Саккунсăр услам - çĕр-çĕр миллион тенкĕ

20 Мая, 2016

Суд умне харăсах вуннăн тăрĕç. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен 2-мĕш пайĕ тĕпчесе пĕтернĕ уголовлă ĕçпе вĕсене саккуна пăсса астармăш вăйăсем йĕркеленĕшĕн, каварлашнă ушкăнпа уйрăмах пысăк виçепе услам илнĕшĕн айăплаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн Шупашкарта пурăнакан икĕ арçын çак ушкăна 4 çул каяллах йĕркеленĕ. Пĕчĕккĕн ушкăн йышлансах пынă. 2015 çулхи ака уйăхĕ тĕлне Шупашкар территорийĕнче вĕсен вăрттăн вăйă салонĕсен анлă сечĕ ĕçленĕ ĕнтĕ. Пĕтĕмпе — 19 «точка». Пĕр пайĕнче вăйă автомачĕсем вырнаçтарнă, хăшĕсене компьютер техникипе тивĕçтернĕ. Вĕсене ĕçлеттерме персонал пухнă. Центрĕ Хевеш урамĕнчи офиссен çуртĕнче вырнаçнă. Следстви шучĕпе, çак ушкăн пĕтĕмпе 338 миллион тенкĕ ытла саккунсăр тупăш илнĕ.

Çирĕп йыш пулнă, иерархи тытăмне те тĕплĕ йĕркеленĕ. Ушкăнри кашни çын хăйĕн тивĕçне лайăх пĕлнĕ. Хăйĕн бухгалтерийĕ, юрисчĕ, система администраторĕ, кадр служби — сумлă компанисенчи пекех. Кашни салоншăн уйрăм çын яваплă пулнă. Пĕтĕмпех вăрттăнлăхра тытнă. Пĕр-пĕринпе çыхăнмашкăн ют çынсен ячĕпе регистрациленĕ телефон номерĕсемпе усă курнă. Саккунсăр ĕç-хĕле пытармашкăн Интернет-кафе, букмекер кантурĕ, дилинг центрĕ пек курăнса ĕçленĕ. Видеосăнав, çирĕп тĕрĕслев тата ытти те — пĕтĕмпех питĕ тĕплĕ йĕркеленĕ. Вăйă пÿлĕмĕсене арендăна илнине çирĕплетекен килĕшÿсене Мускав облаçĕнчи предпринимательсен ячĕпе тунă — вĕçне-хĕрне тупма хĕн. Ушкăнри йĕркелÿ çирĕп пулнине çакă та кăтартать: уголовлă ĕç пуçарсан йĕркелÿçĕсем вăйă заведенийĕсен персоналне тĕп хулари пĕр ресторанта пухнă, следователь патне допроса хăйсен представителĕсемпе пĕрле кăна каймалли е кăтартусем памалла марри пирки асăрхаттарнă.

Анчах çакнашкал конспираци те СК следователĕсене тата ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн управленийĕн сотрудникĕсене саккунсăр ĕç-хĕле тăрă шыв çине кăларма чăрмантарайман. Уголовлă ĕçе тĕпченĕ май айăпланакансем пурăнакан вырăнсенче тата вăйă заведенийĕсенче 35 ухтару ирттернĕ. Пĕтĕмпе 540 ытла вăйă автоматне, 33 компьютер туртса илнĕ. Уголовлă ĕç материалĕсем кăна — 63 том. Следователь ыйтнипе айăпланакансен 3 çĕр лаптăкне, 4 çуртне, 7 автомобильне /çав шутра — «Лексус», БМВ/, 500 пин тенкĕ ытла укçине арестленĕ.

Тепĕр самант: следстви пынă вăхăтра айăпланакансенчен пĕрин хÿтĕлевçи хăйĕн еркĕнĕпе пĕрле хăрушсăрлăх органĕсен сотрудникне 500 пин тенкĕ взятка пама тăнă. Вăл айăпланакан тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пĕтерме пулăшасса шанса çавнашкал преступлени çулĕ çине тăнă. Анчах çакă та çиеле тухнă, ку тĕслĕхпе адвокатпа унăн мăшăрĕ тĕлĕшпе взятка пама тăнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă.

Н.КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.