Тĕп вырăнта - экзамен, хутшăну, хăрушсăрлăх

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе республика Правительствин членĕсемпе, федерацин тата хула округĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе ĕнер иртнĕ ларăвăн кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ. Вĕсем пурте актуаллă, паянхи кунпа çыхăннă.

Сăмахран, акă, çу уйăхĕ вĕç­ленсе пырать. Тăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсен экзамен тытмалли тапхăр çитсе тăчĕ те. Республикăра яваплă çак саманта мĕнле хатĕрленнĕ? ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова шăпах çав ыйтупа — Чăваш Ен Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне хатĕрленни çинчен — сăмах илчĕ.

Кăçалхи асăннă тапхăр иртнĕ çулхисенчен уйрăларах тăрать-мĕн. Хăш енĕпе-ши? Унта хутшăнакансем валли лайăх условисем туса парас тĕлĕшпе, çав шутра информаци хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен тивĕçтерес енĕпе те. Республикăра экзаменсем ирттерекен пунктсен шутне чакарнă, пурĕ — 36. Пĕринче — Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 38-мĕш шкулта — ППЭ çĕнĕ технологипе ирттерĕç.

Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан программăсемпе ППЭ кăçал 6718 вĕренекен /çаксенчен 6068-шĕ 11 класс хыççăн, 646-шĕ ытти çул пĕтернисем, 4-шĕ хăшпĕр предметпа уйрăм вĕреннисем/ тытĕ. Çакскерсенчен хăшĕ мĕнле предмет суйласа илнĕ-ха? 60,6 проценчĕ обществознанипе экзамен тытасшăн, 36,1 проценчĕ — физикăпа, 24,3 проценчĕ — биологипе, 22,5 проценчĕ — историпе, 17,3 проценчĕ — химипе.

Светлана Владимировнăн сăмахĕнчен тата çакна пĕлтĕмĕр: экзамен йышăнакан пунктсен территорийĕнчи йĕркелĕхе ЧР Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем тивĕçтерĕç. Кăçал пур пунктра та экзаменсене онлайн тытăмра ирттерĕç. Çак ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 17 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă.

Предмет комиссийĕсен членĕсен йышне те — ППЭ тытакансен хуравĕсене тĕрĕслекенсене — çĕнетнĕ. Предмет комиссийĕсен председателĕсем федерацин педагогика виçевĕсен институтĕнче пĕлĕве ÿстернĕ. ППЭ вăхăтĕнче общество сăнавçисем те, пурĕ 203 çын, хутшăнĕç. Вĕсем — аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем, çав шутра федераци шайĕпе Самар облаçĕнчи сăнавçăсем пулĕç.

Ларура пăхса тухнă иккĕмĕш ыйту — Чăваш Республикине Раç­çейри «Япони бизнес клубĕ» коммерциллĕ мар ятарлă корпорацин представительствинче презентациленин кăтартăвĕсем çинчен. Ун пирки ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова пĕл­терчĕ /тĕплĕнрех 3-мĕш стр./.

Палăртса хăвармалла: «Япони бизнес клубĕ» корпораци Мускавра 2007 çулта Японин суту-илÿпе промышленноç ассоциацийĕн тата яппунсен Мускаври ассоциацийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ.

ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Павлов республикăра шыва кĕмелли сезон тапхăрĕнче шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăх енĕпе тивĕçтересси пирки чарăнса тăчĕ.

Инкек-синкек хăçан сиксе ту­хать-ха? Çынсем хăйсем явапсăр пулнăран. Тата... шыва кĕмелли вырăнсене кирлĕ пек хатĕрлеменрен. Муниципалитетсем пĕлтернине шута илес-тĕк, кăçал республикăра 13 пляж тата шыва кĕмелли, халăх канмалли ятарлă 15 вырăн уçма хатĕрленеççĕ. Ку енĕпе Муркаш районĕ япăх мар ĕçлет, унти ял тăрăхĕсенчен çиччĕшĕнче шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем уçма палăртнă. Шел те, Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Вăрмар тата ытти районта ку енĕпе лару-тăру савăнтармасть. Администрацисен пуçлăхĕсен шута илмеллех: шыв çинчи инкексен 83 проценчĕ шăпах шыва кĕмелли вырăнсем çук вырăнсенче пулса иртет-çке. Олег Евгеньевич пĕлтернĕ тăрăх — çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен ГКЧСĕн тата ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн коллегийĕн вырăнта ирттерекен анлă ларăвĕнче шăпах асăннă ыйтăва сÿтсе явĕç. Унта район администрацийĕсен пуçлăхĕсем пĕлтернине те итлĕç.

Докладчик çакна та асăнса хăварчĕ: иртнĕ çул республикăра 30 çын путса вилнĕ, çав шутра — 6 ача. Виçĕ çынна çăлса хăварнă. Пысăк инкексен сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ха? Ятарлă, палăртнă вырăнта шыва кĕменнипе; çав вăхăтра ÿсĕр пулнипе; пулă тытнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе; ачасене пĕве е кÿлĕ çывăхне аслисемсĕрех янипе.

Ку енĕпе 2016 çул пуçламăшĕ те инкексĕр пулмарĕ. Кăçал виçĕ çын пурнăçран уйрăлнă. Çавăнпа та яваплăха самантлăха та çухатас марччĕ.

Надежда СМИРНОВА

 

Надежда СМИРНОВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.