Чее те ăслă, питĕ сĕмсĕр...
Ют укçана вăрламалли çĕнĕ мелсем вăй илсех пыраççĕ
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хула урамĕсенче çын çĕлĕкне хывса илни, хĕрарăм сумкине туртса илни час-часах пулатчĕ. Паян кунашкалли çукпа пĕрех. Ют пурлăха хапсăнакансем халь чее те ăслă — «прогрессивлă» технологисемпе усă кураççĕ. Шалти ĕçсен министерствинче иртнĕ пресс-конференцире ултавăн çĕнĕ мелĕсем пирки каласа пачĕç.
Алло, айвансене шыратпăр!
ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пай пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Фадеев пĕлтернĕ тăрăх — çулталăк пуçланнăранпа республикăра ултавпа çыхăннă 700 ытла преступление регистрациленĕ. Вĕсенчен çурри — карас çыхăнăвĕн хатĕрĕсемпе тата Интернет сечĕпе усă курса тунисем. Çавăн пекех çынсене Интернет урлă тавар сутнă е туяннă, пулăшу ĕçĕ кÿнĕ чухне час-часах улталаççĕ — 161 тĕслĕх. Социаллă сетьсенчи «çĕмĕрнĕ» страницăсенче çыру çÿретнĕ май, çывăх çыннăр преступлени тунине кура полицие лекнĕ тесе, çавăн пекех хăйсемпе вăл е ку социаллă служба ĕçченĕ пек паллаштарса улталасси те çав-çавах пĕтмест. Ултав тĕслĕхĕсем нумайлансах пыни палăрать.
Владимир Фадеев пайăр тĕслĕхсемпе те паллаштарчĕ. Лавккара сутуçăсене улталаса хăваракансем ытларах чухне гастролерсем иккен. Е кирлинчен сахалрах укçа тыттарса хăвараççĕ, е тавара та, укçине те илсе каяççĕ. «Ăста алăсем» тем тума та пĕлеççĕ. Акă Тамбов çыннисен ушкăнне тытса чарнă. Вĕсем Чăваш Ен урлă иртнĕ май темиçе çĕрте «йĕр хăварма» ĕлкĕрнĕ. Чăваш Ен полицийĕ вăхăтра мерăсем йышăннине кура Çĕмĕрлере преступлени тунă хыççăн республикăран тухса кайма ĕлкĕрнĕскерсене тупма пултарнă.
Нумаях пулмасть вара Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта халиччен пулман «телефон ултавĕн» тĕслĕхĕсене шута илнĕ. Пĕр суту-илÿ сечĕн ĕçченĕсем улталаннă. Такамсем сутуçăсене шăнкăравланă та хăйсем пирки лавкка хуçи тесе пĕлтернĕ. Хĕрарăмсем вĕсене палламаççĕ вĕт — вăлтана çакланнă. Лешсем хăйсем асăннă абонент номерĕсем çине укçа куçарма ыйтнă. Сутуçăсем ыйтнине пурнăçланă — 7-15 пин тенкĕ куçарнă. Ултавçăсене шыраççĕ-ха.
Банкри шут уççи
Полици тунмасть: çĕнĕ йышши технологисене çăварлăхланă преступниксене тупса палăртма пĕртте çăмăл мар. ШĔМĕн «К» пайĕн пуçлăхĕ Александр Смирнов каланă тăрăх — çулталăк пуçланнăранпа Интернет урлă тата банк карточкисемпе усă курса тунă 280 ытла преступление регистрациленĕ. Ытларах чухне киревсĕр тĕллевлĕ çынсем тĕрлĕ сайтри пĕлтерÿсем тăрăх таваршăн укçа куçарса паратпăр тесе çынсен банк карточкисен реквизичĕсене пĕлеççĕ те — банкри шут çинчи укçана сăптăрса илеççĕ. Схема ансат: калăпăр, пăру сутма пĕлтерÿ панă çын патне шăнкăравлаççĕ. Туянасшăн-мĕн, укçан пĕр пайне карточка çине куçарса парасшăн. Эппин, карточка номерĕ кирлĕ — çын цифрăсене пĕлтерет. Унтан — тепĕр шăнкăрав: чăрмав тухса тăнă имĕш, укçа куçарма карточка хуçин телефонĕ çине килнĕ пароль те кирлĕ... Ăна пĕлтернĕ хыççăн, паллах, карточка çинчи укçана вăрламашкăн текех чăрмав çук.
