«Ырă тумалла», - тени маншăн хурав мар

24 Мая, 2016

ВĔРЕНТЕКЕНĔН ПАРХАТАРЛĂ ĔÇЕ МĔНШĔН ПУРНĂÇЛАМАЛЛИНЕ УÇСА ПАМАЛЛА

"Паттăр çынсем кăна учитель профессине суйлаççĕ", — шухăшлаттăм ача чухне. Ара, вĕрентекенсен мĕн пенсие кайичченех шкула утмалла-çке… Муркаш шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕпе, кăçал «Çулталăк учителĕ» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ Алина Паладьевăпа паллашнă хыççăн ку чăннипех çапла иккенне ĕнентĕм. Эпĕ пынă чухне Алина Георгиевна 9-мĕш класра урок ирттеретчĕ. Класра тĕлĕнмелле шăплăх хуçаланни, вĕренекенсем ăна питĕ тимлĕн итлени савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те. Эпĕ хулари шкулсенчи урокра пĕрре кăна мар ларнă. Анчах унта пачах урăхла ÿкерчĕк хуçаланать. Тăхтав вăхăтĕнче Алина Паладьевăпа куçа-куçăн калаçма тÿр килчĕ.

«Эпĕ Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче çуралнă. Муркаш шкулĕнче вĕреннĕ. 11-мĕш класс хыççăн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра пĕлÿ илтĕм. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Эпĕ вĕрентекен пулма мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ. Манăн асанне Федора Романовна Ершова физикăпа математика вĕрентнĕ. Çавăнпа манăн математика вĕрентекенĕ пулас килетчĕ. Хам та çак предмета питĕ кăмăллаттăм. Анчах каярахпа вырăс чĕлхипе литературине ытларах килĕштерме пуçларăм. Ку предметсене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Алевтина Евстафьевна Андреева вĕрентетчĕ. Вăл епле пĕлÿ пани, хăйне мĕнле тытни... йăлтах-йăлтах кăмăла килетчĕ. Сăмах май, манăн анне те Галина Алексеевна ачалăх çулĕсенче биологи учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ. «Гальăна халь тесен халь учитель ĕçне шанас-тăк — вăл урока чиперех ертсе пыма пултарать», — тенĕ-мĕн анне пирки класс ертÿçи ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче. Çак сăмахсене час-часах аса илетĕп. Шел те, анне университета пĕрремĕш çулхине кĕреймен. Вара фермăна ĕçе вырнаçнă. Кукамай колхозра вăй хунă. Анчах вырăнти хуçалăхра шалу тÿлеймен, анне фермăра укçа ĕçлесе илме пултарнă. «Эсĕ вĕренме кĕрсен эпир мĕнле пурăнăпăр-ши?» — куляннă кукамай. Вăл хĕрне вĕренме ярасшăн пулман. Çакăншăн аннен кăмăлĕ юлнă. Вĕрентекен пулайманшăн яланах пăшăрханатчĕ вăл. Çывăх çыннăмăр пире вĕрентесчĕ тесе яланах ĕмĕтленнĕ. «Сирĕн вĕренмеллех, çын пулмаллах!» — тетчĕ тăтăшах. Чăн та, эпир шăллăмпа Александрпа иксĕмĕр те шкулта лайăх вĕреннĕ. Шăллăм та шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ. Университета хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Экономика енĕпе пĕлÿ илнĕскер халĕ Москакассинче ĕçлет. Аттен пиччĕшĕпе арăмĕ вăхăтсăр вилнипе манăн аттепе анне вĕсен ачине Маринăна усрава илнĕ. Вăл та Муркаш шкулне, Шупашкарти пĕр аслă шкула лайăх пĕтерчĕ. Халĕ Мускавра юристра ĕçлет. Анне Галина Алексеевна Муркашри кирпĕч заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Атте Георгий Петрович ĕмĕр тăршшĕпех шоферта вăй хунă. Халĕ — пенсире. Аттепе анне эпĕ вĕрентекен пулнăшăн питĕ хĕпĕртеççĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Алина Георгиевна.

Алина Паладьева шкулта 14 çул ĕçлет ĕнтĕ. Хăй суйланă профессие питĕ кăмăллать. Вĕренекенсемшĕн интереслĕ пулас тесе яланах çĕннине шырать, уроксене хăйнеевĕр ирттерме тăрăшать. Вĕренекенсем те хисеплеççĕ, юратаççĕ ăна. Сăмах май, Алинăн мăшăрĕ те Сергей Димитриевич шкулта ĕçлет, физкультура вĕрентет. Паладьевсен хĕрĕ Аня кăçал 4-мĕш класс пĕтерет. Вăл та «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Кĕçĕнни Валера авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче парта хушшине ларĕ.

