Чăваш сасси ян! каять

22 Мар, 2014

Çĕмĕрлери 3-мĕш шкула шыранă май хула урамĕпе утакансене чăрмантарма тиврĕ. Çамрăк арçын: «Чăвашлах ăнлантарам-и?» - тесен савăннине пытармарăм. Ара, Çĕмĕрлере ытларах вырăссем пурăннине пĕлетпĕр-çке.

Хаçат кунне хатĕрленсе Алена Батракова библиотекарь сĕтеле чăваш тĕрриллĕ ал тутрипе илемлетнĕ, «Чăваш хĕрарăмĕн» номерĕсене кăларса хунă. Хаçата хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Елена Голованова çырăнса панă. «Эпĕ чăвашла вулаймастăп, мана куçарса параççĕ», - пĕлтерет вăл. «Хыпар» Издательство çурчĕн хаçачĕсене кунта урăх курмарăм. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем иртнĕ çулсенче «Тантăшпа» «Тетте» илсе тăни çинчен пĕлтерчĕç.

Елена Ильина, Лариса Иванова, Валентина Андрюшкина, Риба Логинова тăван чĕлхепе литература вĕрентеççĕ. Елена Николаевна кружок та ертсе пырать, унта ачасем чăваш тĕрри вăрттăнлăхĕпе паллашаççĕ. Шкула чăвашсемпе вырăссемсĕр пуçне мордва, мăкшă, тутар, узбек, азербайджан ачисем çÿреççĕ. «Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн шкулта чăвашла калаçман. Кĕçĕн классене вĕрентеттĕм, ĕçтешсем эпĕ чăваш пулнине те пĕлмен, мĕншĕн тесен манпа тăван чĕлхепе калаçакан çын çукчĕ. Халĕ лару-тăру улшăнчĕ», - каласа кăтартаççĕ вĕрентекенсем. Урокра усă курмалли хатĕрсем тĕлĕшĕпе те йывăрлăх çук, кирлипе çийĕнчех тивĕçтереççĕ-мĕн.

Шкулта шăпах «Ăслăлăх кунĕсен» эрни иртет, «Пултарулăх» секцине мана та чĕнчĕç. Акт залĕнче чылай ача пуçтарăннă. Сцена çине чи малтан 5-мĕш «б» классем тухрĕç. Нумай сăвă каларĕç. Чăвашла юрлама та ăста иккен кунта вĕренекенсем! 7-8-мĕш классем хăйсем хайланă сăвва вуласа пачĕç, Наталия Плисовăн «Çумăр хыççăн» сăвви уйрăмах килĕшрĕ. Анастасия Козлова «Кĕтÿç» сăвăллă юмах çырнă, шел, чирлесе ÿкнине пула ăна хăй вулаймарĕ...

«Вăтам пĕлÿ паракан чи лайăх учреждени» ята тивĕçнĕ шкулта экскурси йĕркелерĕç: картина галерейипе паллашрăм, сенсор пÿлĕмĕнчи «бассейнра» «ишрĕм», инженер класĕ ăсталанă роботсем мĕнле ĕçленине курса тĕлĕнтĕм... Çĕмĕрлере чăваш сасси илтĕннишĕн чунтанах хăпартлантăм.

Хаçат кунĕнче хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем Елена Павловăпа Татьяна Андреева пирĕн кăларăмпа туслашма кăмăл турĕç. Татьяна Николаевна /вăл та чăвашла вулаймасть/ шкул валли, хăш-пĕр вĕрентекен ашшĕ-амăшĕ валли те «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнчĕç.

Алина ИЗМАН

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.