Арканнă «Тойотăпа» - суд тенкелĕ çине
Шупашкарти темиçе фирма директорĕсем страхлакан фирмăран укçа илес тĕллевпе ултав çулĕ çине тăнă. Анчах вĕсем пирĕн уголовлă шырав сотрудникĕсем çапла ăста пуласса кĕтмен-тĕр. Миллион тенке яхăн илмешкĕн тепĕр утăм кăна юлнă — çак ушкăн полици аллине çакланнă.
Машина ăçтан?
Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм ШĔМĕн вырăнти управленийĕн 4-мĕш пайне килнĕ, хăйĕн Томск облаçĕн номерĕллĕ, 2013 çулта кăларнă, 900 пин тенкĕ тăракан "Тойота-Королла" автомобильне такамсем вăрласа кайни çинчен евитленĕ. Предприниматель ĕçĕпе аппаланаканскер машина хăçан çухалнине те тĕп-тĕрĕс пĕлмест — юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕччен... Кустăрмаллă "урхамах" Максим Горький проспектĕнчи вăл пурăнакан çурт патĕнчен çухалнă-мĕн.
Пакунлисене хĕрарăм питех хурланманни тĕлĕнтермен. Автомобиле КАСКО мелĕпе сумлă фирмăра страхланă вĕт — тупăнмасан та çухатăва страховка тÿлевĕ саплаштарĕ. Раççейре çуллен пин-пин машина çухалать... "Короллăна" та çав шăпа кĕтетчĕ ĕнтĕ, анчах çак ĕçпе ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн сотрудникĕсем кăсăкланнă та — ултавçăсен планне пĕтĕмпех пăсса хунă. Пирĕн оперсене хывăхпа улталаймăн çав...
Чи малтанах сыщиксем Томск облаçĕнчи ĕçтешĕсемпе çыхăннă — "Тойотăна" çавăнта регистрациленĕ вĕт. Унтан пĕлтерни тĕлĕнтерсех янă: чăваш полицейскийĕсем асăннă номерлĕ çак çăмăл машина нумаях пулмасть аварие лекнĕ иккен — вăйлах сиенленнĕ. Инçетри йĕркелĕх хуралçисем Шупашкара видеорегистратор кадрĕсене те ярса панă: авари саманчĕ, инкек пулнă вырăн — пĕтĕмпех лайăх сăнланнă. Вĕсене кура хаклас-тăк — ку машинăна юсама май çук. Апла-тăк Шупашкарта мĕнле автомобиле вăрланă?
Уголовлă шырав сотрудникĕсем транспорт хатĕрĕн унчченхи хуçипе телефонпа калаçнă. Вăл авари пулнине çирĕплетнĕ, "Тойотăна" кредитпа туянни, çавна май КАСКО мелĕпе страхлани çинчен пĕлтернĕ. Авари хыççăн хуçине страховка укçине тÿлесен машина юлашкисене страховщик илсе кайнă, кивĕ е юсама юрăхсăр техникăна саппас пайсем валли сÿтекен предприятие сутнă-мĕн. Çав фирма вара тытнă та арканнă иномаркăна Интернета сутлăха кăларнă.
"Тойота", анчах — урăххи
Халь оперативниксен Шупашкар хĕрарăмĕ машина çухални çинчен пĕлтернин тĕрĕслĕхĕ пирки иккĕленÿ çуралнă ĕнтĕ. Шырав-тĕпчев йĕркеленĕ май ку хĕрарăм такамсем усă куракан çын кăна пулни палăрнă: вăл транспорт хатĕрне тата страховкăна хăйĕн ячĕпе çырать, кайран автомобиль çухални çинчен евитлет. Ыттине вара урăххисем тăваççĕ. Вĕсем çук çынсем мар: пĕрин — автопрокат, иккĕмĕшĕн — автосалон, виççĕмĕшĕн — строительство фирми. Тĕрĕссипе, çак "директорсен канашĕ" усă курма шут тытнă схема çĕнĕскер мар. Арканнă машина докуменчĕсене илеççĕ, çавнашкал тепĕр автомобиль тупаççĕ, страховани тĕслĕхĕ пулнă пек кăтартаççĕ те укçа илеççĕ — питĕ ансат.
