Арăмпах лайăх
Манăн нихăçан та еркĕн пулман. Çапах та ют çимĕç тутлă тенине илтнĕ. Эх, манăн та кама та пулин тупмалла мар-ши? Çÿллине, яштакине, ăшă сăмахпа кăмăла çавăраканнине...
Пĕррехинче çак тĕлĕшпе пысăк опытлă тата пысăк стажлă 3-4 арçын пĕрле пухăннă та сăмах ваклаççĕ. Еркĕнĕн пурнăçĕ çăмăл-ши вара?
Чи малтан вăрман хĕрринче пурăнакан Симун каласа кăтартма пуçларĕ:
— Ют хĕрарăмпа юнашар лайăх та, анчах ире хирĕç е çĕрле киле таврăнсан пуçлать арăм вăрçăнма. Хам айăплине туятăп, çавăнпах хытах калаçмастăп унпа. Ачасем вăранса макăрма пуçлаççĕ. Кÿршĕсенчен те аван мар. Пăрахас пулать çапла çÿреме. Тем, чунра лăпкă мар.
Симун хыççăн унăн тетĕшне Илюша итлес терĕç ушкăнрисем:
— Каламалли нумаях мар. Манăн Сăпани питĕ сăпайлă. Ăна парне çеç кирлĕ. Пĕррехинче унпа ирех пасара тухса вĕçтертĕмĕр, паллах, арăмран вăрттăн. Пасарта Сăпани валли япала илес тесе çÿретпĕр. Ăнсăртран тĕреклĕ арçын Сăпание асăрхарĕ. «Мĕнле пурăнатăн-ха?» — ыйтрĕ тутине çулласа. Ăна хĕвелçаврăнăш вăррипе хăналарĕ. Çакна курсан манăн кăмăл пăсăлчĕ. «Атя, киле каяр», — терĕм Сăпание аллинчен тытса. Ăна çуралнă кун ячĕпе япала мар, укçа патăм. Вăл уншăн та савăнчĕ.
Пĕр самант шăпах тăнă хыççăн арçынсем тăрук ман енне çаврăнчĕç.
— Халĕ эсĕ кампа вырăн ăшăтнине каласа пар, — хушрĕç пĕр харăс.
Эпĕ аптăраса тăмарăм. Çак самантра шăп та лăп кану çуртĕнчи пĕр пулăм аса килчĕ.
— Итлетĕр пулсан калăп эппин, — терĕм. — Мана пĕр виçĕ çул каялла колхозра лайăх ĕçленĕшĕн путевкăпа канма ячĕç.
Крыма çитсе вырнаçрăм. Вырăнĕ питĕ лайăх, хĕл кунĕ пулсан та ăшă, уçăлса çÿреме кăмăллă.
Тепĕр кунах пире культура ĕçченĕсем кану çуртĕнчи йĕркепе паллаштарчĕç. «Пурте пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашма пултаратăр. Киле кайиччен вăхăт пур-ха», — терĕç вĕсем юлашкинчен.
— Халĕ кану каçĕ йĕркелĕпĕр. Эпĕ ыйтусем парăп. Эсир кăмăлăра кура хуравлама пултаратăр. Арăма пĕрре те улталаманнисем пур-и? Аллăра çĕклĕр, — терĕ ертÿçĕ пÿлĕмре ларакансем çине пăхса.
Эпĕ тÿрех алă çĕклерĕм. Ыттисем пурте шăпăрт ларчĕç . «Ак тамаша, вĕсен пурин те еркĕн пур-ши?» — шухăшласа илтĕм çав самантра.
Культура ĕçченĕ мана сăмах пачĕ. «Тĕслĕхрен, урампа пынă чухне хирĕç килекен арçынпа тĕл пулатăн. Тÿрех туртмалли ыйтатăн. Ют хĕрарăмпа вара сăмах сыпăнтарма пĕлмелле. Манăн унашкал ăсталăх çук, çавăнпа арăма улталаман», — терĕм. Сăмаха вĕçлесен пурте алă çупрĕç. Культура ĕçченĕ мана çакăншăн шăккалат пачĕ. Ăна арăмпа çурмалла çирĕмĕр. Вăт, çапла... Еркĕн пулсан ыйхă та çухалать, кĕсье те пушанать, кил-çуртра çил-тăвăл та çĕкленет. Çук, мана арăмсăр пуçне урăх никам та кирлĕ мар.
Е.ИВАНОВ.
Комментировать