта? Упăшка пур-и сирĕн?» — çакнашкал ыйтнăшăн хĕрарăм тĕлĕннĕ те. Çав арçынна вăл качча кайнипе кайманни мĕн тума кирлĕ-ха? «Мана пăхакан çын мар, арăм кирлĕ», — тÿррĕн каланă Валериан тесе хăйĕнпе паллаштарнăскер.

Шăнкăрав

Автосервисра машинăсем çăвакан Оля чылайранпах пĕччен пурăннă пулин те мăшăр тупас шухăшпа минремен. «Эпĕ арçынна ĕненме пăрахрăм. Ĕçкĕçсем, хĕрарăм ĕнси çинче ши-ик! шăхăрса ларакансем кăна тăрса юлчĕç пек туйăнать. Мана пĕччен те аванччĕ. Ывăлăм ÿссе çитрĕ ĕнтĕ, салтака кайса килчĕ, халĕ Мускавра ĕçлет. Анчах Валериан шăнкăравĕ мана йăлт хумхатрĕ», — юрату историйĕ мĕнрен пуçланнипе паллаштарчĕ Оля. Ăна арçын сасси, усал пĕр сăмахсăр типтерлĕ калаçăвĕ тыткăнланă. Унăн чунĕн тасалăхне хĕрарăм тÿрех асăрханă. Арçын мĕн çуралнăранпах утайманни, инвалид кÿмипе çÿрени те пĕлтерĕшлĕ пулман.

Пĕрремĕш тĕлпулу Шупашкарти пĕр больница умĕнче машинăра иртнĕ. Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче пурăнакан Валериан Акимов Ольăпа курнăçассишĕнех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хулана ларса килнĕ. Телефонпа калаçни — пĕрре, унта çынна курмастăн та тем çинчен те сăмахлама пулать. Куçăн курсан Валериан çухалса кайнă: вăтаннипе хумханнă, чăм тара ÿкнĕ. Юнашар мĕн тери илемлĕ хĕрарăм! Оля лару-тăрăва хăй аллине илнĕ: «Ан хумхан, йăлтах йĕркеллĕ пулĕ», — лăплантарнă арçынна правурскер. Оля савнийĕн ашшĕ-амăшĕпе те тÿрех паллашма тĕв тунă, анчах больницăран часах тухайăн-и? Хĕрарăм вĕсене кĕтсе тăрайман, ĕçе васканă.

Çакнашкал 2-3 кĕске тĕлпулу хыççăн Ольăпа Валериан пĕрле пурăнма тĕв тунă. «Телефонпа кăна калаçни иксĕмĕре те çырлахтармарĕ. Пĕрне-пĕри килĕшетпĕр тĕк вăхăта мĕншĕн тăсас? Валериан чăваш йăлипе мана çураçасшăнччĕ. Эпир текех çамрăк мар ĕнтĕ. Хулана куçса килме сĕнтĕм. Пуринчен ытла ашшĕ-амăшĕшĕн кĕтменлĕх пулчĕ ку», — калаçăва тăсрĕ телейлĕ хĕрарăм.

«Чарăнăр, пирĕн итлес килет!»

Валерианăн амăшĕ ветфельдшерта тăрăшнă. Тен, пысăк хырăмпа чухне препаратсемпе ĕçлени юраман, пепкен пĕчĕк чухнех ури тытман, ăсĕ-тăнĕ енчен ача лайăхах аталаннă. Шкул пĕлĕвне илнипе кăна çырлахман вăл, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьелти филиалне юриста куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. I ушкăн инвалидне сессие, вăл çулталăкра 5 хутчен те иртнĕ, çÿреме питĕ чăрмавлă пулнă: Патăрьеле кам леçсе илсе килĕ-ши тесе пуç ватма тивнĕ. Ялти ырă çынсем Валериана сахал мар пулăшнă. Елисей Алексеев, Николай Казеев эрнипех сусăр юлташне турттарнă. Валериан Юрьевич юристра ĕçлесе курман. Саккунсене пĕлни пурнăçра кирлĕ пулатех — çакă та паха. Пĕр вăхăт каччă тăван ялĕнчи шкулта ĕçленĕ, право, обществознани предмечĕсене вĕрентнĕ. Ачасем итлеменни, урокра шавлани те пулнă. Пĕррехинче староста ларнă çĕртен сиксе тăнă та: «Чарăнăр! Пирĕншĕн ку кăсăклă тема, учителе итлес килет», — тенĕ. Çакăн хыççăн ачасем ашкăнма чарăннă.

