ВТБ Чăваш Енпе ĕçлессине анлăлатма хатĕр

20 Мая, 2016

ВТБ банк Чăваш Енри позицийĕсене çирĕплетес тĕллев тытни куçкĕрет. Çакăн пирки банкăн регион сечĕн департаменчĕн ертÿçи — аслă вице-президенчĕ Михаил Волков Шупашкара килнĕ май республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ирттернĕ тĕлпулура та калаçу хускалчĕ.

Хăна чи малтанах регион пуçлăхне ВТБн Чăваш Енри дирекцийĕн çĕнĕ ертÿçипе паллаштарчĕ. Тепĕр тесен вăл — ютран килнĕскер мар, эпир паллаканскерех. Константин Киргизов маларах Перекет банкĕнче, Россельхозбанкра, Газпромбанкра ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра ВТБ дирекцине «тивĕçсене пурнăçлакан» статусĕпе ертсе пынă. Халь вара — тулли праваллă ертÿçĕ.

Михаил Волков Шупашкара пирвайхи хут килнине кура Чăваш Ен тĕп хули килĕшни çинчен каларĕ. «Хусан юнашар вĕт — вăл вара вăйлă аталанать. Пирĕн унран юлма юрамасть. Паллах, Чăваш Ен майĕсем Тутарстанăнни пек мар, анчах çине тăрса ĕçлеме тăрăшатпăр», — терĕ кун пирки Михаил Игнатьев. Вăл Чăваш Ен ВТБпа алла-аллăн ĕçленин ăнăçлă тĕслĕхĕсене те аса илтерчĕ. Çавна май банк шанчăклă ĕçтеш пулнине çирĕплетнине кура Михаил Васильевич конкуренцие витĕм кÿмесĕр банка хăйнеевĕр хÿтлĕх кÿме те хатĕр.

Хайхи ăнăçлă тĕслĕхсенчен пĕри вара — Çĕнĕ хула строительстви. Ăна шăпах ВТБ тĕревленипе пуçарнă. «2010 çулта унта ĕçсем чарăнсах ларнăччĕ. Эпĕ банк ертÿçисемпе пĕрре кăна мар курнăçнă — ĕç-пуçа йĕркелеме пултартăмăр. ВТБ çухатăвĕ те пысăк пулмарĕ. Куншăн тавах. Халĕ Çĕнĕ хулара строительсем ĕçлеççĕ, çитес çулсенче Шупашкар Çĕнĕ Шупашкарпа та пĕрлешĕ. Чăн та, администраципе территори чикки юлĕ — Шупашкарсем пĕрлешес кăмăллă пулин те химиксен хулинче пурăнакансем хирĕçлерĕç. Пĕрлешнĕ-тĕк — 600 пин çынлă хула пулатчĕ, пысăкрах хулан вара майĕсем те анлăрах».

Банк топ-менеджерĕ республикăра финанс управленине тухăçлă йĕркеленине курса ĕненнине çирĕплетрĕ. Бизнес аталанăвĕ валли те майсем анлă: «Хăшпĕр регионта компанисен ертÿçисем мĕнпур банка çитеççĕ, анчах финанс лару-тăрăвĕ вĕсене кредитсем илме май памасть. Сирĕн патра лару-тăру апла мар. Сирĕнпе курнăçиччен бизнес представителĕсемпе тĕл пулма ĕлкĕртĕм. Вĕсем влаç, республика ертÿçисен енчен пулăшу, тĕрев пуррине палăртаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Енри лару-тăрăва эпир позитивлă хаклатпăр — республикăпа, хулапа ĕçлеме хатĕр».

Михаил Юрьевич Чăваш Енри дирекцин çĕнĕ ертÿçи умне лартнă тĕп тĕллевсене пайăррăн асăнчĕ. Чи малтанах пĕчĕк тата вăтам бизнеспа ĕçлессине анлăлатмалла, вăйлатмалла. Банк хутшăннипе республикăра пурнăçлакан сумлă инвестици проекчĕсем те пур. Михаил Волков «вăрăм кредитсемпе», çулталăкри 10% виçепе параканскерсемпе ĕçлеме пуçланине çирĕплетнĕ май çакнашкал проектсем татах пуласса шанма пулать. Çав шутра — ВТБ хальч­чен ĕçлесех кайман агропромышленноç комплексĕнче те. «Эпир Чăваш Енре АПК секторĕ аталаннине куратпăр. Импорта хамăрăн продукципе улăштарас çул çине тăнă май ку отрасльте юлашки çулталăк çурăра ырă улшăнусем пулни куçкĕрет», — палăртрĕ Михаил Юрьевич.

— Пирĕн çут çанталăк ресурсĕсем çук. «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем те такăнчĕç — 9,5 пин çын ĕçлемест. Хальччен промышленноç производствинче шăпах машиностроени тÿпи пысăк пулнă. Апла пулин те регион промышленноçĕн пĕтĕмĕшле продукчĕн калăпăшĕ 108% танлашрĕ. «Трактор завочĕсен» предприятийĕсенче пулнă хăшпĕр тытăм уйрăммăн ĕçлеме тытăнчĕ — вĕсене аталанма банк кредичĕсем кирлĕ, — ВТБ çаврăнăçуллă çынсене пулăшасса шаннине пытармарĕ Михаил Игнатьев.

— ВТБ Чăваш Ен Правительствипе килĕштерсе ĕçлессине анлăлатасшăн. Регионăн бизнеса аталантармалли хăвачĕ пысăк, эпир вара республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçламашкăн пулăшма хатĕр. Чăваш Енри электротехника, оборона, строительство промышленноçĕн предприятийĕсемпе çыхăну тытасси йăлана кĕнĕ. Паянхи тĕлпулу хыççăн вырăнти влаçпа алла-аллăн пурнăçлакан проектсен шучĕ ÿсессе шанатăп, — терĕ Михаил Волков.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.