Сывлăхран хакли çук
«Сывлăхран хакли çук» тетпĕр-ха, çапах çапла каланă май, паллах, укçа пирки шухăшламастпăр. Çак каларăш тĕшши çын пурнăçĕнче сывлăх пĕлтерĕшĕ питех те пысăккипе çыхăннă. Анчах сывлăхăн та хакĕ пур — вăл йÿнĕ мар. Çакăн пирки ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн директорĕпе Вячеслав АЛЕКСАНДРОВПА калаçрăмăр, вăл хăй ертсе пыракан тытăмăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Укçа шута юратать
ОМС фончĕ граждансене медстраховани шучĕпе тÿлевсĕр медпулăшу кÿме укçа уйăрассине гарантилет, çак пулăшупа пурте усă курма пултарассине тата унăн пахалăхне тивĕçтерессине сăнаса тăрать. Хăшĕсем, тен, фонд укçи мĕнле çăлкуçсенчен пухăннине пĕлмеççĕ те пуль. Ĕç паракансем социаллă налуксен шучĕпе ĕç укçин 5,1% чухлĕ куçараççĕ, тепĕр пайне республика бюджечĕ хывать. Çапла вара пĕлтĕр фонд бюджетне 101% пурнăçланă. Тупăш енĕпе вăл 10 767,7 млн тенкĕ пулнă, тăкаксем тĕлĕшпе 10 976,7 млн тенкĕпе танлашнă. 2014 çулхипе танлаштарсан тăкаксем 676,1 млн тенкĕ, 6,6%, хушăннă. Çав вăхăтрах фонд аппаратне тытса тăма уйăрнă тăкаксем 8,4% чакнă.
Республика бюджетĕнчен уйăракан укçа — ĕçлемен граждансене сиплеме каяканни. Унашкаллисем кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 790 пин çынпа танлашнă. Çак шутра ачасем, инвалидсемпе пенсионерсем кăна мар. 162 пин çын — вăйпитти граждансемех. Нумайăшĕ тупăш илет-тĕр, анчах официаллă майпа ĕçлеменнине кура налук тÿлемеççĕ, эппин, ĕç паракансем вĕсемшĕн укçа куçармаççĕ — вĕсене сиплемешкĕн республика бюджечĕн тăкакланма тивет. Акă мĕншĕн Чăваш Ен ертÿçисем ĕç укçине легализацилемелли пирки çине-çинех аса илтереççĕ.
Сăмах май, асăннă йыш унччен тата та пысăкрах пулнă. Тимлĕ ĕçленĕ май юлашки çулсенче ютра вăй хуракан вун-вун пин çынна тупса палăртнă. Çакă республика бюджечĕ çине лекекен тиеве 450 млн тенкĕ патнелле чакарма май панă. Ку укçа, паллах, çивĕч ытти ыйтăва татса пама кайнă.
Вячеслав Александров палăртнă тăрăх — Чăваш Енре Совет Союзĕ вăхăтĕнчех ĕç вăйĕ ытлашши пулнă. Халь те çаплах. Çавна май нумай çын Мускава, ытти региона ĕçлеме çÿрет. «Официаллă майпа ĕçлеççĕ-тĕк — эпир çакна куратпăр, — тет фонд директорĕ, — çавна май вĕсене ĕç паракансен укçи пирĕн пата килет». 2015 çулта республика тулашĕнче ĕçлекен çавнашкал 77 пин çын пулни паллă. Экономикăри кризиса пула ют регионсенче те ĕç вырăнĕсен шучĕ чакни куçкĕрет, çавна май Вячеслав Николаевич ютра саккунлă майпа ĕçлекенсен йышĕ асăннă шайрах юласси пирки иккĕленет. Апла пулин те фондăн кăçалхи бюджетне те пысăкрах палăртса хăварма май килнĕ. Ÿсĕм нумай мар — 1% чухлĕ. Паллах, инфляцие кура нумайрах ÿстерес килет, анчах утияла кура ура тăсма тивет.
Шучĕ мар, пахалăхĕ тĕп вырăнта
Çак условисенче укçапа тухăçлă усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Ресурссемпе тивĕçтерекен центрĕн усси пысăк. Унччен кашни больница медикаментсене, ыттине хăй тĕллĕн туяннă, халь пĕтĕмпех — централизациленĕ майпа. Курттăммăн туяннă май ресурссем йÿнерех лараççĕ.
