«Сноуборд ашшĕ»

21 Мая, 2016

Экстремаллă спорт пурнăçшăн яланах хăрушлăх кăларса тăратать. Пĕрисем ăна вĕри те хăватлă туйăмсемшĕн килĕштереççĕ-тĕр, теприсене вăл хăйне пурнăçра тупма пулăшать ахăр, виççĕмĕшĕсемшĕн, тен, вăйă шайĕнче ку...

Паянхи спортăн çĕнĕ тĕ­сĕсене, тĕнчере 1950 çул­сем хыççăн çуралнисене, вăхăт иртнĕ май «экстремаллисем» теме тытăннă. Вĕсен йышне ВМХ /трюк тумалли пĕчĕк велосипедсемпе ярăнни/, скейтборд, сноуборд, парашютизм, триал тата ыттисем те кĕреççĕ. Адреналина çав тери хăпартаканскерсене çамрăксем кăмăллаççĕ. Кун пек маттурсем республикăра та сахал мар. Вĕсенчен пĕринпе эпир те тĕл пултăмăр.

Александр Васильева Чăваш Енре «сноуборд ашшĕ» тесе те чĕнеççĕ. Ара, вăл спортăн экстремаллă ку тĕсне республикăра саракансенчен пĕри-çке. Вăлах республикăри экстремаллă спорт тĕсĕсен федераци ĕçне те йĕркелесе пынă. Шел, вăл халĕ хупăннă. Çакă тата ытти ыйту тавра калаçу пуçартăмăр та Сашăпа тĕл пулсан.

— Тĕрлĕ ăмăрту, мероприяти малтан та сахал мар ирттернĕ эпир. 2009 çулта экстремаллă спортăн тĕсĕсен федерацине йĕркелерĕмĕр. Анчах мана ку мел питех килĕшмерĕ. Урăхларах ĕçлес килет. Тĕнчере халĕ клубсем йĕркелеççĕ. Çакăн пек май аванрах пулĕччĕ. Федерацире тĕрлĕ хут çав тери нумай çырмалла. Темĕн тĕрлĕ инстанцие çитмелле. Çакă меллех мар, вăхăта та нумай илет, çавăнпах ăна кăçал хупрăмăр. Анчах ку лару-тăрăва пачах улăштармасть, экстремалсем малтанхи пекех аталанаççĕ, — пытармарĕ Саша.

Федерацире шутра тăракан спортсменсен шучĕ те çав тери пысăк пулман иккен. Пирĕн республикăра ытларах ВМХ, скейтборд тата хĕлле сноуборд аталаннă. Ертÿçĕ каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле пин ытла çамрăк кăсăкланать вĕсемпе.

— Хамăр тĕллĕн пысăк та лайăх мероприяти сахал мар ирттертĕмĕр. Ют çĕршывран килнĕ хăнасем те кăмăллă пулчĕç вĕсемпе. Раççей шайĕнчи паллă чемпионсем те хаваспах хутшăнатчĕç. Ăсталăх класĕсем ирттеретчĕç, пултарулăхĕпе паллаштаратчĕç. Тĕнчери чи лайăх 10 скейтерсен йышне кĕрекен Канада ачи Крисс Хасл та килнĕччĕ. Америкăран 12 чаплă велосипедист та хăнара пулнăччĕ. Çаксем пĕтĕмпех 2005 çулта Шупашкарта кÿлмек хĕрринче скейт-парк тунипе çыхăннăччĕ. Вăл çав тери чаплăччĕ. Анчах пачах юсаманнипе вăл кивелчĕ. Пĕлтĕр Мускав кĕперне юсанă чухне ăна илсех пăрахрĕç. Çĕнĕ Шупашкарта тепĕр парк вырнаçтарсан та сумлă хăнасем пулнăччĕ. Тăтăшах хускану пурччĕ. Темиçе çул каялла парк кивелсен хăнасене чĕнме пăрахрăмăр. Майĕ çук, — хальлĕхе ку тĕлĕшпе пĕр вырăнта чарăнса ларни палăрать А.Васильев сăмахĕнче.

Малалла аталанайман сăлтавĕ çĕнĕ парк тăвассипе çыхăннă. Вăл кирли паллă. Çамрăксем шанăçне çухатмаççĕ, ку ыйтăва татасса шанаççĕ.

— Шупашкартах сноубордпа ярăнма та вырăн çук. Федераци çак ыйтусене инвесторсене илĕртсе татса пама пултаратчĕ-ха, анчах çĕр лаптăкĕ кирлĕччĕ. Темиçе тĕлте кăмăлăмăрсене тивĕçтерекен вырăн та тупнăччĕ — калаçса татăлаймарăмăр. Паянхи вăхăтпа килĕшÿллĕ, пысăк, чаплă база тума пулатчĕ унта, анчах пултараймарăмăр. Халĕ хула ертÿлĕхĕпе пĕр чĕлхе тупассăн туйăнать, пĕр-пĕрне ăнланатпăр пек, — чунĕнчи пăшăрханăвне уçрĕ çамрăк.