«Учитель пулнă май пурнăçпа тан утма тăрăшатăп. Яланах хама аталантарма, çĕннине пĕлме талпăнатăп. Интереслĕ, интеллигентлă çынсемпе, анлă тавракурăмлă ĕçтешĕмсемпе хутшăнатăп. Профессире мана пуринчен ытла çакă кăмăла килет. Йывăрлăхсем пирки сăмах пуçарас-тăк вĕсем, манăн шухăшăмпа, яланах пулнă. Калăпăр, асанне шкулта ĕçленĕ чухне те. Ун чухне вĕсем кăшт урăхларах пулнă çеç. Паянхи ачасен тăрăшулăхĕ сахалрах. Паллах, юратса, çине тăрса вĕренекенсем пур. 9-мĕш классемпе кĕçех экзамен тытăпăр. Вĕсем йăлтах ăнланаççĕ, çитĕнÿ хăйсенчен килнине те пĕлеççĕ. Çавăнпа урокра шăппăн итлесе ларма, хăйсене тытма хăнăхрĕç. 5-мĕш класра чухне вĕсем те шухăччĕ. Шавлатчĕç, итлеместчĕç... Ачасене вăрçнине тĕлĕкре те пĕрмаях кураттăм. Халĕ çав вĕренекенсемех урокра питĕ хастар та пуçаруллă. Паянхи программăсем, эпир вĕреннĕ тапхăртипе танлаштарсан, паллах, йывăртарах. Çакă питĕ сисĕнет. Апла пулин те ку самана ыйтнипе килĕшсе тăрать. Паян çамрăкăн питĕ нумай пĕлмелле, анлă тавракурăмлă пулмалла. Унсăрăн малашнехи пурнăçра питĕ йывăр килĕ. Тен, тепĕр чухне ытлашшипех йывăр пулĕ, анчах вăл кирлех. Нумай вĕренни нимĕн чухлĕ те чăрмантармасть. Пуçа ĕçлеттерни пăсăклă мар», — шухăшне палăртрĕ вĕрентекен.

— Паян ачасем кĕнеке вуласшăнах мар. Интернетра произведенисен кĕске содержанийĕпе паллашнипех çырлахаççĕ…

— Шкул ачисен хушшинче вулама юратаканнисем те, вуламаннисем те яланах пулнă. Эпир шăллăмпа ача чухне кĕнекене алăран ямастăмăр. Иккĕмĕш сыпăкри пиччесемпе шăллăмсем хăнана килетчĕç те пирĕнтен тĕлĕнетчĕç. «Эсир пĕрмаях вулатăр», — тетчĕç. Апла пулсан вĕсем хăйсем вуламан ĕнтĕ. Паян та çавăн пек. Хăшĕ-пĕри питĕ нумай вулать. Ачасенчен мĕнле кĕнеке вулани пирки тăтăшах ыйтатăп. Хăшĕсем хальхи литературăна нумай шĕкĕлченинчен тĕлĕнетĕп те. Пирĕн шкулти библиотека питĕ пуян, «чун çимĕçне» кăмăллакансен суйламалăх пур. Муркаш салинче — 3 вулавăш. Вĕренес, вулас текенсем вĕсене те хапăлласах çÿреççĕ.

— «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс епле иртнине те пĕлес килет.

— 2009 çулта «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Ун чухне те районта пĕрремĕш вырăна тухрăм. Анчах республика конкурсĕнче грант илнĕ учительсем кăна "вăй виçнĕччĕ". «Санăн çак конкурса хутшăнмаллах», — тетчĕç мана тăтăшах шкулта. Конкурс питĕ яваплă тупăшу пулнине, унта нумай хатĕрленмеллине ăнланатăм. Ара, намăс курас килмест-çке. Тата район чысне те хÿтĕлемелле! Çавăнпа: «Манăн вăхăт çук», — теттĕм. Ун чухне хамăн ачасем те пĕчĕкчĕ. Вĕсемпе вăхăт нумай ирттерме тиветчĕ. Кăçал вара конкурса хутшăнма хăюлăх çитертĕм. Çĕнтерме, паллах, йывăр пулчĕ. Районтан 11 педагог хутшăннăччĕ. Республикăра — çирĕм улттăн. Икĕ тапхăрпа иртрĕ конкурс. Чи малтан урок ирттертĕм, вăл нумай балл пухма пулăшрĕ. Телее, Кÿкеçри шкулта вĕренекенсем урокра питĕ лайăх ĕçлерĕç. Шкул ачисем хăйсен шухăшне уçса пама пултарнăран, хитре калаçма пĕлнĕрен урок çÿллĕ шайра иртрĕ. Çавăн пекех педканашпа ăсталăх сехечĕ ирттерме тиврĕ. Тепĕр конкурс — педагогика проекчĕ. Ăна жюри умĕнче хÿтĕлерĕм. Иккĕмĕш тапхăра 5-ĕн тухрăмăр. Вĕрентÿ темипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва хатĕрленмесĕрех хуравланине пысăк хак пачĕç. Вăлах çĕнтерме пулăшрĕ. Кĕркунне Чăваш Республикин чысне хÿтĕлеме Самар хулине кайăп. Унччен мĕнпур информацие Интернета вырнаçтармалла. Учитель профессине мĕншĕн суйлани пирки эссе çырмалла. Самарта та урок, ăсталăх сехечĕ ирттермелле.

