Паллă художниксене манăçа кăлармастпăр-ши?

24 Мая, 2016

Çуркуннехи хĕвеллĕ кун, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Элли Юрьев çуралнăранпа80 çул çитнĕ май эпĕ унăн пултарулăхĕпе черетлĕ хут паллашма кайрăм.Çак çыннăн талантне хаклакансем ушкăнĕ-ушкăнĕпе пырса çитиччен ĕлкĕрес тесе мастерскойран иртерех тухрăм. Картинăсен залĕсенче пулас, кĕнеке графикин, медальсен, укçа тата значоксен сентрисен, юбилейсемпе уявсем тĕлне хатĕрленĕ информаципе йыхрав комплекчĕсен умĕпе иртес, вĕсемпе тепĕр хут паллашас тенĕччĕ...

Элли Михайловичăн пултарулăхĕ темĕн тĕрлĕ жанртан та тăни маншăн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Унăн çак пуянлăхне эпĕ 40 çул тăршшĕнче малтанах художник хăйĕн мастерскойĕнче тăрмашнă вăхăтра, каярахпа куравсенче те кашни уйăхрах, кашни çулах курнă. Курава уçма кайнă май музейĕн иккĕмĕш хутĕнче пĕтĕмпех Юрьев ĕçĕсене курма ĕмĕтленнĕччĕ, вĕсене енсем, жанрсем тăрăх вырнаçтарасса /Майя Андреевна Карачарскова шăпах çапла тăватчĕ/ шаннăччĕ.

Тĕп зал патне пыракан фойерен пăхма пуçлатăп — Э.М.Юрьев ячĕллĕ курав-конкурс валли суйласа илнĕ ачасен ÿкерчĕкĕсен экспозицийĕ. Ăна музей программине кашни çулах кĕртеççĕ. Фойере — çĕр-çĕр ÿкерчĕк. Нумайрах, паллах, кашни ÿкерчĕке тĕсесе сăнасан питех те ывăнтарать. Çурçĕр енчи залсене пăхатăп, хĕвел куçнă майăн, анчах мĕн-ха ку? Ульяновскри художниксен — живопиç ăстипе скульпторăн ĕçĕсен куравĕ, тăватă зал. Акă Юрьев «пуçланчĕ» — графика, геральдика..., пурте пĕрле, виçĕ зал. Малалла кăнтăр енче тăватă залра живопиç ăстин Николай Егоровăн пейзажĕсене курма пулать. Варринчи залра çеç — Элли Юрьевăн живопиçĕ. Пĕтĕмпе унăн 100-е яхăн ĕçне тăратнă, çак хутри вырăнăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ.

Пăхса çаврăнсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Курава сăрă ăстине «пурин шайне те» антарса лартас тĕллевпе йĕркеленĕ пек туйăнчĕ. Юриех çапла хăтланнă-и? Музейĕн пĕр хутне мĕншĕн ун валли пĕтĕмпех уйăрман? 2014-2015 çулсенче 10 ытла художника хăйсен куравĕсене йĕркелеме музейре пĕр хутри вырăна панăччĕ. 80 çул тултарнă ятпа та мар, 50, 60, 70 çул тĕлне. Çак курава йĕркелеме Юрьевăн пултарулăхри еткерне ăнлансах та çитеймен çамрăк сотрудника шаннă теççĕ, экспозицие ушкăнпа хатĕрленĕ.