Амбулаторипе поликлиника пулăшăвĕ, çынсене клиникăпа статистика ушкăнĕсене кура кăнтăрлахи стационар мелĕпе сиплесси вăй илнĕ. Çакă ОМС укçипе усă курнин тухăçлăхне 44,6 млн тенкĕлĕх ÿстернĕ. Стационар условийĕсенчи сиплевĕн 1 койка-кунĕ пĕлтĕр 2,1 пин ытла тенке ларнă. Çав вăхăтрах кăнтăрлахи стационар условийĕсенче 1 пациент-кун тăкакĕсем 641 тенке яхăн кăна пулнă.
— Паллах, кăткăс операци тунă, йывăр чирлĕ çынсем больницăра выртма тивĕç, çăмăл чирлисене вара кăнтăрлахи стационар мелĕпе сиплени вырăнлăрах. Анчах ку медпулăшу пахалăхне пырса тивмелле мар. Çак мел хăйĕн тухăçлăхне çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Пĕр енчен, бюджет укçи перекетленет, тепĕр енчен, ку тĕслĕхре килте стенасем те сиплеççĕ тени тÿрре тухать, — палăртать Вячеслав Николаевич.
Амбулатори медпулăшăвĕ пирки калас-тăк — пĕлтĕр шурă халатлисем 10,5 млн çынна йышăннă, урăхла каласан республикăра пурăнакан кашни çын больницăсенче вăтамран 8,4 хут пулнă. Участок терапевчĕсемпе врачсен — ансăр специалистсен пулăшăвĕшĕн тÿлесси унччен шăпах çак кăтартуран килнĕ. Урăхла каласан çын мĕн чухлĕ ытларах килет — тÿлев те çавăн чухлĕ пысăкрах. Эппин, сунаспа килекен çынна та темиçе врач патне яни медиксемшĕн тупăшлă пулнă.
— Эпир çак правилăна улăштарас терĕмĕр, — калаçăва тăсать фонд директорĕ. — 2014 çултанпа поликлиникăсенчи ĕçшĕн вĕсен çумне çирĕплетнĕ çынсен шутне кура тÿлемелли йĕрке çине куçма тытăнтăмăр. Çак йыша кура вĕсене уйăхсерен укçа куçарса паратпăр. Çавна май тĕп врачăн ирĕксĕрех шухăшлама тивет: нумай çынна йышăнса кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме те май пур, çав вăхăтрах профилактика, ăнлантару ĕçне вăйлатса çынсем йышăнăва килессине чакарма пулать — тÿлев виçи улшăнмасть.
Медицина учрежденийĕ больница çумне çирĕплетнĕ кашни çыншăн укçа илет, пулăшу ĕçĕсен шутĕнче диагностикăпа сиплевĕн стандарчĕсемпе пăхнă мĕнпур ĕç пулмалла. Çапла вара çынсене амбулаторире йышăнассин шучĕ пĕчĕкленнĕ май сиплев пахалăхĕ лайăхланмалла, врач алăкĕ умĕнчи черетсем те чакмалла.
Сăмах май, çынсем чирлессинчен сыхланмалли профилактика мероприятийĕсем те ОМС территори программине кĕреççĕ. Çав шутра — диспансеризаци ирттересси, граждансен уйрăм категорийĕсен профилактика медтĕрĕслевĕ. 2015 çулта пĕтĕмпе 702 пине яхăн çынна — çитĕннисене те, ачасене те — тĕрĕсленĕ. Çак ĕç валли ОМС фончĕ 806 млн тенке яхăн уйăрнă — 2014 çулхинчен 10,2% нумайрах.
Ентешсем те, кÿршĕсем те кăмăллă
Сиплев пахалăхĕ паян пысăк технологиллĕ медпулăшупа усă курнинчен те нумай килет. Пĕлтĕр медстрахованипе 4543 çынна медицина техникин çĕнĕ çитĕнĕвĕсемпе усă курса пулăшу кÿнĕ. Çулталăк маларах ку хисеп чылай пĕчĕкрех пулнă — 2641 çын. Сăмах май, çакнашкал сиплев пушшех йÿнĕ мар — вăтамран 138,5 пин тенкĕ. Республикăра пурăнакансемшĕн хамăр патрах çавнашкал майсем пурри чăннипех лайăх: Мускава, ытти хулана кайса вăхăт çухатмаççĕ, çул укçи тăкакламаççĕ.