Валериан килти ĕçсене пурнăçлама ачаранах хăнăхнă, шкула кайичченех çĕрулми шуратма вĕреннĕ. Апат пĕçересси, савăт-сапа çăвасси, кил-çуртра тирпейлесси уншăн йывăрах мар. Кроликсене те апат парать, пахчана та тухса ĕçлет вăл. Каччăн амăшĕ 3 çул каялла суккăрланнă, Валериан ăна та пăхать. Кÿме çинче лараканскер юр та хырать. Интернетра паллашнă тусĕ, Тутарстан арçынĕ Наиль /вăл та сусăр/, кун пирки илтсен питĕ тĕлĕннĕ, малтанах ĕненмен те. Валериан епле ĕçленине видео ÿкерсе ярса панă. Ольăпа çывăхланиччен вăл çынсемпе ытларах Интернет урлă хутшăннă. Наиль Акимовсем патне хăнана та килсе кайнă.

Вăйлă пулма хистет

Валериан — çав тери кăсăклă çын, нумай кĕнеке вуланăскер темĕн те пĕлет. Виçĕмçул ăна республикăри инвалидсен обществин юбилейне Шупашкара илсе кайнă. Унччен сцена çине тухса пултарулăхне халăха кăтартманскер Анна Германăн «Эхо любви» юррине шăрантарса тĕлĕнтернĕ. Пăлханнипе сăмахĕсене маннă пулин те куракансем ăна питĕ ăшшăн йышăннă. Эпир Валерианпа Пуянкассине командировкăна килсен паллашнăччĕ. Унăн çынпа питĕ хутшăнас, калаçас килни сисĕнчĕ. Юрлама ыйтсан та хирĕçлемерĕ вăл ун чухне. Ку çеç те мар, кÿмене чĕвен тăратса ташласа та кăтартрĕ. «Ялта кичем, хулара аталанма майсем ытларах. Унта сусăрсем валли кружоксем ĕçлеççĕ, мероприятисем йĕркелеççĕ. Районта вара эпĕ мĕнле пурăннипе кăсăкланманпа пĕрех», — пытармарĕ вăл ун чухне. Яшлăхра Валериан çамрăксемпе клубри ташă каçĕсене тухнă. Вăхăта усăсăр ирттерме юратмасть, пĕлĕвне тарăнлатать, кĕлеткине пиçĕхтерет вăл. Уçă сывлăшра çÿреме юратать, Пуянкассинчен 3-4 çухрăмри Виçпÿрт Шăмăрша та кÿмепе çитет. Чиркĕве кайса е сăвă çырса чунне çăмăллатать вăл. Май пулсан аякри хуласене курса çÿреме ĕмĕтленет. Питĕре çитсе курнăскер унтан çĕнĕ хавхаланупа, вăй-хăват хушса таврăннине палăртрĕ. Сусăр арçынна ялти çынсенчен пĕри тав сăмахĕ те каланă: «Эсĕ пире вăйлăрах пулма вĕрентетĕн». Валериан «такăнса ÿксен — тăратĕç, чун çирĕплĕхĕ хавшасан — таптĕç» девизпа пурăнать. Çавăнпа яланах чунне пиçĕхтерме, аталантарма тăрăшать. Сусăр тесе вăл хăйне нихăш енчен те чикĕлесшĕн мар, çав шутра юрату енчен те. «Виртуаллă юратăва ĕненсех каймастăп. Вăл соцсеть тулашĕнче аталанаймасть пек туйăнать. Иккĕмĕш сыпăкри пиччем Интернетсăрах, ăнсăртран, пулас арăмĕпе паллашрĕ: телефонпа йăнăш шăнкăравласан хĕр тытнă. Вĕсем çапла калаçса кайнă, кайран тĕл пулнă, пĕрлешнĕ. Пĕччен пулмасса, ватлăха /пурăнса çитсен ĕнтĕ/ юратнă мăшăрпа кĕтсе илессе шанатăп эпĕ», — тенĕччĕ Валериан.

