Япони: инçетре пулсан та - питĕ çывăх

24 Мая, 2016

Иртнĕ кĕçнерникун Мускавра Японин Раççейри посольствинче Япони бизнес-клубĕн членĕсем валли Чăваш Республикин экономикăпа инвестици майĕсен презентацине йĕркеленĕ. Тĕллев — Чăваш Енпе Японин икĕ еншĕн те усăллă экономика çыхăнăвĕсене аталантарасси.

Презентаци умĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Японин Раççейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕпе Тоехиса Кодзукипе тата Японин Раççейпе тата никама пăхăнман çĕнĕ патшалăхсемпе суту-илÿ тăвас енĕпе ĕçлекен ассоциацийĕн Мускаври представительствин пуçлăхĕпе Такафуми Накаипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Михаил Васильевич вĕсене посольствăра Чăваш Ен презентацине йĕркелеме май панăшăн тав тунă: «Пирĕншĕн ку — пысăк чыс, ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелемелли лайăх площадка».

Тоехиса Кодзуки яппун предпринимателĕсем Раççейре, Чăваш Енре хăйсен бизнесне аталантарма тăрăшнине, çак ĕçе республика Пуçлăхĕ хăй хутшăнни çыхăнусене çирĕплетме пулăшасса шаннине палăртнă.

— Эпĕ кунта пуçласа 2010 çулта пулнăччĕ, Масахару Коно посолпа курнăçнăччĕ. Çавăн хыççăн эпир икĕ еншĕн те усăллă çыхăнусене тапхăрăн-тапхăрăн вăй парса пытăмăр. Япони предпринимателĕсем пире шаннăшăн, Чăваш Енре производство уçнăшăн тав тăватпăр. Ырă ĕçтешлĕхе хаклатпăр, икĕ енлĕ хутшăнусем малалла аталанасса шанатпăр, — тенĕ Михаил Игнатьев.

Тĕлпулура суту-илÿпе экономика хутшăнăвĕсене аталантарассине сÿтсе явнă. Михаил Васильевич регионăн инвестици илĕртÿлĕхне вăй паракан уйрăмлăхсемпе паллаштарнă, Чăваш Ен Правительстви экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç производстви тĕлĕшпе Японипе пĕрешкел политика тытса пыни çинчен каланă.

Презентацире сăмах илнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика инвестицисем, регионти ĕçлев климатне лайăхлатас, конкуренцие аталантарас енĕпе çирĕп политика тытса пынине палăртнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Ен инновацие аталантарас енĕпе малти регионсен шутне кĕнĕ, Раççейри 85 субъект хушшинче 5-мĕш вырăн йышăннă. Çĕршыври Инвестици климачĕн наци рейтингĕнче — бизнес валли лайăх условисем йĕркеленĕ регионсен малти теçеткинче. Паян республикăра Испанири, Германири, Сербири, Италири тата Японири тĕнче шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ компанисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. «Японири компанисене пирĕн республикăна инвестици хывма, промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи, строительство индустрийĕнчи тата туризм комплексĕнчи ăнăçлă технологисене ĕçе кĕртмелли пысăк проектсене пурнăçлама хутшăнмашкăн йыхравлатăп», — тенĕ Михаил Васильевич.

Республикăн экономикăпа инвестици майĕсемпе вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă. Чăваш Ен географи тĕлĕшпе ăнăçлă вырнаçнă, республикăра политика лару-тăрăвĕшĕн тăнăçлăх кăтартуллă, промышленноç хăвачĕ пысăк, тивĕçлĕ инфратытăм аталаннă, ăста та пĕлÿллĕ специалистсем çителĕклĕ, патшалăх бизнеса пулăшать — çак тата ытти услови Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне тивĕçтереççĕ.

Правительство пуçлăхĕн заместителĕ çавăн пекех регионта ют çĕршывсен технологийĕсемпе тата инвестицийĕсемпе усă курса пурнăçланă пысăк инвестици проекчĕсемпе паллаштарнă. Çав шутра — машиностроени, электротехника, хими промышленноçĕнче ĕçе кĕртнĕ проектсем. «Республика Правительстви тытса пыракан политика тĕллевĕ — инноваци процесĕсене пуçарасси, хавхалантарасси, пурнăçпа ĕç-хĕлĕн мĕнпур сферинче инновацисене çул парасси. Чăваш Ен «Инноваци ĕç-хĕлĕ» индекс кăтартăвĕпе Раççейри субъектсен рейтингĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать», — тенĕ вăл.

Яппунсемпе ĕçлессине илес-тĕк — ку енĕпе тĕп отрасльсен шутне автокомпонентсем, вакуумлă выключательсем, двигательсем, металл тирпейлемелли оборудовани туса кăларасси кĕрет. Инвесторсем валли лайăх условисем йĕркелес тĕллевпе Чăваш Ен индустри паркĕсем тăвас енĕпе çине тăрса ĕçлет. Унта тивĕçлĕ инженери инфратытăмĕ пур, çавăн пекех республика инвесторсене налук енĕпе çăмăллăхсем парать.

Fujikura Automotive Europe гендиректорĕ Ичиро Камада республикăра ĕçленин опычĕпе паллаштарнă. Завод уçмашкăн площадка шыраса 2,5 çул ирттернĕ. «Эпир чылай республикăра пултăмăр, сирĕн майсене тĕпе хурса Чăваш Ене суйласа илтĕмĕр», — тенĕ вăл. Çакă чи малтанах республика географи тĕлĕшĕнчен ăнăçлă вырнаçнипе, кунта электротехника кластерĕ аталаннипе, инфратытăм лайăххипе, кадрсем çителĕклипе сăлтавланнă.

Тивĕçлĕ документсене хатĕрлеме ЧР Правительстви, Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулăшу кÿнĕ: «Проектăн кашни тапхăрĕнче сирĕн пулăшăва туйса тăтăмăр, çакă производствăна хăвăрт хута яма май пачĕ», — палăртнă Камада господин. Унăн компанийĕ Чăваш Енри производствăна малалла аталантарасшăн. «Михаил Игнатьев — уçă çын, регион пирки те çаплах калама пулать», — тенĕ вăл.

Шупашкарти электроаппарат завочĕн гендиректорĕ Александр Федотов хăй ертсе пыракан предприяти ĕçĕ-хĕлĕ, Японири компанисемпе тытакан çыхăну çинчен каласа панă. ЧР Стратеги пуçарăвĕсен агентствин экспертсен ушкăнĕн ертÿçи Владислав Семенов Чăваш Енри инвесторсене пулăшакан институтсемпе паллаштарнă.

Презентаци вĕçленнĕ хыççăн «Япони центрĕ» АНО директорĕ Хамано Митихиро журналистсемпе курнăçнă. «Пĕр ÿстермесĕр калама пултаратăп: ку — пирĕн посольствăра халиччен йĕркеленĕ чи лайăх презентацисенчен пĕри. Чăваш Республики хăйне туллин кăтартма тăрăшрĕ. Республика Пуçлăхĕ хăй те пулчĕ — пушшех сумлă», — тенĕ вăл. Такафуми Накаи те хăй кăмăллă пулнине палăртнă: «Фуджикура» компани тĕслĕхĕпе Японири автокомпонентсем туса кăларакан ытти производительсем те регионта ĕçлеме пуçласса шанатăп. Паянхи презентаци Чăваш Ен ертÿçисем Япони инвесторĕсемпе алла-аллăн ĕçлеме ăнтăлнине çирĕплетрĕ».

А.ВОЛКОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.