Хĕрне ашшĕшĕн тавăрнă

24 Мая, 2016

Пилĕк хутчен качча тухса та Светлана Аллилуева телейлĕ пулайман Кăçал Сталин хĕрĕ çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. «Кремль принцесси» мĕнлерех пулни çинчен «Комсомолкăна» экспертсем каласа кăтартнă.

Кăçал Сталин хĕрĕ çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. «Кремль принцесси» мĕнлерех пулни çинчен «Комсомолкăна» экспертсем каласа кăтартнă.

Ашшĕне хушусем панă

Светлана — çулпуçăн виççĕмĕш ачи. Аслă ывăлĕ Яков Екатерина Сванидзерен çуралнă. Иккĕмĕш хутĕнче Надежда Аллилуевăпа пĕрлешнĕ, Василий тата Света çуралнă.

— Чи малтанах Светланăна ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çитсех кайман, — тет историк, Сталин çинчен çырнă кĕнекесен авторĕ Святослав Рыбас. — Унăн амăшĕ Надежда Аллилуева пурнăçĕнче ачисене тĕп вырăнах хуман. /Н.Аллилуева малтанах — Ленинăн, каярахпа мăшăрĕн секретариатĕнче ĕçленĕ/. Светлана амăшĕ хăйĕн ĕçĕсемпе аппаланнине туйнă, ашшĕне сайра хутра çеç курнă. Василие хурал­çăсем «пăхса ÿстернĕ», вăл вĕсемпе усал сăмахсемпе те вăрçăннă, пуçтахланнă та. Светланăпа пĕрле няня пулнă. Сталин хĕрне хăйне майлă юратнă. Унпа тарçăлла вылянă. Хĕрĕ ун ячĕпе «хушусем» çырнă.

Амăшĕ перĕнсе вилнĕ чухне Светлана 6 çула çитнĕ. Инкек Н.Аллилуева Сталинпа çынсен умĕнче хирĕçнĕ хыççăн пулнă теççĕ. Арăмĕ хăйĕн çине алă хурсан Сталин улшăннă.

Мăшăрĕнчен уйăрнă

Пĕрремĕш хут Светлана студент çулĕсенче пиччĕшĕпе Василипе пĕр класра вĕреннĕ Григорий Морозова, Пĕтĕм тĕнчери хутшăнусен институчĕн студентне, качча тухнă.

«Григорий Светăна юрататчĕ, лешĕ ăна — çук, — аса илет унăн тантăшĕ Ольга Ривкина. — Хăй каласа кăтартнă тăрăх — Света унпа ашшĕнчен айккинерех пулас тесе çеç çырăнма килĕшнĕ».

Сталин кĕрĕвне юратсах кай­­ман. «Еврей! Вырăс тупма пултараймарăн-им?!» — тенĕ.

Света ывăл çуратнă, кукашшĕне хисеплесе Иосиф ят панă. Пĕчĕкскер Сталин сăнлах пулнă. Çапах Сталин мăнукне юратма пултарайман /Иосиф паллă кардиолог, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ пулса тăнă/.

— 1947 çулта Сталин хĕрне мăшăрĕпе пурăнма чарнă. Вăл хушнипе ывăлĕ Василий йăмăкĕн паспорчĕпе загса кайса килнĕ, темиçе сехетрен мăшăрланнине кăтартакан штампсăр документ илсе килнĕ, — çирĕплетет КГБ ветеранĕ Игорь Атаманенко.

Каярах виçĕ çулти Иосифа Светланăн иккĕмĕш мăшăрĕ хăйĕн ывăлĕ пек çыртарнă. Юрий Жданов политбюро членĕн Андрей Ждановăн ывăлĕ пулнă.

Жданова качча тухсан та Светлана телей курайман. Ачине çуратнă чухне вăл чутах вилмен, хĕрĕ Катя кирлĕ виçерен пĕчĕкрех çуралнă. Аллилуевăпа Жданов часах уйрăлнă. Хĕрĕ ашшĕ çемйинче юлнă /Екатерина Жданова Камчаткăна кайнă, вăл — вулканолог. Унăн хĕрĕ çитĕннĕ ĕнтĕ, мăнукĕсем те пур/.

Çулпуçпа тăванлашас темен

— Пĕрремĕш хутĕнче Светлана 14 çулта чухне Лаврентий Берия ывăлне Сергона юратнă, — тет Святослав Рыбас историк. — Сталин Светланăна Сергона качча парасшăн пулнă. Анчах Берия хирĕçленĕ. Серго та унпа çыхăну тытасшăн пулман. Берия Сталин ватăлса çитнине, часах вилессе ăнланнă. Вилнĕ хаяр çулпуçпа тăванлашни хăйне çеç сиен кÿме пултарнă...

С.Рыбас шухăшĕпе — нумай арçын Светлана çине Сталин тăсăмĕ çине пăхнă пек пăхнă. Светланăпа хутшăнусем йĕркелени вĕсемшĕн чылай чухне çулпуçа психологи тĕлĕшĕнчен тавăрнипе вĕçленнĕ.

