Çĕрлехи хурал кирлех!

17 Мая, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кунсенче муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттерчĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уй-хирте çурхи ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Республикăра 167,1 пин гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă, çакă ака планĕн 76,6% танлашать. Çĕрулмине 4 пин гектар лартнă, пахчаçимĕç — 539, пĕр çул ÿсекен курăксем — 11 пин, выльăх апачĕлĕх культурăсем — 14,8 пин гектар. Хăмла çитĕнтерекен хуçалăхсенче хăмлан тĕп тымарĕсене 81 гектар çинче касса уçнă, 24 гектар çинче хăмла çакнă. Тĕштырă акассипе Елчĕк тата Комсомольски районĕсем малта пыраççĕ. Министр палăртнă тăрăх — çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне республикăри агропромышленноç комплексне патшалăх енчен 2337,5 миллион тенкĕлĕх пулăшу панă, ял хуçалăх организацийĕсем тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем 257,6 миллион тенкĕлĕх кредитпа усă курнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ака ĕçĕсене вĕçлесе пыракан хуçалăхсене, тавар туса илекенсене тав турĕ. Сергей Артамонов çĕрсене пусă çаврăнăшне вăраххăн кĕртсе пыни пирки сăмах хускатрĕ. Кăçал усăсăр выртакан 22,5 пин гектар çĕре çаврăнăша кĕртме палăртнă. Муниципалитет районĕсен администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх — ку енĕпе Йĕпреç, Улатăр, Муркаш районĕсен тĕллевĕсем пысăк.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем Михаил Васильевича усă курман çĕрсем çинчен пăшăрханса каласа кăтартаççĕ, Ваттисен канашĕн членĕсем муниципалитетсене тухса çÿреççĕ, лару-тăрупа паллаштараççĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков муниципалитет районĕсенче тата хула округĕсенче патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр надзорне тата тĕрĕслевне пурнăçа кĕртнине пĕлтерчĕ. Республикăра нумай хваттерлĕ 10,3 пин çурт, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 16 миллион тăваткал метрпа танлашать. 2015 çулта граждансем тĕрĕслев ĕçĕсем ирттермешкĕн 5300 ыйту çырнă. 799 тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене пăснă 621 тĕслĕхе тупса палăртнă, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли йĕркене 253 хут пăснă. Кăçалхи 4 уйăхра Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине граждансенчен 2500 ыйтса çырни килнĕ, 500 предписани панă.

"Пирĕн тĕллев — нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен интересĕсене хÿтĕлесси. Паян хăшпĕр управляющи компани тата пурăнмалли çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕсем "сăрă схемăсемпе" ĕçлеççĕ, çавна май ахаль çынсем шар кураççĕ. Шăпах эпир сирĕнпе, влаç органĕсен представителĕсем пулнă май, вĕсемпе кĕрешес тĕлĕшпе ĕçленĕшĕн е ĕçлеменшĕн яваплă", — палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Канашлу вăхăтĕнче республика территорийĕнче çуркуннехи-çуллахи пушар тухас хăрушлăх пысăк тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерме хушма мерăсем йышăнассине сÿтсе яврĕç. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне республикăра 319 пушара регистрациленĕ, 44 çын вилнĕ, 39 çын аманнă. Пушара пула 41,2 млн тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Павлов Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм ялĕнче çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче тухнă пушар çинчен каласа кăтартрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăх хушшинче ăнлантару ĕçне ирттермеллине, çуллахи вăхăтра республикăра пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерме мерăсем йышăнмаллине палăртрĕ. "Ялсенче "çĕрлехи хурал" йĕркелемелле, пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе ялсен старостисене, депутатсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене явăçтармалла", — терĕ Михаил Игнатьев.

Çавăн пекех "Раççей чукун çулĕсем" акционер обществин çулĕсен хĕррисене санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен кирлĕ пек тытса тăрассине тивĕçтерес темăна сÿтсе яврĕç. Улатăр, Канаш хулисенче, Улатăр, Куславкка, Вăрмар районĕсенче ку енĕпе ĕçлемелли сахал мар. Администрацисен пуçлăхĕсем территорисене тирпей-илем кĕртнине пĕлтерчĕç. Республика Пуçлăхĕ информаци ушкăнĕсен ертÿçисене муниципалитетсене тухсан çулсен хĕррисене тĕрĕслеме хушрĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.