Нимрен хăраманскер

Ольăпа хула урамĕнче тĕл пултăм, вăл сирень çеçки йăтнăччĕ. «Юратнă çыннăма савăнтарăп унпа. Вăл та мана сăлтавсăрах чечек парнелет. Пĕр-пĕрне савăнăç кÿме уяв тăтăшах йĕркелетпĕр», — терĕ куçĕ телейпе çиçекен хĕрарăм. «Сусăр çынпа çыхланма хăрамарăн-и?» — ыйтрăм унран. «Эпĕ йĕкехÿрсемпе таракансенчен кăна шикленетĕп, урăх нимрен те. Тĕрĕссипе, Валерианра кăлтăк асăрхамастăп, нимĕнле йывăрлăх та курмастăп унпа. Сывă кĕлеткеллĕ, анчах нишлĕ чунлă /унашкаллисене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен инвалид тетĕп/ арçын пайтах. Валерианăн чунĕ ачанни пек таса. Кунашкалли питĕ сайра. Çакăнпа тыткăнларĕ вăл мана. Юрласа кăтартсан уçă сассипе кăмăла çавăрчĕ», — пытармарĕ Оля. Хура-шурне пайтах курнăскер пурнăçа тĕпрен улăштарма шикленмест. Унăн мăшăрĕ çамрăклах сарăмсăр вилнĕ: урампа утса пынă чухне электричество пралукĕ йăтăнса аннă та арçын çунса кайнă. Ольăна ывăлне çитĕнтерме амăшĕ пулăшнă.

Оля — вырăс хĕрарăмĕ, Сĕнтĕр­вăрри хулинчен. Шупашкара 5 çул каялла килнĕскер хваттер тара тытса пурăнать. «Сĕнтĕрвăрринче ĕç тупма йывăр. Эпĕ вара алă усса ларма хăнăхман. Нимĕнле ĕçе те тиркеместĕп: предприниматель пулса Мускавран япаласем турттараттăм, пĕр вăхăт çемйипех Мускав облаçне, Можайска, куçса кайрăмăр. Малтанах — тăван патĕнче, кайран общежитире пÿлĕм тара тытса пурăнтăмăр. Облаçре тавар хаклăрах хакпа сутăнатчĕ, тупăш ытларахчĕ. Кайран кукамай чирлени çинчен пĕлтĕмĕр, кукаçипе иккĕшĕ ватăччĕ, хăй тĕллĕн пурăнма йывăрччĕ вĕсене, вара каялла таврăнтăмăр. Эпĕ хулара маляра вырнаçрăм. Мĕнле кăна ĕçре хама тĕрĕслемерĕм пуль? Сысна пăхаканра та, дояркăра та, сутуçăра та, администраторта та, заведующире те... Шкул хыççăн ятарлă пĕлÿ илмен эпĕ. Валерианпа пурăнма тытăниччен пĕр ĕçрен теприне чупаттăм, икĕ-виçĕ çĕрте вăй хураттăм. Пепкесене, чирлисене пăхаттăм, инсульт хыççăн тăрайманнисемпе те, усал шыçăпа аптăракансемпе те ларнă. Халĕ ытларах савнипе пĕрле пулма тăрăшатăп», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

— Оля питĕ ир тăма хăнăхнă, 4-5 сехетрех ура çинче вăл. Мана нимĕн те ĕçлеттермест. Тахăш хушăра тутлă апат пĕçернĕ, урай çунă... Хĕрарăм мар, вут-çулăм. Пĕртте кичемленме памасть вăл, хаваслă та пурнăçа юратаканскер, — палăртрĕ Валериан.

Ольăпа Валериан мĕльюн çын хушшинче пĕр-пĕрне шыраса тупнă, иккĕшĕн шăпи пĕр çул çине тухни ăнсăртран марах. Пĕрле ирттернĕ кашни кунпа, кашни самантпа киленсе пурăнаççĕ халĕ вĕсем.

Алина ИЗМАН.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.