Атă-пушмака упратпăр
Хĕллехи-кĕркуннехи атă-пушмак канăва кайрĕ. Тепĕр сезонра та вăл пире савăнтартăр тесен ăна тĕрĕс упрамалла. Тусанран тасатса шкафа лартса хуни çеç çителĕксĕр. Тир-сăранăн тĕсĕ тĕксĕмленет, типет. Паллах, атă-пушмак кремĕ кăштах пулăшма пултарать-ха. Ĕç йĕркине пĕлни вара лайăхрах.
Чи малтанах атă-пушмака пылчăкран, тусанран лайăх тасатмалла: ăна пушмак материалне тĕпе хурса пурнăçламалла. Тасатнă атă-пушмака пÿлĕмри температурăра типĕтмелле. Хĕллехи атăн ура айĕнчи кĕççине кăларса хумалла. Типĕтнĕ хыççăн атă çинчи шăйрăксене “шĕвĕ сăран” /”жидкая кожа”/ текен кремпа юсамалла. Йĕркене кĕртнĕ хыççăн атăна шĕвĕ эмульсипе сăтăрмалла. Вĕсем япалана лайăх сăрăхаççĕ, çиелтен çÿхе сийпе витеççĕ. Нубук, велюр, замш, лакланă атă-пушмака ятарласа вĕсене валли хатĕрленĕ хутăшсемпе усă курса тирпейлемелле. Вăрах упрамаллине шута илсе атă-пушмака икĕ-виçĕ хутчен эмульсипе сăтăрмалла. Вăл кирлĕ чухлĕ сăрхăнса япалана çуркаланмасăр упрамашкăн май парать.
Атă-пушмак ăшĕнчен ырă мар шăршă кĕрет-тĕк шăршăна пĕтермелле. Кĕççине кăларса çумалла, ятарлă дезодорантсемпе пĕрĕхмелле.
Кĕске кунчаллă пушмаксене туяннă курупки ăшне хурса упрасассăн аван. Вăрăм кунчаллă атăсене кунчисене хĕстерсе çакса хума юрать. Упрамалли вырăнта сывлăш çаврăнăшĕ лайăх пулмалла. Хупă контейнерсенче, çыхса хунă полиэтилен пакетсенче атă-пушмак “сывламасть”. Кăвакарма, чир-чĕр кăмписем аталанма пултараççĕ.
Хĕллехи атăсен ăшне кĕве тапăнма пултарать, уйрăмах выльăх çăмĕллĕ паха япалана кăмăллать вăл. Кĕвене хăратакан препаратсем кашнин ăшнех хума ан манăр.
Çу каçипе тĕрĕс упрасассăн вăхăт çитсен юратнă атă-пушмака тăхăнмашкăн кăмăллă пулĕ.
Комментировать