Паттăрла пĕр ĕçшĕн - орден, теприншĕн - медаль

24 Мая, 2016

Алексей Федотович Иванов 1912 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Урикассинче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш, Штанашри 6 çул, Хĕрлĕ Чутайри 8 çул вĕренмелли шкулсенче ăс пухнă. 1928-1931 çулсенче вăл Етĕрнери педагогика техникумĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ, пуçламăш шкул учителĕ пулса тăнă.

Алексей Федотович тăван ялне таврăнса Урикассинчен пĕр çухрăмра вырнаçнă Упукушкăньри пуçламăш шкул заведующийĕнче тăватă уйăх ĕçленĕ. Унтан ăна Çĕнĕ Атикасси шкулне преподаватель-обществоведа куçарнă. 1932 çулта пултаруллă вĕрентекене Хĕрлĕ Чутайри учительсен профсоюз комитечĕн председательне суйланă. 1936 çулта Мускавра РОНО заведующийĕсен курсне пĕтернĕ. Ăна Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче завуча лартнă. Çулталăкран каллех Хĕрлĕ Чутая чĕнсе илнĕ: РОНО заведующийĕ, çав вăхăтрах Хĕрлĕ Чутай райĕçтăвком членĕнче 2 çул тăрăшнă. Вăл вăхăтра халăха çутта кăлармашкăн ялсенчи шкулсенче хутла вĕрентмелли курссем уçмалла пулнă, пур çынна та вулама-çырма хăнăхтармашкăн хистенĕ. Çак ĕçе йĕркелесе тăраканни шăпах РОНО заведующйĕ Алексей Федотович пулнă.

1937 çулсенче çĕршыври шкулсенчи чылай вĕрентекене Совет влаçне хирĕç тăрать тесе айăпланă. Ĕçе япăх йĕркеленĕ тесе Алексей Иванова та выговор парса ĕçрен кăларнă, районти шкулсен алăкĕ уншăн хупăннă. Шăпах çавăнпа вăл 1937 çулхи раштав вĕçĕнче Челябинск облаçне тухса кайнă, Кăнтăр Урал тăрăхĕнчи пĕр шкулăн директорне вырнаçнă. 1940 çулхи авăн уйăхĕчченех çав шкула ертсе пынă, Хисеп хутне илме темиçе хутчен те тивĕçлĕ пулнă. Тепĕртакран яш тăван тăрăха таврăнса Штанашри вăтам шкула истори учительне вырнаçнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕччен, фашистсемпе çапăçма алла повестка иличченех, унта тăрăшнă.

Çарта 1945 çулхи юпан 25-мĕшĕччен службăра тăнă, Хĕвеланăç, Тĕп, Прибалтика, Беларуç фрончĕсенче çапăçнă: малтан — ахаль салтак, унтан — штаб çыруçи. Алексей Иванова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Паттăрлăхшăн», «Кенигсберг хулине илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. «Иванов аслă сержант Вузеи ялĕ патĕнче паттăрлăхпа ăсталăх кăтартрĕ. Пирĕн салтаксем атакăна çĕкленсен вĕсене хирĕç пĕр çуртран пулемет татти-сыпписĕр вут-çулăм çунтарнă, совет салтакĕсене малалла кайма чăрмантарнă. Иванов юлташ хăйĕн отделенийĕнчи салтаксемпе шуса пырса тăватă пулеметчика тĕп тунă, пĕр пулеметне алла илсе фашистсене пенĕ, хирĕç ларакан çуртри тепĕр пулемет точкине тĕп тунă. Хăюллă çак ĕçшĕн вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕçлĕ тесе шутлатăп», — çапла çырнă стрелоксен 578-мĕш полкĕн командирĕ. «Паттăрлăхшăн» медале салтак хаяр çапăçура полкĕн докуменчĕсене сыхласа хăварнăшăн илме тивĕç пулнă.

Килне таврăннă хыççăн вăрçă паттăрне каллех Хĕрлĕ Чутая, районти педагогика пÿлĕмĕн заведующине, ĕçлеме илнĕ. Вăл çав вăхăтрах общество ĕçĕнче те, профсоюзра, хастарлăх кăтартнă. 1953 çулта Алексей Федотович Надежда Эзенкинăпа çемье çавăрнă. Надежда Ивановна та учитель. Унăн педагогика стажĕ — 40 çул ытла. Надежда Ивановнăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата юбилей медалĕсемпе чысланă.

Шел, Алексей Федотович 1963 çулта, 51-рех, çут тĕнчепе сывпуллашнă.

— Упукушкăнь ялĕнчи çĕнĕ шкул çуртне хута ярассишĕн чупрĕ-чупрĕ, хăй унта ĕçлесе кураймарĕ те, — çапла аса илетчĕ Надежда Ивановна мăшăрĕ пирки.

Хĕрарăмăн ачисене — икĕ хĕрпе пĕр ывăла — пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Килти хуçалăха та тытса пынă, ачисене те пăхнă, çав хушăрах шкулта та тăрăшнă. Çавăнпа мухтавлă ăру фашистсене çĕнтерме пултарнă та.

Галина ЗОТОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.