Унăн сăнарĕ манăçмасть...
Етĕрне районĕнчи Тури Ачак культура çуртĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Евдокия Пчелкина çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă ас тăвăм каçĕ иртрĕ.
Евдокия Алексеевна Тури Ачак шкулĕнче 47 çул ĕçленĕ, пĕрремĕш хут шкула килнĕ вĕт-шакăр ачасем валли пĕлÿ тĕнчине çул уçнă, вулама-çырма вĕрентнĕ, ырăпа усала уйăрма хăнăхтарнă. Нумай çул шкулти вокалпа ташă коллективне, Мăн Явăш культура çурчĕ çумĕнчи ансамбле ертсе пынă. Ырă ят-сума тивĕçнĕ коллективсене телекуравпа темиçе хутчен кăтартнă, пултаруллă ял юрăçисемпе артисчĕсем пирки хаçат-журналта çырнă. Евдокия Алексеевна ачасене тĕрлĕ конкурс-фестивале, концертсене хутшăнтарма тăрăшнă. Пултаруллă педагог 1996 çулта яланлăхах куç хупнă. Çакă унăн вĕренекенĕсемпе ял-йышшăн чăннипех те пысăк çухату пулнă.
...Пултаруллă вĕрентекен, культура ĕçченĕ пирки аса илсе калаçма ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем, тăванĕсем йышлă пухăннă. Ас тăвăм каçне педагог профессине мухтакан сăвă йĕркисем уçрĕç. Унтан экран çинче Е.Пчелкина 1994 çулта панă интервьюна пăхрĕç. Евдокия Алексеевнăн педагогикăри ĕçĕ-хĕлĕ пирки Тури Ачак шкулĕн директорĕ В.Егоров, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Л.Айдак тата И.Андреева каласа кăтартрĕç. Л.Русскова хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне юратса аса илчĕ. Тури Ачак шкулĕнче пĕлÿ илнĕ Е.Филиппова, А.Вавилова, Н.Вавилов Евдокия Пчелкина ырă кăмăллă, пысăк чун-чĕреллĕ, ылтăн алăллă çын пулнине палăртрĕç.
Уяв каçне «Гармония» хореографи ансамбльне çÿрекен Тури Ачак шкулĕн вĕренекенĕсем тата Етĕрнери ачасен пултарулăх çурчĕн «Юх, юрă!» вокал ансамблĕн çамрăк артисчĕсем юрă-ташăпа пуянлатрĕç. Сăмах май, халĕ коллектива ăнăçлă ертсе пыракан Е.Владимировăпа Н.Степановăна та Евдокия Алексеевна пултарулăх çулĕ çине тăма пил панă. Вĕсем чи малтан ун патне çÿресе турă панă талантне аталантарнă.
Сцена çине мухтавлă педагогăн вĕренекенĕсем чылайăн тухрĕç. Вĕсем - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ В.Клементьев, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тури Ачак культура çурчĕн директорĕ М.Долгов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ Ф.Кузнецов... Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕн преподавателĕ И.Смирнова Евдокия Алексеевна пуçарнă ĕçе çамрăк ăру малалла ăнăçлă тăснине палăртрĕ.
Евдокия Алексеевна пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсене çĕр-шыва юрăхлă çын пулса çитĕнтерме тăрăшнă. Пĕчĕкрен çынсене хисеплеме вĕрентнĕ, юрă-ташăпа туслаштарнă. Унăн аслă хĕрĕ Светлана Ивановна амăшне хисеплесе ас тăвăм каçне пухăннисене тав турĕ. «Юратăр, хисеплĕр, упрăр аннесене!» - çапла вĕçлерĕ вăл сăмахне.
И.СМИРНОВА, А.ПАВЛОВ.
Етĕрне районĕ
Комментировать