С.Чернуха фермер вир çеç акрĕ

20 Мая, 2016

Çак кунсенче Шупашкар районĕнчи Сарапакасси ял тăрăхĕнчи Сергей Дмитриевич Чернуха фермер вир акса уй-хир ĕçĕсене вĕçлерĕ.

— Вăл 159 гектар, — терĕ. — Тырă сутмастпăр, пĕтĕмпех 250-300 пуç выльăха, çав шутра сăвакан 104 ĕнене çитерме яратпăр.

Фермер мана вир уйне илсе çитерчĕ. Т-150 тракторпа тăпрана кăпăшкалантаракан Сергей Петров пире кабинăран тухса кĕтсе илчĕ. Валентин Александров МТЗ-82 тракторĕнчен кăкарнă сеялкинчен юхса пыракан вăрлăха тăпрана варăнтарса айлăмалла анчĕ, хыçалта тусан мăкăрланса пычĕ.

Çак культурăна республикăри нумай хуçалăхра çитĕнтермеççĕ. С.Чернуха ăна белокпа çу хисепĕ пысăк пулнăшăн мухтарĕ, ĕне выльăхшăн паха апат терĕ. Вăл кредитпа «Звезда» колхозран юлнă кĕлет-склада, выльăх фермине туянса юлнă. Ĕçлесе илнĕ укçи пысăк процентлă парăма банка тавăрмашкăн кайса пынă. Икĕ çул каялла кăна кашни уйăхра 500 пин тенкĕ тÿленĕ.

Вăл яла ĕçлеме килсенех уй еннелле çаврăнса пăхнă та çĕре çерем пусса илнинчен тĕлĕннĕ. Çуллен тĕрлĕ культура акса лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Тракторсем вир акнине пăхса тăнă самантра юрă сăмахĕсем аса килчĕç:

— Çерем уçса вир акрăм, вир акрăм,
Вирĕ пулчĕ пăрçа пек, пăрçа пек…
— Эпир ăна таптатпăр, таптатпăр!
— Эсир мĕнпе таптатăр, таптатăр?
— Кĕтÿ ярса таптатпăр, таптатпăр…

ХФХ умĕнчи йывăрлăхсемпе кăсăклантăм. Фермер вĕсене пытармарĕ. «Пĕрремĕш — хуçалăхăн укçа çаврăнăшĕ пĕчĕкки, — терĕ. — Таса тупăша ÿстерессишĕн сăвакан ĕне кĕтĕвне пысăклатасшăн. Анчах çывăхри ялсенче дояркăра ĕçлес текен çук. Паянах иккĕ кирлĕ. Машинăпа ĕне сăвакансене кашни уйăхра 18-шар пин тенкĕ тÿлетĕп. Апла пулин те фермăра вăй хума килĕшмеççĕ».

Çапах С.Чернуха пуç усмасть, хуçа­лăха аталантарассишĕн малаллах талпăнать.

Юрий СЕРГЕЕВ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.