Пĕрремĕш хут парада!

12 Мая, 2016

Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра ирттернĕ çак парад республика историне ылтăн тĕспе çырăнса юлчĕ. Кунта иккĕмĕш хутчен шкул çулне çитмен ачасемпе çамрăк çарçăсем хутшăнчĕç. Унта 106 ача садĕнчен пин çура яхăн арçын ачапа хĕрача, юнармеецсен 59 ушкăнĕ утса тухрĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшне, ветерансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ăшшăн саламлăрĕç.

Пирĕн халăх историне çĕнĕрен пачах урăхлатса çырма шухăшланисен ĕмĕчĕ пурнăçланманнине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев. Раççейре Тăван çĕршывшăн тăшмана хирĕç кар тăнисем пирки пурте пĕлнине тепĕр хутчен каларĕ. Çавăн пекех вăл маттур ачасем çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне чĕререн тав турĕ.

Парада Шупашкарти 106-мĕш «Кораблик» ача сачĕн воспитанникĕсем уçрĕç. Вĕсем хыççăн ытти ачасем, çамрăк çарçăсем сумлăн та патваррăн утрĕç.

Тăван çĕршывăн пулас патриочĕсем çак парадра кăна мар, ытти мероприятире те маттур пулни питех те савăнтарать. Парада Раççейри ача-пăча полици академийĕн ĕçченĕ отставкăри полковник Сергей Чехов ертсе пычĕ. «Пирĕн çамрăк ăру компьютер умĕнче ларса çеç вăхăта ирттермест, нумай олимпиадăра, ăмăртура пултарулăхĕпе палăрать». Çакăн çине уйрăмах пусăм туса каларĕç пухăннисем.

Парад хыççăн çамрăк ăру Республика Пуçлăхĕпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕ.

Олег МАЛЬЦЕВ сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.