Шашка ăсти шахматла та вылять

17 Мая, 2016

Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче пурăнакан Николай Дмитриева шашка шурсухалĕ теççĕ. Ача чухнех çак ăсталăха алла илнĕскер 71 çула çитсе те хăйĕн юратнă вăййинчен уйрăлма васкамасть.

Шашкăлла выляма вăл 6-рах вĕреннĕ. 1959 çулта вара республика ăмăртăвне пĕрремĕш хут хутшăннă. Унта кĕмĕл медале тивĕçни ăна хавхалантарнах ĕнтĕ. Çак тапхăртанпа Вăрмар шашисчĕ çĕршыври тата Пĕтĕм Союзри фестивальсемпе турнирсенчен пĕрре мар наградăпа таврăннă. Студент çулĕсенчех вăл СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Николай Дмитриев каланă тăрăх — хăй ĕмĕрĕнче вăл 120 ытла ăмăртăва хутшăннă, вĕсенчен 100-шĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă. Ăста шашист çĕршыври чи паллă гроссмейстерсемпе те — В.Голосуевпа, И.Куперманпа, А.Авдеевпа... — вăй виçсе курнă. Николай Иванович Кавалта ял ачисен “Факел” клубне йĕркелесе чылай çул ăна ăнăçлă ертсе пынă. 1982 çулта “Шашкăлла выляма вĕренер” кĕнеке пичетлесе кăларнă. Сăмах май, ку темăпа вăл 4 кĕнеке çырса хатĕрленĕ.

2013 çулта чăваш шашисчĕ пире пысăк çитĕнÿпе тĕлĕнтерчĕ: Крымри Евпатори хулинче ветерансен хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Ун чухне вăл 60 çултан аслăрах 40 çын йышĕнче 12 балл пухма пултарнă.

Çак кунсенче ырă тепĕр хыпар пĕлтĕмĕр: Николай Дмитриев хăйĕн пухмачне Тутарстан чемпионачĕн ылтăн медалĕпе пуянлатнă. “Ку ăмăртăва эпĕ темиçе те хутшăнтăм. Ытти çулсенче 2-3-мĕш вырăнсене йышăннăччĕ. Халĕ — пĕрремĕш. Ку таранччен чăваш шашисчĕсем Тутарстан чемпионатĕнчен “ылтăнпа” таврăнманччĕ”, — хыпарларĕ телефонпа Николай Иванович. Çĕршыв чемпионачĕсенче 5 хут çĕнтернĕ СССР спорт мастерне тата тава тивĕçлĕ тренерне Рашид Нежметдинова асăнса ирттернĕ турнирта ăстасем шашкăлла тата шахматла вылянă. Икĕ вăйăра пирĕн ентеш абсолютлă чемпион ятне тивĕçнĕ.

А.МИХАЙЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.