Сăмахран, унăн виççĕмĕш мăшăрĕпе Джонрид Сванидзепе те çапла пулнă. Джонрид торгпредство сотрудникĕн Александр Сванидзен /Сталинăн пĕрремĕш арăмĕпе Екатеринăпа пĕртăван/ çемйинче çуралнă. 1938 çулта унăн ашшĕпе амăшне халăх тăшманĕ тесе арестленĕ. 1943 çулта Джонрида Хусанти тĕрме психбольницине ăсатнă, унта вăл 5 çул пулнă. Тата 5 çул Казахстанра пăхăр рудникĕсенче ĕçленĕ. Сванидзе Светланăна ачаранпах пĕлнĕ, пĕр-пĕрне Мускав консерваторийĕнче ăнсăртран тĕл пулсан тепĕр уйăхранах пĕрлешме шут тытнă. 1957 çул Сталин вилнĕ ĕнтĕ, анчах Сванидзе ăна тавăрнă — унăн хĕрĕ урлă. Вĕсем пĕрлешсен икĕ çултанах уйрăлнă.

Инди коммунисчĕ — чи лайăх еркĕн

Сталин пуç пулса тăнине сивленĕ хыççăн унăн хĕрне çăмăллăхсемсĕр хăварнă. 1956 çулта вăл Тĕнче литературин институтне ĕçлеме вырнаçнă, унта çемьеллĕ çыравçа Андрей Синявские килĕштернĕ, каярахпа Давид Самойлов поэтпа çыхланнă.

Аллилуева чăннипех юратнă пĕртен пĕр арçын ăна качча илмен. Инди коммунисчĕпе Браджеш Сингхпа Светлана Кунцевăри больницăра паллашнă — лешĕ Союза сипленме килнĕ. Светлана ун чухне 35 çулта пулнă, Сингх — 15 çул аслăрах. Индири пуян йăх тĕпкĕчĕ мĕнпур çăмăллăхран пăрăннă, чăн-чăн коммунист пулнă. Светланăпа вĕсем çырăнмасăр пурăннă. Аллилуева хăйсене пĕрлешмешкĕн ирĕк пама ыйтнă, анчах СССР Министрсен Канашĕн председателĕ Алексей Косыгин ура хунă.

1966 çулта Сингх усал шыççа пула вилнĕ. «Кремль принцессин» пурнăçĕ тĕпренех улшăннă.

— Аллилуева мăшăрĕ хушса хăварнипе унăн кĕлне тăван çĕрĕнче вĕçтермешкĕн хăйне Индие яма ыйтнă, — каласа кăтартать Игорь Атаманенко. — Индире вăл Америка посольствине пынă, политика тĕлĕшĕнчен хÿтлĕх ыйтнă. Вăл çапла хăтланни тĕнчене кисретнĕ: çулпуç хĕрĕ Тăван çĕршывне, совет тытăмне, тăван ашшĕне сутнă! Паллах, Америкăри ятарлă службăсем ăна сăнанă. Америкăна вăл СССР чыс-сумне чакармалли мел вырăнне кирлĕ пулнă.

Америкăра Светлана хăйĕн мемуарĕсене пичетлесе 2,5 миллион доллар гонорар илнĕ, чухăнах мар пурăннă. 1970 çулта Аллилуева Америка архитекторне Уильям Питерса качча тухнă, 44 çулта хĕрне Ольгăна çуратнă. Çĕнĕ упăшка Светланăн пурлăхне хăвăртах салатнă: унăн фирмин пысăк парăмсем пулнă. 1972 çулта мăшăр уйрăлнă. Светлана Лана Питерс ятпа юлнă.

— Света çĕршывран кайсан унăн ывăлне Йосьăна эпĕ пăхса ÿстертĕм, — аса илет иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Александр Аллилуев. — Катьăна ура çине тăма Юра Жданов пулăшрĕ. Тухса кайсан Йося та, Катя та амăшне каçармарĕç, текех унпа хутшăнмарĕç.

Тăван çĕршыва таврăнни

1984 çулхи чÿк уйăхĕнче Светлана хĕрĕпе Ольăпа ССР Союзне таврăннă. Вĕсем Тбилисире чарăннă, анчах 1986 çулта Светлана Горбачевран Америкăна каялла яма ыйтнă. Лешĕ унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Çапах чикĕ леш енче те Аллилуева канлĕх тупайман. Юлашки çулсенче Светлана Америкăри Ричленд хулинчи ватăсен çуртĕнче пурăннă. Влаçсем ăна кашни уйăхра 850 доллар пособи панă. 2011 çулта Светлана 85 çула çитсе усал шыççа пула вилнĕ.

— Сталин ачисем çулпуç мăнаç­лăхĕн йывăрăшне туйса пурăннă, çак тиев вĕсене аркатнă та, — çапла шухăшлать Святослав Рыбас историк. — Светлана ĕмĕр тăршшĕпех хăйне тата телейне шыранă.

Анна ВЕЛИГЖАНИНА.

/«Комсомольская правда»/.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.