Тепĕр енчен, пысăк технологиллĕ медпулăшупа усă курма пирĕн пата ютран та чылайăн килеççĕ — пĕлтĕр çавнашкал 1188 çынна 143 млн яхăн тенкĕлĕх медпулăшу кÿнĕ. Чăваш Енре сипленнисен йышĕнче Тутарстан çыннисем уйрăмах нумай — 31,3 млн тенкĕлĕх. Çавăн пекех Пушкăртстанран, Ульяновск облаçĕнчен, Мари Элтан, Удмуртирен килнисем чылайăн, ытти регион çыннисем те пур. Çакнашкал пулăшу кÿрекен медучрежденисен йышĕнче чи малтанах — Федерацин травматологи центрĕ, вăл 138 млн тенкĕлĕх медпулăшу кÿнĕ. Çавăн пекех республика тулашĕнчи çынсем республикăн клиника тата онкологи больницисен, кардиодиспансер, хулан 1-мĕш больницин, перинаталь центрĕн пулăшăвĕпе усă курнă.
Тепĕр тесен республика тулашĕнчи çынсем пысăк технологиллипе кăна мар, Чăваш Енри медиксен кулленхи пулăшăвĕпе те хаваспах усă кураççĕ. Çĕршывăн ытти регионĕнче страхланнă 15 пин çын хăйсене пирĕн республикăри медицина организацийĕсен çумне çирĕплетме ыйтнă. Çаплах калаççĕ-мĕн: «Сирĕн патра медицина пулăшăвĕ кÿрессине лайăхрах йĕркеленĕ».
ОМС территори фончĕ республикăри сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тытăмĕпе пĕрле Чăваш Енри медпулăшу пахалăхне лайăхлатас енĕпе ĕçленин уссине 2015 çулта ирттернĕ социологи ыйтăмĕсен кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Чăваш Енре респондентсен 69,2% медпулăшу пахалăхĕпе кăмăллă пулни палăрнă. Раççей шайĕнче ку кăтарту самай пĕчĕкрех — 60,2%. Стационар сиплевĕпе çынсен 80,4% кăмăллă /Раççейре — 68%/. Кăнтăрлахи стационарсенчи сиплевпе — 72,4 /61,6/, васкавлă медпулăшу ĕçĕпе — 83,5 /59,2/, поликлиникăсен ĕçĕпе 59,3% /56,3%/ кăмăлли çирĕпленнĕ.
Çакăнта ОМС фончĕ, страхлакан медицина организацийĕсем медицина пулăшăвне вăхăтра, виçеллĕ тата пысăк пахалăхпа кÿнине çирĕп тĕрĕслесе тăнин витĕмĕ куçкĕрет. Çакăн кăтартăвĕ — больницăсем çынсене сипленĕ чухне йĕркене пăснă тĕслĕхсем чакса пыни. 2015 çулта экспертсем çавнашкал 41,6 пин тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Ку 2014 çулхинчен — 22,7%, 2013 çулхинчен 34% сахалрах. Çăхавсен шучĕ те сахалланса пырать. Пĕлтĕр страхланисен прависемпе саккунлă интересĕсене пăсни пирки 56 çăхав йышăннă. Кашни тĕслĕхрех тĕплĕ экспертизăсем ирттернĕ — 25 çăхав сăлтавлă пулни палăрнă /2010 çулхинчен 11 хут /!/ сахалрах/. Паллах, сиплев учрежденийĕсене пыракан кашни çын кăмăллă пуласси иккĕленÿллĕ, лайăххин чикки çук теççĕ вĕт, çапах паян больницăсенче çынсенчен тÿлевсĕр пулмалли сиплевшĕн укçа илни, пулăшма килĕшменни, простыньпе е минтер пичĕпе тивĕçтерменни пирки пĕлтернисем çук. Медперсонал кăнттам пулнипе е çителĕклĕ тимлĕх уйăрманнипе çыхăннă тĕслĕхсенчен вара хăтăлма пулатех.
— Медицина пулăшăвĕн пахалăхне нумай кăтартупа хаклама пулать, — калаçăва пĕтĕмлетрĕ Вячеслав Николаевич. — Çапах тĕп кăтарту — çынсен пурнăçĕн тăршшĕ ÿсни. Вăл вара республикăра çуллен пысăкланса пырать: 2010 çулта вăтамран 68,5 çул пулнă, 2015 çулта вара виçĕ çула яхăнах хушăннă — 71,4 çул.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать