Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕсем

21 Мая, 2016

Кирпĕчрен купаланă тăпăл-тăпăл икĕ çурт пĕр-пĕринпе юнашарах, пĕр кил картинчех вырнаçнă. Вĕсенче икĕ пĕртăван — пĕринче Нина Мартериевна, тепринче Елизавета Мартериевна — пурăнать. Ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕн вучахне сÿнтерес темен Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕсем. Ватă аслашшĕ-асламăшĕн ĕмĕрхи вырăнне те ют çынна парас килмен-и тен? Вăй çитерсе пралук хĕрринче каярах тепĕр пÿрт те хăпартнă. Çемьеллĕ пулма шăпи пÿрмен-ши, аппăшĕпе йăмăкĕ çуралса ÿснĕ килтех юлма тĕв тунă.

Апла-и, капла-и, икĕ пĕртăван хăйсен чăн-чăн телейне ĕçре тупнă. Кичемлĕхпе тунсăх тыткăнне лексе курман вĕсем хăйсен ĕмĕрĕнче. Ун валли вăхăчĕ те пулман. Хуçалăха çирĕп тытса тăма мĕн чухлĕ вăй-хал кирлине ял çыннинчен лайăхрах ăнланакан çук пулĕ. Захаровсен типтерлĕ те хăтлă кил картинче арçын алли çукки пачах та сисĕнмест. Ку йăлтах — икĕ пĕртăван çаврăнăçулăхĕпе теветкеллĕхне пула. Ашшĕ-амăшĕн пилне асран кăларманни те ялан мал ĕмĕтпе пурăнма хистет ахăртнех?

ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Елизавета Мартериевна 40 çул вырăс чĕлхипе литература учителĕнче тăрăшнă. Нина Мартериевна, пĕтĕм чунтан музей ĕçне парăннăскер, пушă вăхăт тупса паян та унта утать. 41 çул ытла библиотекăра-музейре вăй хунă вăл. Ял историне, аваллăхне унран лайăх пĕлекен те çук ку таврара.

— Пĕррехинче вулавăша пирĕн ентеш, Ленин ячĕллĕ преми лауреачĕ П.Перепелкин килнĕччĕ. «Пире тăван ял маннă», — терĕ хайхискер салхуллăн. Аван мар пулчĕ унăн умĕнче, çакăнтан пуçланчĕ те ял историпе кăсăкланасси. Библиотека çумĕнче музей йĕркелес шухăш пуçа пырса кĕчĕ. Çулсем иртеççĕ, аслă ăру хуллен кайса пырать, вĕсен вырăнне çамрăксем йышăнаççĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ епле, хăçан пуçланса кайни вара кунта пурăнакансемшĕн тепĕр çĕр çултан та кăсăклă пулĕ, — каласа кăтартать Нина Захарова.

Нина Мартериевна чи малтан амăшĕн арчинчи мĕнпур пуянлăха вулавăша йăтса кайнă, кайран ку тăрăхра тĕпленнисенчен тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр пухма тытăннă. Халĕ музейре çĕр-çĕр экспонат упранать. 1940 çулсенчи ял карттине хатĕрленĕ вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине миçе çын тухса кайни, унта миçе çын пуç хуни пирки пуян материал пухнă. «Анне те ял историне аван пĕлетчĕ. 15 çул трактористкăра тăрăшнă вăл, вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та çĕр çывăрмасăр суха тунă. Атте Мартерий Захарович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ялта хисеплĕ çынсенчен пĕриччĕ, ырă та ăшă кăмăллăччĕ. Ĕмĕр-ĕмĕр трактористра вăй хучĕ», — çывăх çыннисене аса илет Нина Захарова.

«Ялти паллă çынсем», «Паттăрсен амăшĕсем», «Афган вăрçине хутшăннисем», «Пирĕн ялти вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем», «Çар династийĕ», «Тыл ĕçченĕсем», «Художниксем» слайдсен авторĕ те — Нина Захарова. «Афган вăрçине пирĕн ял тăрăхĕнчен 46-ăн кайнă. Пурте тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Вĕсен кашнин сăнĕ, биографийĕ, тав хучĕсем пур слайдра», — паллаштарать Нина Мартериевна.

Ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ пĕртăван Захаровасем. Мĕн ачаран çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕскерсем хăйсен ĕмĕрĕнче сахал мар суха тунă. Пĕр-пĕринпех ăмăртсах сĕтел çивитти, саппун, алшăллисем тĕрлеççĕ халь. Нина Мартериевнăн çуртĕнче ятарлă чăваш кĕтесĕ пур. Унта хăй ăсталанă масмаксемпе мăй çыххисене, хушпу-тухья, чăваш çи-пуçĕллĕ пуканесем вырнаçтарнă. Вĕтĕ шăрçаран тĕрленĕ картинăсем мĕнешкел хитре! «Ал ĕçĕсем шăллăмăн ачисене те килĕшеççĕ. Ывăлĕ хваттер туянчĕ те: «Нина аппа, сана саккас, мана та вĕтĕ шăрçаран картина тĕрлесе пар тархасшăн. Унран хаклă парне çук урăх», — терĕ.

Хурт-хăмăр та ĕрчетет Нина Захарова. Ку ĕçе пĕчченех пурнăçлать, пыл юхтарнă чухне çеç аппăшне Лизăна чĕнет. Нина Мартериевна ялти «Тарават» ансамбле, Елизавета Мартериевна «Çирĕк» фольклор ушкăнне çÿреççĕ. Сцена çине тухмалли эрешлĕ чăваш çи-пуçĕ вара ал айĕнчех вĕсен — ăна та хăйсемех çĕленĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Елчĕк районĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.