"Тойотăпа" çыхăннă тĕслĕхре ултавçăсен хăйсен ĕçĕн кăтартăвĕпе усă курмалли çеç юлнă ĕнтĕ. Пуçарнă уголовлă ĕçе халь-халь чарса лартма хатĕрленнĕ, эппин, "вăрланă" "Короллăшăн" страхлакан компанирен 800 пин тенкĕ ытла илессе те кăшт çеç кĕтмелле... Йĕркелĕх хуралçисем Томск "Тойоти" вырăнне вĕсем мĕнле машинăпа усă курнине те тĕпчесе пĕлнĕ. Эппин, операцие вĕçлеме те вăхăт.
— Оперативлă çичĕ ушкăн йĕркелерĕмĕр, — каласа парать ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Дмитрий Ногаев, — вĕсем преступлени тунă тесе шанман çынсене тытма тата "Тойота" "копине" илме пĕр харăсах тухса кайрĕç. Преступниксенчен иккĕшĕн темиçе талăк следстви изоляторĕнче те ларма тиврĕ — вĕсене арестлерĕмĕр. Иномарка çухалнипе çыхăннă ĕç çав бизнесменсем кĕтнинчен пачах урăхла вĕçленчĕ.
Страхлакансем ултавран страхланман
4-мĕш ОП следстви уйрăмĕ тăватă çын тĕлĕшпе страховани енĕпе улталама тăнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă. Полицие машинине вăрласа кайни çинчен суйса пĕлтернĕ 37 çулти хĕрарăмăн вара суя евитлевшĕн те уголовлă майпа явап тытма тивнĕ. Ăна полицире çийĕнчех суйма юраманни пирки асăрхаттарнă вĕт — вăл пурпĕр улталанă.
Сергей Яковлев следователь каланă тăрăх — ултав планĕн авторĕ Елчĕк районĕн 33 çулти арçынни-тĕр. Ĕпхÿре пулнă май автосервис директорĕ Томскра аварие лексе арканнă "Короллăн" докуменчĕсене, регистраци паллине тата ВИН-номерлĕ табличкине 100 пин тенкĕлле туяннă. Малтанах вĕсене Интернет урлă сутса яма тăнă-ха, анчах туянакан тупăнман та — тусĕсемпе пĕрле "ĕç тăвас" тенĕ. Кашнин валлиех ĕç тупăннă: туссенчен пĕри юрăхлă иномарка шыранă — вăл страхлакан компани сотрудникне кăтартма кирлĕ пулнă, тепри пуçанăшĕн мăшăрне документсене хăйĕн ячĕпе çырма, унтан полицие кайма ÿкĕте кĕртнĕ...
Страховщиксем патне кайиччен арçынсем ют "Тойота" номерне улăштарнă, Томск машинин ВИН-номерне çак автомобиль çине васкаса çирĕплетнĕ. Страхлакан фирма ĕçченĕсем транспорт хатĕрне тĕплĕ пăхмасса шаннă. Тĕлĕнмелле те, çакă 100 проценчĕпех тÿрре тухнă. Компанире ĕçлекен хĕрарăм хайхи табличкăна пăхман кăна мар, ку автомобилĕн передача курупки урăхла пулнине те асăрхаман. Документсем тăрăх Томск автомобилĕ механика пулнă, кусем вара страховщике кăтартма автомат-курупкаллă автомобиль илсе килнĕ!
Нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ çак уголовлă ĕçпе приговор палăртрĕ. Арçынсене тăваттăшне те каварлашса улталанăшăн айăпларĕç. Автосервис директорне, аварире арканнă машина докуменчĕсене туянса тусĕсене ултава явăçтарнăскере, 130 пин тенкĕлĕх штрафларĕç. Машина "çухатнă" хĕрарăм полицие суйнăшăн та явап тытать те — унăн патшалăха 120 пин тенкĕ тÿлемелле. Тата икĕ директора 70-шер пин тенкĕлĕх штрафларĕç.
Ольга ПАВЛОВА
Комментировать