Чукун çулпа алла-аллăн

17 Мая, 2016

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Горький чукун çулĕн — «Раççей чукун çулĕсем» АУО филиалĕн делегацийĕпе, ГЖД пуçлăхĕ Анатолий Лесун ертсе килнĕскерпе, курнăçнă.

Ĕçлĕ тĕлпулăва çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Михаил Резников вице-премьер, транспорт министрĕ Владимир Доброхотов хутшăннă. Пассажирсене чукун çул транспорчĕпе илсе çÿрессипе, паянхи экономика условийĕсенче ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев хăнасене клиентсен интересĕсене тĕпе хуракан сервисшăн тав тунă. «Çынсем чукун çул транспорчĕн ĕçне, пассажирсене илсе çÿрессине мĕнле йĕркеленине япăх мар хаклаççĕ», — тенĕ вăл.

Анатолий Лесун палăртнă тăрăх — республика Правительствипе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ, вăл ăна малашне те çирĕплетсе пырасшăн. Тухса тăракан ыйтусене ĕçлĕ йĕркепе татса параççĕ. ГЖД пуçлăхĕ Чăваш Ен ертÿçисем ял-хулана хăтлăх кÿрес енĕпе ĕçленине пысăка хурса хакланă.

Тĕлпулура чукун çул валли кирлĕ продукци туянас енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлессин малашлăхне сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн майĕсемпе паллаштарнă, республикăра пурнăçлакан инноваци проекчĕсем çинчен каласа панă.

М.АНДРЕЕВ.

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.