Хăрушлăх чăннипех пысăк: преступниксем пластик карточкăсем çинчи укçана парольсĕрех вăрлама та вĕренсе çитнĕ иккен. Карточкăна Интернетпа та усă курмалли телефон номерĕпе çыхăнтарнă пулсан асăрханулăх пушшех кирлĕ. Преступниксем вируслă программăсем ярса параççĕ те — вĕсене уçсанах карточка çинчи укçа çухалма пултарать. Кун пек чухне банк укçана тавăрса памасть. Вĕсен логики ансат: «Хваттер уççине эсир никама та шанса памастăр вĕт, апла-тăк мĕншĕн хăвăрăн телефонăрпа ытла та тимсĕр?» Кунашкал тĕслĕхсенче телефон банкри шутăн управлени инструменчĕ пулса тăрать, çав инструмент вара — банкра мар, уйрăм çын аллинче.
Çакăн пек тĕслĕх те пулнă. Пĕр хĕрарăмăн карточки çинчи укçа çухалнă. Вăл банка кайнă, унта, паллах, укçана тавăрса паман. Преступниксем тапăннă карточкăна банкра блокировка тунă, хĕрарăма çĕннине панă. Анчах вăхăт иртнĕ те — çав çĕнĕ карточка çинчен те укçа çухалнă. Телефон номерĕ унчченхиех-çке — такамсем хăнăхнă çулпах усă курнă ĕнтĕ. Асăннă йышши тĕслĕхсенче полицин шырав ĕçне чăрмантараканни те пур. Çынсем укçа çухалнă хыççăн хыпăнса ÿксе банка чупаççĕ, унта вĕсене телефона «тасатма» сĕнеççĕ. Шар курнисем çакăн хыççăн тин Шалти ĕçсен министерствине килеççĕ. Вăрăсене шырамашкăн телефонра упранса юлнă «йĕрсем» кирлĕ ĕнтĕ. Анчах вĕсене «тасатма» ĕлкĕрнĕ те — преступление уçса парасси тĕттĕм пÿлĕмре çук хура кушака шыранипех танлашать.
Асăрханăр!
Акă мĕншĕн Александр Смирнов асăрхаттарсах калать: «Телефона ача-пăча тытасран та сыхланмалла. Ачасем Интернетран тем тĕрлĕ программа «уçлаççĕ» — хайхи усал вируссене çаклатасси те пулма пултарать». Çийĕнчен Интернетпа çыхăнакан телефона антивирус программипе те тивĕçтермеллех. Çакă та çителĕксĕр пулма пултарать. Çавăнпа Интернет урлă е лавккара час-часах тавар туянма е тÿлеме усă куракан карточка çинче пысăк укçа тытни вырăнсăр.
«Сирĕн карточкăна блокировка тунă», — çапла шăнкăравласа карточка реквизичĕсене ыйтакан «банк ĕçченĕсене» ĕненме юрамасть. Банк ĕçченĕсем нихăçан та реквизитсене ыйтмаççĕ — вĕсене ахаль те пĕлеççĕ. Апла-тăк — ултав. «Çывăх çыннăр преступлени тунă, ăна хăтармашкăн укçа тÿлемелле» тесе шăнкăравлакансем те ултавçăсемех. Унашкал пĕлтерÿ пулсан хыпăнса ÿкни вырăнсăр, малтанах çывăх çыннăрпа хăйĕнпе çыхăнма тăрăшăр. Пĕлсе пĕтер, тен, вăл тепĕр пÿлĕмрех çывăрать... Унашкалли те пулнă, анчах çакă ачине уголовлă майпа явап тыттарасран хăтарас тесе хыпăнса ÿкнĕ çынна такамсене укçа тыттарса яма чăрмантарман.
Ултавçăсем тем тĕрлĕ майпа та усă курнă пирки нумайăшĕ пĕлет — кун пирки хаçатсем те çине-çинех çыраççĕ, телекурав асăрхаттарать. Анчах çынсем шăнман пăр çине çав-çавах ларса юлаççĕ. Полици граждансене тимлĕрех пулма, телефонпа е ытти майпа илекен информацие тĕрĕслеме сĕнет, лайăх палламан çынсене шанма юраманни пирки аса илтерет. Иккĕленÿ çуратакан мĕнпур тĕслĕхре çийĕнчех полиципе çыхăнма ан ÿркенĕр. Ахаль телефонпа — 02, кĕсье телефонĕпе 020 е 102 номерсемпе шăнкăравламалла.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать