Каштан ÿстерме пулать

19 Мая, 2016

Пасарта каштан мăйăрĕ сутаççĕ. Пирĕн тăрăхра каштан ÿстерме пулать-и? Çак йывăç çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет.

Петр КОНСТАНТИНОВ.

Çĕрпÿ хули.

Çиме юрăхлă мăйăр паракан каштан ăшша юратать. Вăл Кăнтăр Европăра, Кавказра, Хура тинĕс тăрăхĕнче ирĕклĕн ÿсет. Пирĕн тăрăхра ăшша юратакан каштана çитĕнтерме йывăртарах, ăна çулла Œ33 градус ăшă, хĕлле —15 градусран сивĕ пулмалла мар.

Селекционерсем пирĕн тăрăха юрăхлă каштан сорчĕсене кăларнă. Вĕсем — Америка каштанĕ, Яппун каштанĕ, Посевной, Китайски.

Çимелли мăйăр паракан каштана хĕвел лайăх ÿкекен, çилтен хÿтĕ çĕре лартмалла. Тăпра çăмăл — хăйăрлă, хăйăрлă-тăмлă, кăштах йÿçенкĕ кирлĕ. Йывăр, сĕлтĕ /щелочнăй/, нÿрĕк вăрах тăракан лаптăк — каштан валли мар.

Америка каштанĕ хăвăрт ÿсет, хĕлле —27 градус вăхăтлăх сивĕсене чăтма пултарать.

Посевной текенни Раççейре ытларах тĕл пулать. Унăн мăйăрĕ шултра пулать, тутлă. Анчах хĕлле —18 градусран сивĕрех çанталăк вăрахрах тăрсан çак каштан шăнса пĕтет. Яппун каштанĕ 10-15 м çÿллĕш ÿсет, вăл хĕлле —25 градус сивве чăтать, типĕ çанталăкра та аптрамасть, мăйăрĕ тутлă, анчах вĕтĕ.

Китай каштанĕн мăйăрĕ вăтам. Вăл —20 градуса аванах чăтать. Тĕрлĕ чир-чĕре парăнмасть. Асăннă сортсене пирĕн тăрăхра ÿстерме пулать. Анчах ăнсăртран килсе тухакан шартлама сивĕсем каштана пĕтерме пултараççĕ. Сивĕ хĕл хыççăн чĕрĕ юлсассăн та унăн çимĕç параслăхĕ чакать.

Каштана пăхасси. Çитĕннĕ йывăçа ятарласа шăварса тăма кирлĕ мар. Çамрăк хунава вара сăнасах тăмалла. Çулла шăрăх пулсан каштан ÿсекен лаптăка шăвармалла. Çакă унăн тымарне хăвăртрах çирĕпленме, аталанма май парĕ. Хĕле кĕрес умĕн каштан йĕри-тавра 13-15 см хулăнăш типĕ çулçăпа е хыр-чăрăш лăссипе, торфпа витмелле.

Апрельте, каштанăн папкисем сарăлма пуçличчен, йăвă туратсене, хĕл каçа шăнса хăрнисене иртмелле. Ытлашши çÿллĕ ÿсесрен йывăçăн тăррине касмалла — вăл сарăлса илемленет. Çимĕç паракан каштана çуркунне пĕр хутчен комплекслă-минераллă удобренипе апатлантармалла.

Пирĕн тăрăхра юлашки çулсенче хĕлсем сивĕ пулмаççĕ. Эппин, каштан ÿстерме те ансатрах пулĕ. Ăнăçлă пулсан вăл хуçине тутлă çимĕçĕпе тав тăвĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.