Чăваш Ен опычĕ Киров облаçĕшĕн кăсăклă

17 Мая, 2016

Чăваш Енре çу уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Киров облаçĕн Правительствин делегацийĕ /ертÿçи — Правительство Председателĕн заместителĕ-юстици министрĕ Роман Бересневº ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашасси, икĕ регионăн ĕçтешлĕхне анлăлатасси, пĕр-пĕрин опытне тишкересси.

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Киров облаçĕн делегацийĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ. Вăл çакнашкал визитсем икĕ регионшăн та усăллă пулнине палăртрĕ. Михаил Игнатьев хальхи вăхăтра информаци технологийĕсем питĕ вăйлă аталанса пырсан та куçа-куçăн тĕл пулса калаçнин витĕмĕ пысăкраххине каларĕ. Хăнасене Чăваш Республикинчи экономика, ял хуçалăх, строительство лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Вăрăм ĕмĕрлисен, çав шутра 100 çултан иртнисен те, шучĕ ÿснине, çакă чи малтан сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемпе спортпа туслисен йышĕ нумайланнинчен килнине пĕлтерчĕ.

Роман Береснев Михаил Игнатьева Чăваш Енре хăйсене питĕ лайăх кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ. “Сирĕн йыхрава Киров облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Никита Белых ырласа йышăнчĕ. Эпир тĕлĕнмелле объектсене çитсе куртăмăр, çав шутрах — “Шупашкар-Арена” пăр керменне те. Питĕ лайăх опыт, унпа хамăр патра та усă курмалла. Эпир пĕр-пĕринпе çывăх вырнаçнă, çавна май пĕрле ĕçлемелли нумай”, — терĕ вăл. Делегаци ертÿçи Михаил Игнатьев та, Никита Белых та спортпа туслă пулнă май халăха ырă тĕслĕх кăтартнине, вĕсем хăйсем ертсе пыракан регионсенче физкультурăпа спорта аталантарма тăрăшнине асăнчĕ.

Тĕлпулура икĕ регион суту-илÿпе экономика, ăслăлăх-техника тата культура енĕпе пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки калакан çĕнĕ документа йышăнассине те сÿтсе яврĕç. Малтанхи килĕшÿре, 2001 çулта алă пуснинче, çĕнетмелли-улăштармалли самант сахал маррине палăртрĕç. Çыхăнусем тенĕрен — Чăваш Республикинчен Киров облаçне электротехника, апат-çимĕçпе тирпейлекен промышленноç продукцийĕ, çăмăл промышленноç изделийĕсем, стройматериалсем, хими отраслĕн тата машиностроени таварĕсем, хут-картон таврашĕ ăсатаççĕ. Чăваш Ене асăннă регионтан хурçă пăрăхсем /ун пеккисене пирĕн патра хатĕрлемеççĕº, галька-грави, кабельсемпе проводсем, çыхăнура усă куракан ытти проводник, çавăн пекех кайăк-кĕшĕк аш-какайĕ, шурă эрехпе ликер-водка изделийĕсем, пылак çимĕç тата ыттине кÿрсе килеççĕ. Икĕ çак регионăн ял хуçалăхĕнче те çыхăнса ĕçлемеллисем пур.

“Чăваш Ен хирĕç мар пулсан эпир федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен юстици министрĕсене ассоциацие пĕрлештерме хатĕр. Сирĕн демографи политикинчи опытăр, ЗАГС органĕсен çак енĕпе тăвакан ĕçĕ питĕ паха”, — калаçăва тăсрĕ Роман Береснев. Вăл Чăваш Енре космос теми те вăйлă аталаннине палăртрĕ, Кировра кăçал Ача-пăча космос центрĕ тăвассине пĕлтерчĕ.

Кировран килнĕ сумлă хăнасем икĕ кунра Чăваш Енри темиçе предприятие, вĕренÿ заведенийĕсене çитсе курнă, ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. “Эпир Шупашкарти 5-мĕш гимназипе 59-мĕш шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. 5-мĕш гимнази — чăнласах та инновациллĕ учреждени, эпир çакна хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Вăл Вятка гуманитари гимназийĕпе çыхăну тытать, çапла вара эпир малашне пĕр-пĕрин опычĕпе тата çывăхарах паллашăпăр. Пирĕншĕн кăсăклă направлени — тăлăха юлнă ачасене хăйсен хÿттине илнĕ çемьесемпе ĕçлессине тата интернат выпускникĕсене пурнăçра пулăшса пырассине йĕркелени. Чăваш Енре ку ĕç тахçантанпах пырать, пирĕн облаçра вара çакăн пек калăпăшпа кăçал çеç пуçланать, çавăнпа сирĕн опыт пирĕншĕн питех те интереслĕ”, — терĕ Киров облаçĕн вĕренÿ министрĕн заместителĕ Ольга Рысева журналистсен ыйтăвне хуравланă май.

Асăннă облаçăн информаци технологийĕсемпе çыхăну министрĕ Александр Зорин та хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: “Хальхи вăхăтра ИТ-технологисем — патшалăхăн ăнăçлă управленийĕн никĕсĕ тата экономикăн пĕлтерĕшлĕ отраслĕ. Киров облаçĕшĕн те, Чăваш Еншĕн те вăл — чи приоритетлă направленисенчен пĕри. Пирĕн регионсем территори тĕлĕшĕнчен те, информатизаци шайĕпе те, проектсене пурнăçа кĕртес енĕпе те пĕрешкелрех. Çав шутра — электрон правительство та, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен тытăмĕ те. Чăваш Енĕн информтехнологисемпе ĕçлекен командин ăсталăх шайĕ пысăк. Эсир те, эпир те информатизаципе çыхăннă хамăрăн тĕллевсене вăхăтра тата пахалăхлăн пурнăçа кĕртессе шанатăп”.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.