Эпĕ уроксене тĕрлĕрен тата çĕнĕлле ирттерме тăрăшатăп. Произведенисене тишкернисĕр пуçне ачасене шухăшлаттаракан ыйтусен хуравне шыраттаратăп. «Ырă тумалла!» — тени маншăн хурав мар. Мĕншĕн ырă тумаллине уçса памалла вĕренекенĕн. «Ырă тусан хăвна телейлĕ туятăн, çавăнпа куллен ырă ĕç тумалла!» — çакăн пек пĕтĕмлетÿ — тĕрĕсси. Вырăс чĕлхи урокĕсенче те вĕсене хăйсене нумайрах ĕçлеттерме тăрăшатăп. Хам та курссене час-часах çÿретĕп, Интернетри курссене хам тĕллĕн «шĕкĕлчетĕп». Вĕрентекенĕн питĕ нумай пĕлмелле.

Муркаш шкулĕнче ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ. Кунта питĕ пултаруллă учительсем ĕçлеççĕ. Вĕсене пăхса вĕренме тăрăшатăп. Пирĕн шкул пĕлтĕр Раççейри яллă тăрăхсенчи чи лайăх 200 шкул шутне кĕме пултарчĕ. Экзаменсене, уйрăмах вырăс чĕлхипе, яланах лайăх тытатпăр. Пĕлтĕр медалистсем йышлăн тухрĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕчĕ.

— Ĕмĕт-тĕллев те пысăк ĕнтĕ.

— «Эсĕ кирек ăçта та ĕçлеме пултаратăн», — тет мана нумайăшĕ. Анчах эпĕ хама шкултах куратăп. Паллах, паян шкулта ĕçлеме йывăр. Йывăрлăхĕ ĕç укçинче мар, обществăра, ачасен ашшĕ-амăшĕ вĕрентекенсене епле хакланинче. Шалу пĕчĕккине тÿссе ирттерме пулать, халĕ ниçтах та нумай тÿлемеççĕ. Эпир ачасене тарăн пĕлÿ пама тăрăшатпăр. Вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарччăр тетпĕр. Шел те, хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ çакна ăнланса çитереймест. Вĕренекенсенчен ытлашши нумай ыйтатпăр, паллăсене чакарса лартатпăр тесе шухăшлаççĕ вĕсем. Анчах экзамен тытмалла-çке, çавăнпа эпир пирĕн мĕн чухлĕ ыйтмаллине пĕлетпĕр. Олимпиадăсене, конкурссене хатĕрленнĕ чухне ачасемпе уроксем хыççăн та юлатăп. Унсăр лайăх кăтартусем пулмаççĕ.

— Эсир ытти конкурса та хутшăнатăр пулас.

— Çапла, конкурссене пĕрмаях хутшăнатăп. Сăвă пăхмасăр калама юрататăп. Акă нумаях пулмасть сăвă вулакансен Вера Кузьмина ячĕллĕ конкурсĕ иртрĕ. Эпĕ унта Светлана Асаматăн «Тăлăха юлнă салтак арăмĕ» сăввине каласа III степень Диплом çĕнсе илтĕм. «Çеçпĕл» эстрада ансамбльне çÿреме те вăхăт тупатăп. Мана яланах концерта ертсе пыма шанаççĕ. Шкулта ывăннă хыççăн ансамбле çÿрекенсемпе курса калаçсан чун уçăлса каять. Юрлани-ташлани, юлташсемпе тĕл пулни пурнăçра нумай пулăшать, пуçа усма памасть.

— Тавах интереслĕ калаçушăн, Раççей конкурсĕнче çĕнтерме вăй-хăват, ăнăçу сунатăп.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.