Патшалăхпа право аталанăвĕн XXI ĕмĕрти çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

24 Мая, 2016

Шупашкарти коопераци институчĕн никĕсĕ çинче çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери "XXI ĕмĕрти патшалăхпа право: теорипе практикăн çивĕч ыйтăвĕсем" наука-практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕ /филиалĕ/ йĕркеленĕ.

Конференци программине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн, Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри управленийĕн, РФ ШĔМĕн республикăри экономикăри преступленисемпе тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн, Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн, ЧР Юстици министерствин, Следстви комитечĕн Çĕмĕрлери следстви пайĕн, РФ ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн, Чăваш Республикин Адвокатсен палатин, Пермь крайĕн Адвокатсен палатин, Раççей ФСИНĕн республикăри управленийĕн юсанмалли 1-мĕш колонийĕн, Шупашкарти Калинин районĕн прокуратурин, асамлă Куçмапа Дамиан чиркĕвĕн прихучĕн, "Энергогарант" САК" ПАОн Вятка филиалĕн, Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратурин академийĕн наука-тĕпчев институчĕн, РФ Правительстви çумĕнчи Финанс университечĕн, Хусанти В.Г.Тимирясов ячĕллĕ инноваци университечĕн коррупципе кĕрешекен наука-тĕпчев институчĕн, Чулхулари Н.Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕн, РФ Шĕмĕн Чулхулари академийĕн, Саратоври патшалăх юридици академийĕн, Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕн /филиалĕн/, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Регионсен хушшинчи социаллă уçă институт, Тамбоври Г.Р.Державин ячĕллĕ патшалăх университечĕн, Октябрь Революцийĕн тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ Беларуç патшалăх ял хуçалăх академийĕн, Азербайджан Республикин ШĔМĕн Полици академийĕн тата Хазар хими завочĕн /Туркменистан/ 139 представителĕн 122 докладне кĕртнĕ.

Пухăннисене саламласа конференцин пĕрлехи ларăвне институт ректорĕ, истори наукисен докторĕ Валерий Андреев профессор уçнă. Вăл президиум членĕсемпе паллаштарнă. Унăн йышĕнче — Чăваш Республикин юстици министрĕ, юридици наукисен кандидачĕ Надежда Прокопьева, ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи, юридици наукисен кандидачĕ Анатолий Ухтияров, республикăн Адвокатсен палатин вице-президенчĕ Владимир Арапов, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев пайĕн ертÿçи, юстици подполковникĕ Павел Царев, Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн геодезипе картографи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Васюков, РФ ШĔМĕн Чулхулари академийĕн уголовлă тата уголовлă айăплава пурнăçламалли право кафедрин профессорĕ, юридици наукисен докторĕ, Раççей наукăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ тава тивĕçлĕ юрисчĕ Александр Кузнецов тата Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратурин наука-тĕпчев академийĕн наука сотрудникĕ, юридици наукисен кандидачĕ Ляля Халиуллина доцент. Валерий Витальевич конференцире сÿтсе явакан ыйтусен çивĕчлĕхне палăртнă, пухăннисене тухăçлă ĕçлеме суннă.

Республикăн юстици министрĕ, юридици наукисен кандидачĕ Надежда Прокопьева конференцие çĕршыври паллă ученăй-юристсене явăçтарни пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă, наука форумĕн кăтартăвĕсем пирĕн патшалăхăн право тытăмне усă кÿрессе шаннине палăртнă.

Пĕрлехи ларури докладсем вара — пĕринчен тепри вăхăтлă, çĕнĕ. Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕн /филиалĕн/ юридици факультечĕн деканĕ, юридици наукисен кандидачĕ, Раççей Федерацийĕн III класлă патшалăх чăн советникĕ Михаил Тимофеев доцент хăйĕн докладĕнче хăватлă Раççей патшалăхĕн XXI ĕмĕрти цивилизацин наука парадигминчи вырăнĕпе пĕлтерĕшне уçăмлатнă.

Александр Кузнецов "Уголовлă политика: XXI ĕмĕрти аталану стратегийĕ" темăпа сăмах илнĕ май Раççей Федерацийĕн уголовлă саккунĕсен аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене паянхи требованисене шута илсе çутатнă.

Ляля Халиуллина доцент социаллă сетьсенче юрăхсăр информаци сарнăшăн юридици енĕпе явап тыттарассин çивĕч ыйтăвĕсене çĕкленĕ.

Малалла наука форумĕ секцисене пайланса ĕçленĕ. 4 секци ĕçне аспирантсем, магистрантсем тата студентсем хастар хутшăннă, ученăйсемпе практиксен доклачĕсене итленĕ, вĕсене ыйтусем памалли, хăйсен шухăшĕпе паллаштармалли майпа туллин усă курнă. Пĕтĕмпе секцисен ĕçне 104 çын хутшăннă, 57 доклада итленĕ.

Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕн /филиалĕн/ фойинче конференци тематикине халалланă наука, вĕренÿ, методика кăларăмĕсен куравне йĕркеленĕ.

Наука форумĕ наука тата практика енĕпе питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Конференци материалĕсене Раççейри наука енĕпе цитатăламалли индекс — РИНЦ — системăна вырнаçтаракан ĕçсен пуххинче пичетлесе кăларĕç. Уйрăмах интереслĕ наука статйисене "Вестник Российского университета кооперации" тата "Фундаментальные и прикладные исследования кооперативного сектора экономики" наука журналĕсенче кун çути кăтартма сĕнĕç.

Вероника ДАВЫДОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.