Кунта çĕнтерÿçĕ çук, пурте пултаруллă!
Эсĕ студент е вĕрентекен, журналист е фотограф, депутат е кил хуçи, бизнес-леди е пенсионерка... Çакă вуçех те пĕлтерĕшлĕ мар. Пултарулăх çăлкуçĕ тапса тăрать-тĕк — сана «Хĕрарăм пултарулăхĕ чикĕсĕр» куравра кĕтеççĕ. Ку проект Чăваш Енре чăннипех те нумай енлĕ пултаруллă, чун-чĕрепе илемлĕ çынсем пурăннине кăтартакан хăйнеевĕрлĕ пулăм. «Хĕрарăм пултарулăхĕ чикĕсĕр» конкурс республикăра пĕрремĕш хут 2011 çулта иртнĕ. Унăн авторĕ тата ертÿçи Елена Светлая пилĕк çул Чăваш Енри пултаруллă хĕрарăмсемпе паллаштарать, вĕсен чун киленĕçĕсем çинчен каласа кăтартать.
Кăçалхи проекта Ĕç çыннин çулталăкне халалланă. Тутлă торт, тĕрлĕ эреш, ÿкерчĕк, пуканесемпе çемçе теттесем — темĕн тĕрлĕ тĕлĕнтермĕшпе хутшăнчĕç унта ăстасем. 2016 çулта проекта 56 заявка килнĕ. Пĕтĕмлетÿллĕ курава республикăри районсемпе хуласенче пурăнакан 32 ăста хутшăнчĕ. Конкурса çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче пĕтĕмлетрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă уява Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн председателĕн пулăшуçи Елена Светлая уçрĕ. Курава йĕркелеме пулăшнăшăн «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕн ертÿçин пулăшуçине Ирина Шмелевăна чĕререн тав турĕ, малашне те пĕрле ĕçлеме ăнăçу та телей сунчĕ. Проект авторĕ курава хутшăнакансен хушшинче пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш... вырăн йышăнакансем çуккине, пурте пултаруллă тата питĕ хăйнеевĕрлине палăртрĕ.
Проектăн хисеплĕ хăнин — Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн председателĕн, «Хыпар» ИÇ директорĕн-тĕп редакторăн пĕрремĕш заместителĕн Геннадий Максимовăн шухăшĕпе чăваш хĕрарăмĕсенчен илемлĕреххисем, пултаруллăраххисем урăх çук, вĕсене никампа та танлаштараймăн, вĕсемпе мăнаçланмалла. Çак сăмахсемпе туллин килĕшнине тепĕр хăна — Бассам доктор — та палăртрĕ. «Хĕрарăм Турăпа кăна танлашма пултарать. Вăл этеме пурнăç парнелет, кăкăр сĕчĕпе тăрантарса вăй парать, тăван чĕлхепе çут тĕнчене юратма вĕрентет», — терĕ Бассам доктор. Вăл Елена Светлая питĕ пултаруллă, ăслă, хитре пулнине палăртса ăна Нефертити статуэткине парнелерĕ.
Уява — литературăпа музыка пÿлĕмне — юрă-ташă пуянлатрĕ. Екатерина Ворошилова тата Галина Никитина чуна тыткăнлакан юрăсем юрларĕç. Вĕсем иккĕшĕ те ырă кăмăллă, çемçе чĕреллĕ хĕрсем, сусăрсен интересĕсене хÿтĕлекен «Ирĕклĕх» общество организацийĕн хастарĕсем. Владимир Алексеев юрăç тата композитор пултаруллă хĕрарăмсене хăйĕн хайлавĕсене парнелерĕ. Республикăра кăна мар, Чăваш Енре те ырă ят çĕнсе илнĕ сăвăçсем Раиса Сарпи, Елена Светлая, Ольга Шевницына, Светлана Шакирова тата ыттисем хăйсен сăввисене вуларĕç.
Юлашкинчен проект авторĕ, ертÿçи Елена Светлая тата Геннадий Максимов конкурса хутшăннă пултаруллă хĕрарăмсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.
П.ВЛАДИМИРОВА
Комментировать