Çитĕнÿ хамăртан килет
Вăрнар районĕнчи «Санар» хуçалăхра çураки вĕçленнĕпе пĕрех, апла пулин те ĕç шавĕ лăпланман-ха.
Халĕ çĕрулми лартатпăр, — юлашки кунсенчи ĕç-хĕлпе тата малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи Роберт Петров. — Кăçал 85 гектартан кая мар лартасшăн. Эпир «Гала», «Белороза», «Ред Соня», «Невский» сортсене килĕштеретпĕр. Кăштах «Удача» та лартасшăн. Çанталăк сивĕ тăнăран хуратул акаймарăмăр-ха. Вăл 17 гектар йышăнмалла. Çĕр пиçсе çитеймен вырăнсем те пур. Унта сар пăрăç /горчица/ акатпăр. 76 гектар пулĕ вăл.
Кунсăр пуçне хуçалăхра 97 гектар çурхи тулă, 101 гектар урпа, 70 гектар пăрçа, 97 гектар вика, 8 гектар йÿç кăшман, 4 гектар соя акса хăварнă. «Санарсем» çĕнĕ культурăсене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Сăмахран, кăçал пĕрремĕш хут йĕтĕн акнă.
— 35 гектар йышăнать вăл. Вăрлăх туса сутасшăн. Çав вăхăтрах йĕтĕнпе промышленноçра тĕрлĕ тĕллевпе усă кураççĕ. Ăна аптекăсем те ыйтаççĕ, вăл резина тума та каять. Ăнăçлă ÿстерсе пухса илсен пирĕн продукци аван сутăнать пулĕ тесе шухăшлатпăр, — терĕ Роберт Игнатьевич.
Хуçалăх малтанхи çулсенче те хуратул акса ÿстернĕ. Анчах юлашки вăхăтра ăна ыйтакансем пулманран пăрахăçланă. Вăхăт иртнĕ май хуратулăн хисепĕ те, сумĕ те таврăннă: вăрлăхне те, кĕрпине те ыйтаççĕ.
— Тÿрремĕн акнине пула хуратул пусă çаврăнăшĕнче питĕ кирлĕ. Йÿç кăшман та çĕре лайăхлатать. Унăн вăрлăхне туса илсе хуçалăхра ытларах акасшăн. Пăрçа йышши культурăсен хыççăн кĕрхисем лайăх ÿсеççĕ, аван хĕл каçаççĕ. Хальхи вăхăтра удобренисем питĕ хакланса кайрĕç. Эпир кашни çулах кĕрхи культурăсем валли омофос туяннă. Халĕ вăл 30 тенкĕ ытла тăрать. Хаксем «çыртаççĕ». Çавăнпа та пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелесен химипе усă курасси те чакать, перекет те ытларах пулать, — пĕлтерчĕ Р.Петров.
Тÿрремĕн акмалли меслетпе республикăри сахал хуçалăх усă курать. «Санар» агрофирма ăна пĕрремĕшсен шутĕнче алла илнĕ. Кăçал сеялкăпа тÿрремĕн 184 гектар çинче акса хăварнă. Çак меслетпе акнă кĕрхи тулă 370 гектар йышăнать. Роберт Игнатьевич палăртнă тăрăх — вĕсем аван хĕл каçнă, 35 гектар çинчи ыраш та хитре.
Чăнах та, калчасем пĕр тикĕс шăтса тухнă, çирĕп, парка.
— Пăхăр-ха, — кĕрхи пусă хĕррипе иртсе пынă май чарăнса тăрсах сăмах пуçарчĕ Роберт Игнатьевич, — ку лаптăкри калчасем тĕттĕм симĕс тĕслĕ, юнашарах — çутă симĕс. Мĕншĕн?
Пуç çĕмĕрсе шухăшласан та кирлĕ хурав тупăнмарĕ. Апла та, капла та ăнлантарма тиврĕ — кăлăхах. Тупсăмне хăех пĕлтерчĕ вара:
— Ку енчисене чир-чĕртен, сиенлĕ тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран им-çамланă. Сывă çитĕнеççĕ вĕсем. Шуранка курăнаканнисене пăрçа тапăннă. Нумай çулхи опыт кăтартнă тăрăх — çав лаптăксенчен тухăç тăватă-пилĕк центнер сахалрах тухать.
«Санар» хуçалăх вăрлăх туса илессипе ĕçлет, выльăх-чĕрлĕх тытмасть. Апла пулин те кунта хĕл каçипе те ĕç пĕтмест. Йыш пысăках мар, 44 çын. Вĕсем хĕл каçиччен вăрлăх хатĕрлеççĕ, çĕрулми суйлаççĕ. Çурхи, кĕрхи ĕçсен вăхăтĕнче вара кÿршĕ ялсенче пурăнакансем валли те ĕç тупăнать. Пурте тăрăшуллă, маттур! Çапла пысăк хак пачĕ хуçалăх ертÿçи Роберт Петров.
— Хуçалăхăн 1600 гектар çĕрĕ çинче 11 механизатор ĕçлесе ĕлкĕрсе пырать. — А.Шашков, А.Яковлев, О.Яковлев, Г.Васильев, Л.Харитонов, В.Крипчаков механизаторсем пултаруллă. В.Ильин утарта та ĕçлет, тракторпа та çÿрет. Унăн мăнукĕ Коля та лайăх ĕçлекенсен шутĕнче. КамАЗ водителĕ А.Петров, манипуляторпа вăрлăх, удобрени тиекен А.Харитонов, вăрлăх турттаракан В.Николаев хăйсен тивĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. В.Гаврилов ирхине УАЗпа çынсене ĕçе илсе килет, кăнтăрла хире çĕрулми турттарать.
Роберт Игнатьевичăн ывăлĕсем те çĕрпе çыхăннă çынсем, иккĕшĕ те тăван хуçалăхра вăй хураççĕ. Андрей — тĕп инженер, Александр — тĕп агроном. А.Федорова бригадир ертсе пыракан ушкăн та — унта 24 çын — харсăр. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче бухгалтерсем те кантурта лармаççĕ, вăрлăх хатĕрлеме, çĕрулми касма хутшăнаççĕ. О.Давыдова тата З.Федорова поварсем ĕçлекен халăха тутлă апатпа сăйлама тăрăшаççĕ. Кунне икĕ хутчен пĕçереççĕ вĕсем. Хире ĕçлекенсем патне те вĕри апат ăсатаççĕ.
— Çынсем тăрăшса ĕçленĕрен аталанатпăр, çитĕнÿсем тăватпăр, — калаçăва пĕтĕмлетрĕ Роберт Петров.
В.БАГАДЕРОВА
Комментировать