Малтанхи сасăлав...

24 Мая, 2016

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ, “Единая Россия” партин малтанхи сасăлавĕн кунĕ, Чăваш Еншĕн чăнласах та пысăк уява çаврăнчĕ: шутлав участокĕсенче ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, концертсем пулчĕç, чылай çĕрте пĕчĕк ачасем валли вăйă кĕтесĕ йĕркелерĕç... Суйлавçăсем участоксене лайăх кăмăл-туйăмпа килни вĕсем пĕлĕшĕсене е кÿршисене курсан “Уяв ячĕпе!” тесе саламлани те çирĕплетрĕ. Çынсем малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн кăçалхи авăн уйăхĕнче иртекен суйлавĕсене хутшăнакан кандидатсен списокне хатĕрленине пĕлни те палăрчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа хăйсен суйлав участокне — Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменне — савăнăçлă кăмăлпа килчĕ. Бюллетень илес текен нумай пулнăран республика Пуçлăхĕн те черетре тăма тиврĕ, çак хушăра вăл çынсемпе калаçрĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлчĕ. “Мана хула çыннисен хастарлăхĕ, вĕсем Раççей тата Чăваш Ен шăпи пирки шухăшлани, çĕршывпа республикăра обществăпа политика тăнăçлăхне сыхласа хăварас тени савăнтарать”, — терĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Вăл малтанхи сасăлав депутат пулас текен кандидатсемшĕн те, суйлавçăсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çак процедура халăха пулас депутатсен программипе çывăхрах паллашма, кандидатсене хăйсен округĕнчи чи çивĕч ыйтусене тĕплĕнрех тишкерме май панине пĕлтерчĕ. “Суйлавçăсем чи тивĕçлисемшĕн — сăмахпа шантарса мар, халăх ырлăхĕшĕн чăнласах та нумай ĕç тунисемшĕн — сасăласса шанатăп”, — пусăм туса каларĕ Михаил Васильевич.

 

Николай МАЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăм ĕн секретарĕ:

— Пĕтĕм участока çынсем йышлă килни савăнтарать. Халăх çакă питĕ кирлĕ ĕç иккенне ăнланать. Участока килнисене пурне те, республика Пуçлăхне те тав сăмахĕ калас килет. Эпир пĕр команда пулнине паянхи кун тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ...

Меллĕ самантпа усă курса журналистсем Игнатьевсен ывăлне те ыйтусем пачĕç. “Эпĕ кунта атте-анне сĕннипе мар, хамăн ирĕкпех килтĕм. Суйлавсене, çав шутра малтанхи сасăлава та, хутшăнасси — Раççей гражданинĕн ирĕкĕ-çке. Кăçалхи авăн уйăхĕнче иртекен суйлава та хутшăнăп”, — терĕ Иван депутатсен тÿрĕ кăмăллă пулмаллине, суйлавçăсене мĕн шантарнине пурнăçламаллине палăртнă май. “Малтанхи сасăлав кирлех. Мĕншĕн тесен кандидат нумай, ку процедура хыççăн вара суйлава чи вăйлисем хутшăнĕç”, — шухăшне пĕлтерчĕ Лариса Юрьевна.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ малтанхи сасăлавăн кандидачĕсемпе те калаçрĕ.

   

Алена Аршинова, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ:

— И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи участокра ирех сасăларăм. “Единая Россия” парти çакнашкал утăм туни питĕ лайăх. Çапла майпа халăхăн шалти политика пурнăçĕпе çывăхрах паллашма май пур. Çынсем депутат пулас текенсем мĕн тума пултарнине хăйсем курса ĕненеççĕ. Ку кандидатсемшĕн те питĕ лайăх шкул.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов çемйипе тĕп хулари 64-мĕш вăтам шкулти участокра сасăларĕ. Вĕсен ывăлĕ Антон çакнашкал сасăлава пĕрремĕш хут хутшăнчĕ, çавна май хăй кăштах хумханнине пытармарĕ. Хĕрĕ Анна вара ашшĕпе мăнаçланнине, вăл ачисене яланах ырă тĕслĕх кăтартнине пĕлтерчĕ.

   

Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуçлăхĕ:

— Малтанхи сасăлав политика пурнăçĕн йĕркине кĕчĕ. Асăннă процедура Шупашкарта пурăнакансемшĕн ют мар. Çак схемăпа пĕлтĕр Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсен суйлавĕ умĕн усă курнă. Малтанхи сасăлав — çынсемшĕн те, кандидатсемшĕн те яваплă утăм.

Чăваш Енре 236 шутлав участокĕ ĕçлерĕ. Чылайăшĕ унта çемйисемпе килчĕ, малтанхи сасăлав чăнласах та кирлине систерчĕ, “РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас текен кандидатсен списокне чиновниксем мар, эпир палăртатпăр”, — терĕ. Участоксенче çын нумай пулнăран черетре тăма тивни те суйлавçăсен кăмăлне хуçмарĕ. “Черет хăвăртах шăвать, вăхăт нумай иртмест. Çынсем малтанхи сасăлава хутшăнни пĕлтерĕшлине ăнланни савăнтарать”, — чунне уçрĕ 64-мĕш шкулти участока мăшăрĕпе килнĕ Андрей Кириллов. “Йăлтах лайăх йĕркеленĕ. Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче те суйлава хаваспах хутшăнăп”, — калаçăва тăсрĕ Раиса Степанова, Шупашкарти пĕр ТОС ертÿçи. “Праймериз кирлех. Пирĕн, суйлавçăсен, халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеме пултаракан кандидатшăн сасăлама тăрăшмалла”, — ача садĕнче ĕçлекен Анна Сабина журналистсен ыйтăвне хаваспах хуравларĕ. Шупашкарти шутлав участокĕсене пынисем концерт курнипе, тĕрлĕ ăмăрту-конкурса хутшăннипе пĕрлех кану паркне, музея, ташă каçне е каток çине кайма йыхрав билечĕллĕ пулчĕç.

Аса илтеретпĕр: малтанхи сасăлава “Единая Россия” парти ирттернĕ. Асăннă процедурăна ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн кандидачĕ пулас тĕллевпе 22 округран — 169 çын, РФ Патшалăх Думине суйланас тесе парти списокĕпе тата пĕр мандатлă икĕ округпа пĕтĕмпе 30-ăн хутшăнма кăмăл тунă. Малтанхи сасăлав кăтартăвĕсене çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.