90-мĕш çулсенче 340 ĕçрен тулли курав /ăна Элли пĕтĕмпех чăваш халăхне панăччĕ/ йĕркелесе Майя Андреевна 2 уйăха яхăн художник мастерскойне çÿрерĕ, ĕçсене енсем, жанрсем тăрăх пайларĕ, каталог турĕ. Паян Юрьевăн пултарулăх еткерĕ пĕтĕмпех музейре. Çакă курав йĕркелессине питех те ансатлатать. Куравĕ юбилей тĕлне хатĕрлени-çке-ха, художник юбилейне уявлама республика Пуçлăхĕ хушнă. Анчах хулара афишăсем те, йыхрав билечĕсем те пулмарĕç. Халăх килĕштерекен художникăн Виктор Немцевăн 80 çулхи юбилейĕ тĕлне йĕркеленĕ картинăсен куравĕ те çакăн евĕрлĕрех, афишăсем вырнаçтармасăрах, йыхрав хучĕсемсĕр, 4 залра иртрĕ. Немцев терĕмĕр-ха. Паллă Никита Сергеевич Сверчкова та 125 çулхи юбилейĕ тĕлне нарăс уйăхĕнче культура общественноçĕ «чыс тусах каймарĕ». Юрьев пекех вăл та хăйĕн чун çимĕçне пĕтĕмпех чăваш халăхĕ валли музее хăварнă. Паллă çынсене çапла чысласси йăлана кĕчĕ-ши?

Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Элли Юрьевăн пултарулăхри паттăрлăхне хăйĕн указĕсемпе вилĕмсĕрлетрĕ: хулан çĕнĕ урамне, ачасен ÿнер шкулне унăн ятне пачĕ, Президент бульварĕнче Юрьевăн музей-галерейине уçнă, Асăну хăми вырнаçтарнă. Художник вилнĕренпе 15 çул çитрĕ, 2 çул каялла Эллин музей-галерейи те хупăнчĕ.

Музей çинчен калакан указа пăрахăçламан, музейĕ вара çук. Юрьева майĕпен-майĕпен манăçа кăларса пыни çинчен Культура министерстви пĕлмест те-ши?

Паллă ÿнерçĕ пуянлăхĕ çине алă сулмалла мар. Курав, афишăсем, йыхрав хучĕсем хатĕрлеме 2 уйăх каялла ушкăн туса хумалла пулнă. Телекуравра унăн пултарулăхĕ çинчен передачăсем йĕркелеме пултарнă. Юбилей программипе, Юрьев пултарулăхĕпе ĕçлекен çын тупмаллаччĕ. Музейре Элли пултарулăхне туллин пĕлекен, ăна халăх хушшине саракан сотрудник кирлĕ. Спиридонов, Сверчков, Миттов художниксем тĕлĕшпе те çакнашкал специалист пулсан лайăхчĕ.

Юрьев музейне уçсан эпĕ питех те савăннăччĕ — акă тинех художникăн экспоначĕсене шкул ачисене, студентсене, хулапа ял çыннисене кăтартма май тупăнчĕ, телекуравпа радиохыпарлав пулăшнипе тата. Шел, нимĕн те пулмарĕ. Ăста çуралнăранпа 80 çул çитнине чаплăн паллă тума май килменнине ăнлантарма музейре ĕçлекенсем темиçе сăлтав та тупĕç. Пирĕн Раççейре экономикăри, политикăри, халăх хуçалăхĕнчи йĕркесĕрлĕхсене тÿрре кăларас енĕпе пуян опыт пухнă. Çапах ăнăçлă опыт та сахал мар.

Третьяков галерейи, Эрмитаж, А.С.Пушкин ячĕллĕ сăнарлă искусствăсен музейĕ, Вырăс музейĕ паянхи общество шухăшлавĕ совет тапхăрĕнчипе танлаштарсан урăхларах пулнине ăнланса курав-шоусем йĕркелес çул çине тăма пултарчĕç-çке-ха. Раççейре те, тĕнче шайĕнче те ăнăçлă куравсем хатĕрлеççĕ вĕсем.

Музей сотрудникĕсен пурин те пĕр-пĕр кун Çĕнĕ Шупашкара каймалла, унти ÿнер музейĕн ĕçченĕсемпе калаçмалла, хăйсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме вĕренмелле, лайăх тĕслĕхсемпе усă курмалла.

Николай КАРАЧАРСКОВ,

художник

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.