«Çанни вĕç те çыруллă, арки вĕç те çыруллă...»
"Художник хăй мĕн курнине мар, мĕн туйнине сăнлать", — тенĕ Пабло Пикассо. Тĕрĕçĕ те çаплах, хăй мĕн туйнине, чун юрри-кĕввине пир çине куçарать. Тĕрĕ те юрă пекех. Тĕрлени — пĕлĕтпе, çĕрпе, йывăç-курăкпа, чечексемпе пĕр юрă юрланиех", — ăнлантарать Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче пурăнакан 84 çулти Юлия Кондукторова. Юлия Федоровнăпа калаçнă, унăн ĕçĕсемпе паллашнă май тĕрĕ алĕç кăна маррине, чăн-чăн искусство пулнине ăнланса илтĕм. Сăмах май, ылтăн алăллă çак хĕрарăм пирки хăй вăхăтĕнче
"Наука и жизнь" журналта та çырнă.
"Эпир çемьере тăваттăн çитĕннĕ. Апи Анисия Матвеевна лавккара сутуçăра, каярахпа бригадирта, кладовщикре вăй хунă. Атти Федор Васильевич аслă конюхра ĕçлетчĕ. Вăл пире каçхине хурала лаша витине пĕрле илсе каятчĕ. Ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти музыка училищине кайнăччĕ... Вĕренме кĕме ыйтса та çырнăччĕ. Анчах... "Унтан вĕренсе тухсан колхоз йĕтемĕ çине кайса ларса юрлатăн-и-ха?" — терĕ мана Шупашкарта адвокатра ĕçлекен йысна. Вара алă султăм та пăрахса килтĕм. Тĕрĕссипе вара, эпĕ ачаранпах юрлама юрататăп. Атти, кукаçи юрланă юрăсене паян та шăрантаратăп", — чунне уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Юлия Кондукторова шкул хыççăнах вырăнти хуçалăхра тăрăшнă, ялти çынсемпе пĕрле уй-хир ĕçĕсене хутшăннă. Каярахпа 20 çул ытла пилорамăра вăй хунă. Колхоз валли хăма çурнă... "Вăй пулсан паян та кайса ĕçлĕттĕмччĕ, атту çамрăксем пилĕк-çурăм авасшăн мар", — калаçăва сыпăнтарчĕ Юлия Федоровна. Вăл 1952 çулта пĕр ял каччипех, Николайпа, çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе 48 çул пĕр-пĕрне савса, шăкăл-шăкăл пурăннă. 4 ача — Лена, Гена, Вера, Люся — ÿстернĕ. Тĕпренчĕкĕсем Етĕрнере, Шупашкарта тĕпленнĕ, яла юлнисем те пур. Шел, упăшки чире пула темиçе çул каяллах пурнăçран уйрăлнă. Апла пулин те Кондукторовсемшĕн юнашар пекех туйăнать вăл. Николай Карачарсков художник хăй вăхăтĕнче Николай Кондукторовăн портретне ÿкернĕ. Ăна çемье чи курăнакан вырăна çакнă. Алăка хирĕçле вырнаçтарнăскер килен-каяна питĕ ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса ярать... "Ăна илсе килсе çаксанах йăлт макăрса пĕтрĕм, ниçтан лăпланаймастăп, атте чĕрĕ пекех туйăнатчĕ", — калаçăва хутшăнчĕ амăшĕ патне хăнана килнĕ хĕрĕ Людмила.
Юлия Кондукторова музыка училищинчен пăрахса килнĕ пулсан та юрлама чарăнман. Ĕмĕр тăршшĕпех ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ансамблĕнче, хорта юрланă, халĕ пултарулăх ушкăнне çÿрет. Вырăнти артистсемпе пĕрле вĕсем тĕрлĕ хулана çитнĕ, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. "Кăçал ватă тесе хора тăмарăм-ха. Пĕччен кăна юрлатăп. Иртнинче аттен "Атăл леш енче" юррине юрларăм. Юрий Кудаковăн "Пур тăванăм пухăнсан" юррине те шăрантаратăп. "Юрламастăп, ватăлтăм ĕнтĕ", — тетĕп. "Сана кам тиркет, эсĕ ĕмĕрĕпе сцена çинче", — çав-çавах хавхалантараççĕ пĕр ушкăнрисем. Чăнах та ĕнтĕ: çамрăкранпах сцена çинче, ачасем пĕчĕк чухне çеç пĕр хушă çÿреймен. Акă итлесе пăхăр-ха, авалхи "Ак çак юррăн сăвви çук" юрра:
2013 çулта Етĕрнере иртнĕ "Когда душа поет" конкурсра çак юрра юрланăшăн Диплома тивĕçнĕччĕ эпĕ.
— Сирĕн сассăр чăннипех те питĕ уçă та янравлă. Ун чухне музыка училищинчен пăрахса килнĕшĕн ÿкĕнместĕр-и халĕ?
— Ÿкĕнсен те мĕн тăван-ха ĕнтĕ? Ун хыççăн вара тек ниçта та вĕренме каймарăм. Çавăнпа пĕлÿ илес текен çынна нихăçан та чарас çук. Тĕрĕ тĕрлеме мана апи пĕчĕкренех вĕрентнĕ. Хамăн пĕрремĕш тĕрре халĕ те астăватăп. "Чи çăмăл тĕрĕ, кирпĕч тĕрлемелле", — тенĕччĕ анне. Пĕр тĕслĕ хĕрлĕ çиппе тĕрлеттерчĕ. Кайран вара тутăрсене, кĕпе аркисене, саппунсене тĕрлесе илемлететтĕм. Чÿрече каррисене, вырăн таврашĕсене тĕрлеттĕм. Кирек ăçта кайсан та тĕрĕ кăна пăхса çÿреттĕм. Киле килсен часрах ÿкереттĕм. Чечексем, акăшсем, лашасем тĕрленĕ. Кавирсем те тĕртнĕ. "Ачасем ан тĕрле, ан хăтлан çаплах", — теççĕ. Ман пĕрех ахаль ларас килмест — тĕрлетĕп те, çыхатăп та. Диван çине хумалли пĕчĕк минтерсене тĕрлесе капăрлататăп, пукан виттисем, шăтăклă тутăрсем çыхатăп. 2013 çулта тĕрĕсемшĕн те Диплом панăччĕ. Район конкурсĕсене пĕрре кăна мар илсе кайнă тĕррĕмсене. Ĕçĕмсене тăвансене, ачасене парнелетĕп. Халĕ кĕçĕн мăнук Ваня валли нуски çыхатăп. Эпĕ питĕ пуян çын, 6 мăнукăмпа вĕсен 11 ачи хĕпĕртев кÿреççĕ. Ачасем лайăх пурăнччăр, сывлăхлă пулччăр, эрех ĕçме ан вĕренччĕр тетĕп. Ĕмĕтĕм те çакă кăна манăн. Çын тени ĕмĕр тăршшĕпех харпăр хăй ачисемшĕн пурăнать, — пытармарĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Юлия Кондукторова мана сывпуллашиччен хуран куклипе хăналарĕ. Вăл ăна кашни кун тенĕ пекех тăпăрчăпа симĕс суханран е çăмартапа симĕс суханран пĕçерет. "Пирĕн тăрăхра вăл — чи пĕрремĕш апат. Ăна çисен чылайччен хырăм выçмасть", — ăнлантарчĕ вăл. Асăннă апата Трак енче те, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те питех янтăламаççĕ. Тури Ачаксемшĕн вăл — чи юратнă çиме.
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать