Вĕлтрен çумкурăк-и?

12 Мая, 2016

Çумкурăк та вăл, çав тери паха эмел те. Çынна вĕлтрен çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех пулăшма пултарать. Ăна салатсене, яшкана, чейе хушаççĕ. Вăл пулăшнипе юна тасатма, хĕрарăм чирĕсенчен сипленме пулать...

Унра витамин питĕ нумай. Тĕслĕхрен, С витамин вĕлтренре лимонринчен — 4 хут, чие çырлинчен — 7, симĕс суханринчен 10 хут нумайрах. Чĕпĕтекен ÿсен-тăранта В тата К /юн кайнине чарма пулăшать/ ушкăнсенчи витаминсем пур. Вĕлтренре çуркунне çынна питех те кирлĕ усăллă микроэлементсем, минерал тăварĕсем нумай. Уйрăмах вăл тимĕрпе, кальципе, калипе пуян.

Ăнсăртран мар ĕнтĕ ĕлĕкхи вăхăтра вĕлтреншĕн хăйнеевĕрлĕ налук илнĕ, мĕншĕн тесен унпа тĕрлĕ сферăра усă курнă: апатланура, медицинăра, табак, удобрени вырăнне туяннă, унран тетелсем çыхнă, çирĕп пусма ăсталанă, хут тунă, сăра вĕретнĕ.

Юна тасатма. Вĕлтрен пухмалла, çумалла, типĕтмелле, кĕленче савăта хумалла, шур эрех ямалла /100 грамм вĕлтрен, 300 миллилитр шур эрех кирлĕ/, 10 куна тĕттĕм вырăна лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут 30-40-шер тумлам шывпа ĕçмелле.

Вĕлтренрен — сиплĕ чей. 2 апат кашăкĕ типĕтнĕ вĕлтрене вĕренĕ 700 грамм шыва ямалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 100-шер миллилитр ĕçмелле. Çапла 14 кун сипленмелле. Ун хыççăн 14 кун тăхтав тумалла та иккĕмĕш хут сипленмелле. Сывă çыншăн çулталăкне 2 курс çителĕклĕ.

Çапла сипленнĕ хыççăн юн тытăмĕ лайăхланать, гемоглобин ÿсет. Организм вăйсăрланнисен çак мелпе усă курмаллах. Çакăн хыççăн пÿре, шăк хăмпи, апата ирĕл­терекен органсен ĕçĕ лайăхланать, çын вăй-хал хушăннине туять.

Çÿçе ÿсме пулăшать. Пĕрер ывăç вĕлтрен, хупах, шапа хупаххин, шăнăр курăкĕн çулçине илмелле. Вĕрекен шыва ярса хупламалла. Чей вырăнне ĕçмелле.

Асăрхаттарни: вĕлтренпе усă куриччен малтан тухтăрпа канашламалла. Çак тĕслĕхсенче усă курма юрамасть:

— атеросклероз, çире пур чухне;

— амалăхра мăкăль ÿснипе юн кайнă пулсан;

— çулланнă çынсен, варикозпа аптракансен сиплев тата профилактика тĕллевĕпе вĕлтренпе усă курма юрамасть, мĕншĕн тесен унра К витамин нумай. Çак витамин юн кĕвелессине ÿстерет.

Юна тасатмашкăн вĕлтрене çу пуçламăшĕнче пухмалла: шăпах çак вăхăтра унра усăллă япаласем пухăнса çитеççĕ. Юн пусăмĕ ÿснипе час-часах аптрасан, пÿре чирĕсем канăçсăрлантарсан унпа сипленме юрамасть. Çуркунне тата çу пуçламăшĕнче вĕлтренрен хатĕрленĕ яшка, тĕрлĕ курăк хушнă салатсем пуриншĕн те сиплĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.