Вырăнĕ çук тăк ăçта ярăнаççĕ-ши? Кăсăклă-çке...

— Шупашкартах пĕр тăвайкки тупрăмăр. Унта тĕрлĕ курăк кашласа ларатчĕ. Тасатрăмăр. Пире валли питĕ те шеп. ВАЗ 21-05 автомашинăран хамăрах хăпармалли механизм турăмăр. Ăна видеоролик ÿкерсе интернета та вырнаçтартăмăр. Миллион яхăн çын пăхрĕ ăна — пурте тĕлĕннĕ. Темиçе сезон çавăнта ярăнтăмăр. Ун умĕн кÿлмек хĕрринче Правительство çурчĕ айккинче ярăнаттăмăр. Унта пыма нихăçан та чарман пире. «Волжанкăра» трасса пур, ХБК тĕлĕнче йĕлтĕрпе ярăнса анмалли трасса пур, вăл та кивелнĕ ĕнтĕ, унта кĕртмеççĕ.

Хусанта пысăк комплекс пур. Европăри чаплă курортри пекех унта. Шупашкар çыннисенчен чылайăшĕ унта çÿрет, эпир те çак йышра. Пĕр-пĕрне лайăх паллатпăр. Хапăлласах йышăнаççĕ.

Пирĕн пĕр паха ен пур — видеороликсем ÿкерме пĕлетпĕр. Пурне те килĕшеççĕ вĕсем. Çавăнпах та тĕрлĕ çĕре чĕнеççĕ. Ярăннисĕр пуçне унта видеоматериал та ÿкеретпĕр, хатĕрлесе паратпăр.

Пирĕн сноубордистсен 6 çынран тăракан ушкăнĕ пур. Тĕрлĕ ăмăртăва ыттисенчен час-часарах тухса çÿрекенсем, хастартараххисем темелле-ши? Ытларах коммерци ăмăртăвĕсене тухатпăр. Вĕсем тĕрлĕ чемпионатпа танлаштарсан уйрăмах илемлĕ те паха иртеççĕ. Çул çÿреме те кăмăллатпăр. Хамăрăн спонсорсем пур. Унччен нумайрах çÿреттĕмĕр, паллах, халĕ сайрарах. Çитĕнсе пыратпăр-çке. Çулсем иртеççĕ. Кун пек çÿрени те кĕсьене хулăнлатмасть.

Пысăк çитĕнÿсем пур тесе те калаймастăп. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнатпăр, анчах кирлĕ шайра хатĕрленме май çукки ура хурать, — тет хăй 20 çул яхăн сноубордпа туслăскер.

Мĕн ачаран кăсăкланать вăл унпа. Ку хăма çине пĕрремĕш хут 13 çулта чухне тăнă.

— Дима ятлă тусăм пурччĕ. Вăл Швейцарире вĕренетчĕ. Хăмана шăпах унтан илсе килчĕ те. Спортăн ку тĕсĕ çинчен малтанах пачах илтмен тесен те йăнăш мар. 2000 çулсем хыççăн çеç сарăлма пуçларĕ. Эпĕ пĕрремĕш пулман, анчах — малтанхисен йышĕнче. Пĕрремĕш çул тусăм пĕчченех ярăнчĕ. Иккĕмĕш çулхине тепĕр хăма илсе килчĕ. Виççĕн — Дима, Вася тата эпĕ — ярăнаттăмăр. Майĕпен пирĕн тăрăхри ытти çамрăксем те хутшăнма пуçларĕç. Чылайăшĕ хăмасене килĕнче тума хăтланатчĕ. Черетпе ярăнаттăмăр. Тепĕр чухне вăл çитмесен йĕрсе ярас патнех çитеттĕм. Ун чухне хамăн çукчĕ-ха. Сутмастчĕç те, укçа-тенкĕ енчен те хаклă вĕсем.

Аттепе анне эпĕ ярăннине ырласа йышăнчĕç, пĕр ÿпкев сăмахĕ те илтмен. Паллах, ярăнма вĕреннĕ чухне сурансем те сахал пулман. Ун чухне Интернет, вĕренмелли кассетăсем çукчĕ. Хамăр тĕллĕн çеç хăнăхнă. Технологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс мар вĕреннине чухламан та. Кайран Евроспорт каналпа программăсене видеокассета çине çыртараттăмăр, тĕпчесе пăхаттăмăр...

Экстремаллăха кăмăллакан хĕрсем те чылай. Вăтамран 40 процент пулĕ. Сноубординг чи малтан — кăмăла тивĕçтермелли спорт. Вăхăта уçă сывлăшра ирттерни, кĕлеткене хускатса çирĕплетни. Эпĕ ăна спорт тесе калама та пултараймастăп. Чун киленĕçĕ пек вăл, — сăмахне вĕçлерĕ Александр Васильев.

Татьяна НАУМОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.